Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шанчăклăх, юратупа çемье кунĕ тĕлне Ульяновск облаçĕнче «Раççей кунне патриот çурат» тăвăмăн пĕтĕмлетĕвне тунă. «УАЗ-Патриот» машинан çăраççине Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Тереньга районĕнчи Валентина Вячеславовна Камайкинана тыттарнă. Çĕртмен 12-мĕшĕнче вĕсен çемйинче тăваттăмĕш ача çуралнă.
Регион пуçлăхĕ çаплах нумай ачаллă çемьесене – муниципаллă пĕрлĕхсенче çĕнтерекенсене Алла Юрьевна Щербакована, Екатерина Эдуардовна Волкована - пурăнмалли вырăна лайăхлатма 500 пин тенкĕлĕх, 10 хĕрарăма 50 пин тенкĕлĕх сертификатсем панă, тăвăма хастар хутшăннăшăн сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хуракансене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысланă.
-2006 çултанпа халăх йышне ӳстересси тата çемьесене пулăшасси Ульяновск облаçĕнче патшалăх политики пулса тăчĕ. Çак тапхăрта облаçра 100 пин ача çуралнă – пĕр пĕчĕк хула. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ те виçĕ хут ӳснĕ – 6 пин ытла. Кăçал Раççей кунĕнче 85 ача çут тĕнчене килчĕ, вĕсенчен 12-шĕ нумай ачаллă çемьере. 2013 çулта «Раççей кунне патриот çурат» тăвăма 964 хĕрарăм хутшăннă.
Тăвăм ячĕпе усă курса эпир çемьесене, ачалăха хӳтĕлессипе ятарлă программа хатĕрлерĕмĕр. Кăçал сывлăх сыхлавне аталантарма янă укçана – 4,5 миллиард тенкĕ – ачасен медицинине аталантарма, ача çуратакансене пулăшма яратпăр. Нумай ачаллă çемьесене пулăшасси те программăра пысăк вырăн йышăнать. 2014 çултан вĕренекен ача 23 çула çитичченех çемье нумай ачаллă шутланать, çаплах кун пек çемьесенчи ачасене çул укçи тӳлеме, тӳлевсĕр апатлантарма палăртатпăр, путёвкăсен хакне тавăратпăр. Эпĕ çаплах пилĕк тата ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене коммуналлă тивĕçтерӳсенчен 100 проценчĕпех хăтарас тата пиллĕкмĕш ача çуралсан çемьесене тӳлевсĕр машина парас ыйтусене çĕклерĕм, - пĕлтернĕ кĕпĕрнаттăр.
Аса илтеретпĕр, асăннă тăвăм Ульяновск облаçĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр сĕнĕвĕпе 2005 çулта тытăннă. Çак тапхăрта ача çураласси облаçра 17 процент ӳснĕ, пурĕ çак вăхăтра Раççей кунĕсенче 567 ача çуралнă.
Регионти социаллă аталанупа ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулхи çĕртмен 12-мĕшĕнче çуралнă кашни ачана велосипед, тăвăма хутшăннă 964 хĕрарăма ача чĕркемелли кĕтеслĕ ал шăллисем парнелĕç.
Шанчăклăх, юратупа çемье кунĕнче кĕпĕрнаттăр çаплах Таса Пётрпа Феврони палăкĕ умĕнче иртнĕ савăнăçлă лару-тăрăва хутшăнса 25 мăшăра наградăсем панă: 50 çул пĕрле пурăннă 9 мăшăра кĕпĕрнаттăрăн «Çемье. Юрату. Шанчăклăх» Хисеп палли, 25 çул пĕрле пурăннă 16 мăшăра – «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль.
 
: 676, Хаçат: 27 (1223), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: