Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Каша ялне тинех савăнăç çитрĕ: ялăн Тĕп урамне тикĕслесе хăйăр тата вак чул сарса якатрĕç. Анчах ку савăнăç хальлĕхе пурин валли те мар-ха. Ял вĕçне çитеспе 20 метр юлсан çул-йĕр организацин «лимичĕ» пĕтнĕ.
Каша урамĕсенче нихăçан та асфальт пулман. Хальччен Тутар Кашине кăна тунă ку чыса. Район администрацийĕ кашасене халăх пухăвĕсенче çул пулать тесе çулсерен шантарнă, анчах ĕçĕ малалла кайман. «Шантарнине виçĕ çул кĕтмелле,- теççĕ халăхра. Виççĕ мар, пилĕк, вунă çул та иртсе кайнă унтанпа. Пылчăк çăрса ывăннă Каша халăхĕн чăтăмлăхĕ пĕтнĕ. Тĕп урамра пурăнакансем пĕр чĕлхеллĕ пулса пуçлăхсем патне çырусемпе тухаççĕ, укçа пуçтараççĕ. Хăйсен шутĕнчен хывма та хатĕр вĕсем, район техника парса çеç пулăштăр. Тинех пăр тапранать. Урама бульдозер якатма тытăнсан та кашасен иккĕленӳ туйăмĕ сирĕлмест. Пысăк КамАЗ-семпе хăйăр турттарма тытăнсан тин чĕрисем лăпланаççĕ.
Ял тăрăхĕн ертӳçи Наиль Тамаев каланă тăрăх, ку ĕçе Ульяновскри «Жилгорстрой» организаци пурнăçлать.
-Планпа килĕшсе вĕсен пĕр çухрăм çурă çул хывмаллаччĕ. Облаçран тата районтан уйăрнă (30 процент) укçа-тенкĕ çитменнипе пĕр çухрăмне кăна хыврĕç. Кашасем хĕсĕрленсе ан ӳкчĕр. Эпир çула масар патнех çитерĕпĕр. Укçа-тенкĕ тупсан çак организаци ку ĕçе вĕçне çитерĕ. Хальлĕхе кунта ĕçсем вĕçленмен-ха: вĕтĕ чулне сарса пĕтермен. Малашне кунта асфальтлă çул пулмалла,- терĕ Наиль Тамаев шантарса.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 918, Хаçат: 27 (1223), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: