Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулатăп. Ырă, ĕçчен те сăпайлă чăвашсем нумай пирĕн тăрăхра. Вĕсем чи йывăр производствăра вăй хураççĕ пулин те ĕçре пысăк кăтартусемпе палăраççĕ. Çавăн пек çынсенчен пĕри – Ульяновскра пурăнакан Валентина Васильевна Кузьмина (Трофимова).
Вăл 1943 çулта Тутарстанри Пăва районĕнчи Мăрса (Кĕçĕн Пӳркел) ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, вăрçă ветеранĕ Василий Спиридонович, нумай çул колхоз председателĕнче, районти военкоматра, амăшĕ Анастасия Александровна ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра вăй хунă. Тăватă ачи те ĕçе юратса ӳснĕ. Валентина çемьере – виççĕмĕш. Пурнăçра хăй тĕллĕн укçа ĕçлесе илме ĕмĕтленсе хĕрача çиччĕмĕш класс пĕтерсенех, 15 çулта, хăйне пĕр çул аслăрах кăтартса чукун çул çине ĕçлеме кĕрет. Çамрăк пулин те шпалсем, рельсăсем улăштарнă çĕрте тăрмăшать. 1963 çулта Ульяновска куçать, строительсен организацийĕнче ĕçлет. Çулталăкран ĕç вырăнне улăштарса атă-пушмак çĕлекен комбината вырнаçать. Унта вара 30 çул вăй хурать. Сăпайлă та йывăрлăхран хăраман чăваш хĕрарăмĕ ĕçтешĕсем хушшинче ялан палăрать, ертӳçĕсем тата коллектив умĕнче хисепе тивĕçет. Хастар ĕçĕшĕн ăна пĕрре кăна мар Хисеп хучĕпе чыслаççĕ. Унăн сăн ӳкерчĕкĕ предприятин Хисеп хăми çинче ялан пулнă. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе Валентина Васильевнана яланах преми панă, час-часах тӳлевсĕр путёвкăсемпе санаторие канма янă. 1989 çулта «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăлаççĕ. 1994 çулта тивĕçлĕ канăва кайсан та Валентина Кузьмина килĕнче лармасть, вунă çул комбинатăн столовăйĕнче ĕçлет.
Ĕçленĕ вăхăтра хăйĕн шăпине тупать. Николай мăшăрĕпе вĕсем ывăлпа хĕр çуратса ӳстереççĕ, иккĕшне те тивĕçлĕ пĕлӳ илме пулăшаççĕ. Халĕ Владимир ывăлĕ Волгоград облаçĕнчи Вольск хулинче, Светлана хĕрĕ Мускав çывăхĕнче çемйисемпе пурăнаççĕ.
-Эп хам яланах чăвашсемпе пĕрле пулма тăрăшатăп, 70 çулта пулин те ватăлнă тесе шутламастăп. Çавăнпа вăхăт пулмасан та концертсемпе спектакльсенчен, чăваш уявĕсенчен юлмастăп, унта савăнатăп. Кĕнеке, хаçат вулама, телевизорпа чăваш кăларăмне курма юрататăп. «Канаш» хаçата та çырăнтăм акă. Унта интереслĕ материалсем чылай, пирĕн Тăхăрьял чăвашĕсем пирки нумай çыраççĕ. Анчах ман ачасем те, мăнуксем те чăвашла пĕлмеççĕ. Çакă пит хурлантарать. Халь тин вĕренес те çук ĕнтĕ, - кулянăвне пытармасть чăваш хĕрарăмĕ.
Валентина Васильевна пурнăçа юратса пурăнакан çын. Вăл юрлама, ташлама питĕ ăста. Ачаранах алă ĕçне пĕлет – çыхать, тĕрлет, çĕлет. Халĕ виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пĕчченех пурăнать пулин те пуçне усса лармасть, вăхăтне ытларах дачăра, çĕр çинче ĕçлесе ирттерет: пахча çимĕç, тĕрлĕрен чечексем ӳстерет. Туртать çĕр чăваша.
 
: 884, Хаçат: 27 (1223), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: