Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çуллахи шăрăх çанталăКа парăнтарса Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен халăхĕ уява пуçтарăннă. Паян пысăк праçник – Ял кунĕ
 
Мухтанмалли пурах
Вăта Тимĕрçен ялĕн администраторĕ Виктор Кондрашкин ентешĕсем епле пурăнни тата уява еплерех хатĕрленни пирки каласа пачĕ.
—Тимĕрçен ялĕ 16-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурçулĕнче йĕркеленнĕ. Кунта килсе тĕпленнĕ чăваш Тимĕр ятлă пулнă. Каярах тăрăх икĕ пая — Анат тата Вăта ятлă ялсене — пайланать. Вăта Тимĕрçентен Аслă вăрçа 380 çын кайнă, вĕсенчен 183-шĕ çапăçу хирĕнче тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуçĕсене хунă. Ялтан чаплă çынсем тухнă –И.И. Корнилов ăсчах, Совет Союзĕн Геройĕ Е.Т. Воробьёв, Социализмла Ĕç Геройĕ В.К. Пирогов тата ыттисем те. Паян пирĕн ялта 386 килĕ, вĕсенче пурĕ 802 çын пурăнать, - терĕ Виктор Николаевич. - Ял çыннисенчен ытларахăшĕ «Тагайская птицефабрика» обществăпа Аппанов фермерсен хуçалăхĕсенче вăй хураççĕ. Хĕрарăмсем Карлинскинчи, Кротовкăри тата Луговойĕнчи улма-çырлапа пахча çимĕç хуçалăхĕсене автобуспа ĕçлеме çӳреççĕ. Арçынсенчен хăшĕсем вахтăпа çӳреççĕ. Ял пурăнать, аталанать. Çынсене пурăнмалли майсем пур темелле: çут çанталăк газне кĕртнĕ; вырăнтах – ял администрацийĕ, почта, перекет банкĕ ĕçлеççĕ, шкул, фельдшер пункчĕ пур. Социаллă ыйтусене вăхăтра татса пама тăрăшатпăр. Çулланнă çынсемпе ĕçлекен тăватă социаллă ĕçчен пур. Вĕсем кинемисемпе мучисен нуши-тертне татса параççĕ, тăватшар çын пăхса тăраççĕ. Уйрăмах Ольга Козловапа Светлана Чундерова ырă сăмаха тивĕçлĕ. Нумай ачаллă çемьесем те пур. Тăватă çамрăк çемьере – виçшер ача. Пĕринче – тăваттă. Кăçал ялта икĕ ача çуралчĕ. Вăта Тимĕрçен ялĕнче пултаруллă çынсем нумай. Паянхи уява эпир тахçантанпах кĕтетпĕр. Ялти Культура çуртне паян газ кĕртнĕ, тĕп юсав ĕçĕсем хыççăн çĕнĕрен уçаççĕ. Çак кун ăнăçлă ирттĕр тесе Тимĕрçен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Иван Васильевич Мартынов виçĕ юнашар ялти пур хастарçăсене те хускатрĕ. Клуба хăш хушăра юсарĕç пуль. Тĕлĕнмелле – çĕрĕн-кунĕн ĕçлерĕç. Клуб ертӳçи Владимир Николаевич Благороднов ырă сăмаха тивĕçлĕ. Клубăн иккĕмĕш хутĕнче – ял вулавăшĕ. Ĕçченĕ – Елена Ивановна Курушина. Ирçел, Вăта Тимĕрçен, Анат Тимĕрçен ялĕсенчи вăтам шкулсен директорĕсене, вĕрентӳçисене, ачисене – пысăк тав. Унта вĕренекен чи пултаруллă ачасем пысăк концерт хатĕрлерĕç. Тимĕрçен ял тăрăхĕн йышăнăвĕпе обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакансене Тав хучĕсем парса чыслăпăр. Списокра – тăрăх пурнăçне хастар хутшăнакансем, усламçăсем, чыслă çемье пуçĕсем, нумай ачаллă çемьесем, механизаторсем, ӳркенмен пенсионерсем, вĕрентӳçĕсем тата ыттисем те.
Вырăнти шкул директорĕ Лидия Сергеевна Авасева кăçал вĕренсе тухакансен экзаменсенче пысăк балсем пухнипе мухтаннине пытармарĕ. Ентешĕсене уяв ячĕпе саламларĕ. «Тăххăрмĕшсен результачĕсем те савăнтараççĕ,- терĕ вăл.- Пирĕн вĕрентӳçĕсем паянхи мероприятие пурте хастар хутшăнчĕç. Ял кунĕн уявне йĕркелекенсенчен пĕри ав шкулта художество пултарулăх кружокне ертсе пыраканĕ, пуçламăш классен вĕрентекенĕ Ирина Васильевна Краснова. Надежда Николаевна Карасева «В мире красок» кружок ертсе пырать. 2-мĕш класс хĕрачи Маша Ярускина Пĕтĕм Раççейри «Краски красного сердца» конкурсра «Доброта всех дороже» ӳкерчĕкĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Кусем вĕсем пирĕн çитĕнӳсем.
Клуб ертӳçи Владимир Благороднов 1980 çултанпах çак тилхепене тытса пырать. Халиччен вăл завхоз та, каменщик та, пуçлăх та пулнă. Паянхи кун хисеплĕ культура ĕçченĕшĕн – савăнăçлисенчен пĕри. Ăшă яни, юсав ĕçĕсем хыççăн уçăлни – пысăк та ырă хыпар. «Халĕ тулли телейшĕн пирĕн Культура çуртне баянист кирлĕ,- терĕ Владимир Николаевич.
 
Пуçлăхăн Умсăмахĕ
Ял уявне Чăнлă район администраци пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Узиков килсе çитрĕ. Вăл çак кун районта мĕнлерех мероприятисем иртмелли пирки каласа пачĕ:
-Паян Чăнлă посёлокĕнчи Культура керменĕнче облаçри çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсен кунĕ иртет. Ку тĕле районти тĕп почта уйрăмне юсаса çĕнетрĕç. Кунта область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов килмелле. Вăл Чăнлăри социаллă аталанури ĕç-хĕлпе паллашĕ: çул-йĕрпе кăсăкланĕ, тин кăна юсаса хута янă обществăлла мунчана, шкула çитсе курĕ. Чăнлă посёлокĕнче паян хоккей корчĕ уçăлчĕ. Ăна пире Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяк тата Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ Владимир Камеко парнелерĕç. Çамрăксемшĕн çакă калама çук пысăк савăнăç. Кунта вĕсем хĕлле — конькипе, çулла – роликлисемпе ярăнĕç.
Кĕпĕрнаттăра Аслă Нагаткинра та кĕтетпĕр. Вăл юсав хыççăнхи «Берёзка» ача сачĕпе паллашĕ. Каçалапа Вăта Тимĕрçенти Ял кунне килсе çитĕ. Ку ялти Культура çурчĕн пĕрремĕш хутне юсаса çут çанталăк газне кĕртрĕмĕр. Часах иккĕмĕш хутне тытăнмалла. Юлашкинчен кĕпĕрнаттăр пĕртăван Аппанов фермерсен Вăта Тимĕрçенти çĕрĕсене çитсе курĕ,- терĕ вăл Культура çурчĕн пĕрремĕш хучĕпе паллаштарса.
Анатолий Александрович купăс сасси илтсен чăтса тăраймарĕ, хут купăса тытса вырăнти композиторăн Валентина Тараватăн юррине тăсса ячĕ.
 
Уявăн пĕрремĕш пайĕ
Кĕрекеçĕ – Вырăнти шкулăн ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентекен Светлана Александровна Благороднова – программăна йĕркелесе пынă май, пуçтарăннисене ял историйĕпе, çыннисемпе, йăла-йĕркипе паллаштарса пычĕ. Клуб умĕнчи площадкăра халăх пултарулăхĕн маçтăрĕсем, Тимĕрçен тăрăхĕнчи шкулсенче вĕренекенсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç, ташă хыççăн ташă çаптарчĕç. Спорт мероприятйĕсен шайĕнче чупрĕç, ăмăртрĕç, Акатуй вăййисене, шахматпа шашкăлла вылярĕç. Ача-пăча батут çинче киленчĕ, пони çине улăхса ларса ярăнчĕ, сăн ӳкерĕнчĕ. Кăнтăрла тĕлнелле халăх пысăк тăхтава килĕсене саланчĕ.
 
Тăхтав хыççăн
Уяв каçалапа çĕнĕрен тăсăлнă. Ял халăхĕ клуба пуçтарăннă. Кĕçех область тата район шайĕнчи пысăк хăнасем килсе çитнĕ.
Чăнлă районĕн пуçлăхĕ Ханяфи Валиевич Рамазанов тата унăн çумĕ Анатолий Александрович Узиков, «Средние Тимерсяны» ял тăрăхĕн ертӳçи Иван Васильевич Мартынов Ульяновск облаçĕн правительствин пуçлăхне –кĕпĕрнаттăрне Сергей Иванович Морозова тата Саккунсем кăларакан Пуху депутатне Владимир Николаевич Камекона кĕтсе илнĕ. Хăнасем область хыпарĕсемпе, палăртса хунă малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Кĕпĕрнаттăр Вăта Тимĕрçен клубĕнче тĕп юсав ĕçĕсем ирттерессине те тĕрĕслесе тăнă иккен. Сăмах май, 2012 çулта газ кĕртнĕ. Пĕтĕм ĕçсене пурнăçлама область бюджетĕнчен 850 пин тенкĕ уйăрнă. Кăçал клубăн пĕрремĕш хутне, крыльцине, котельнăйне, куракансем вырнаçакан зала, алăксене юсанă, кадастр ĕçĕсене пурнăçланă. Çак ĕçсене пурнăçлама 530 пин тенкĕлĕх тăкакланнă. Пĕтĕм ĕçсене вĕçлеме регион пуçлăхĕ тата икĕ миллион тенкĕ уйăрма шантарнă. Сергей Морозов, Владимир Камеко, Ханяфи Рамазанов тимĕрçенсемпе калаçнă, вĕсен ыйтăвĕсене хуравланă.
Ял кунĕ Чăваш Енрен килнĕ эстрада çăлтăрĕсен анлă концерчĕпе вĕçленнĕ.
 
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 1189, Хаçат: 27 (1223), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: