Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ĕлĕкхи чăваш йăлипе Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕнче Акатуй уявне ирттерчĕç. Çĕрпе суха уявĕ пуçланнине систерекенсем лав кӳлнĕ лашапа килсе çитрĕç. Купăс каласа илемлĕ чăваш юррине юрласа пурне те Аслă уява йыхăрчĕç.
— Тинех, сакăр çул кĕтрĕмĕр çак телейлĕ куна, - илтĕнчĕ тĕп сцена еннелле утакан халăх хушшинчен.
Чăвашсене Акатуй ячĕпе Кăлаткăпуç район администраци пуçлăхĕ Сейрхан Ахмеров, УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев, Бахтеевка шкулĕн директорĕ Валентина Черкасова, «Бахтеевский» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн ертӳçи Мухаррям Салихов, Чăваш Кăлаткă ял администраторĕ Галина Ильгачёва, Бахтеевка ял администраторĕ Алексей Коротков, Кăлаткăпуç хула тăрăхĕн пуçлăхĕ Тахир Саляев, Зырыклей ялĕнчи культура ĕçченĕ Валентина Ермалаева саламларĕç.
Акатуй ялавне вырнаçтармалли ирĕке Сейрхан Абдуллович Ахмерова шанчĕç. Кăлаткăпуç администраци пуçлăхĕ чăвашсен ĕçченлĕхĕпе мăнаçланнисĕр пуçне тата Чăваш Кăлаткăра пурăнакансем валли ырă хыпарсем илсе килнине пытармарĕ. «Культура çурчĕн тăррине юсама çывăх вăхăтрах 2 млн тенкĕ куçарăпăр, малашне çулсем çинчи шăтăк-путăксене хуплама та укçа-тенкĕ хывма май пулĕ. Сирĕн ялăрти шыв пăрăхĕсемпе ĕçлес пулать. Хальлĕхе шыв ыйтăвĕ сирĕншĕн çивĕч тăнине пĕлетпĕр, ыйтусене татса парăпăр»,- терĕ. Пуçлăх аллинчен Тав çырăвне тата хаклă парнене илме тивĕçлисем чылайăн пулчĕç. Кунта – Бахтеевкăпа Чăваш Кăлаткă (вĕсем юнашар çеç мар, пĕр ял çыннисем пек пĕр-пĕрне çывăх курса пурăнаççĕ) ялĕсенчи нумай ачаллă чăваш тата тутар çемйисем, ĕçчен механизаторсемпе дояркăсен тата выльăх пăхакансен çемйисем, чи аван платниксемпе ал ĕç ăстисем, чи илемлĕ те тирпейлĕ кил-йыш хуçисем, юрăçсем тата ыттисем те.
Владимир Сваев та çывăх Чăваш Кăлаткă тăрăхне пушă алăпа килмен. Ăшă сăмахсем каланисĕр пуçне чăваш юхăмĕнчи хастар чăваш хĕрарăмĕсене — Валентина Черкасована, Валентина Хурасевана, Валентина Ермалаевана, Галина Ильгачёвана, Галина Загуляевана — Тав хучĕсем пачĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Владимир Ильич пуçарăвĕпе уявра УОЧНКАн Кăлаткăпуçĕнчи чăваш уйрăмĕн председательне суйласа хăварчĕç. Вăл – Чăваш Кăлаткă ялĕнче пурăнакан Бахтеевка шкул директорĕ Валентина Васильевна Черкасова.
Сцена çинче районти чи пултаруллă коллективсем чăвашла, тутарла тата вырăсла юрларĕç. Уяв ахах-мерченĕ — Чăваш Кăлаткă ялĕнчи Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Весна» ансамбль концерчĕ (пултарулăх ертӳçи – клуб ĕçченĕ Татьяна Иванова) пулчĕ. Юрăçсем хăйсен репертуарĕнчи чи илемлĕ чăваш юррисене юрларĕç. Сăмах май каласан – хĕрсен кĕçех çĕнĕ наци костюмĕсем пулĕç. Район администрацийĕ тĕрĕллĕ чăваш тумĕсене çĕлеме 70 пин тенкĕ уйăрнă.
Ача-пăчапа çамрăксен, çитĕннĕ арçынсен юратнă площадкисем – спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç. Кĕрешӳ, кире пуканĕ йăтасси, шашка-шахмат вăййи, вĕрен туртасси тата ытти те. Чи-чи тĕреклисем, вăйлисем çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕç.
 
: 1013, Хаçат: 27 (1223), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: