Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕртмен (июнь) 29-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи (ТР) Альметьевск районĕнчи Патраклă ялĕнче Кама леш енчи чăвашсен VII Уçă фестивалĕ — «Учук-2013» — иртнĕ. Фестиваль район шайĕпе анчах мар иртнĕ пирки, унта Тутарстанри пур районсенчен те, Чăваш Республикинчен пынă чăваш коллективĕсем, çаплах вырăс, тутар тата мордва халăх ушкăнĕсем те хутшăннăран — ăна Уçă статус панă.
Ирхи 7 сехетрен пуçласа хуçасем Хусан, Шупашкар, Челябинск, Магнитогорск хулисенчен килнĕ хăнасене кĕтсе илчĕç.Фестивальте 16 районтан пурĕ 1500 ытла çын хутшăнчĕ.
Уява чыслă лару-тăрура уçнă çĕрте Альметьевск районĕн ĕçтăвком ертӳçин çумĕ А.Грушин, Тутарстанра пурăнакан халăхсен Ассамблейин ĕç тăвакан комитечĕн пуçлăхĕ Н.Владимиров, ТРчи Чăваш Республикин представителĕ К.Яковлев, ТР культура министерствинчи йăла культурине аталантаракан республика центрĕн тĕп специалисчĕ Ф.Кислякова тата ытти хисеплĕ хăнасем пулнă.
Альметьевск муниципаллă районĕн ертӳçин Мазит Салиховăн ятĕнчен фестиваль ĕçне хутшăнакансене ун çумĕ Алексей Грушин ăшшăн саламларĕ. Алексей Иванович хăйĕн салам сăмахĕнче кунашкал мероприятисем Тутарстанра пурăнакан халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетни тата аталантарни тĕлĕшĕнчен питĕ кирлине палăртрĕ.
Николай Владимиров хăйĕн калаçăвĕнче чăвашсем, республикăра шучĕпе виççĕмĕш этнос ушкăнĕ шутланса тăрса (116 пин çын), унăн культурăпа экономика тата обществăлла пурнăçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăннине асăнчĕ. Николай Иванович пурне те уяв ячĕпе хĕрӳллĕн саламласа йĕркелӳçĕсене дипломсем, хаклă парнесем парса чысларĕ. Тутарстанăн чăвашсем йышлă пурăнакан 18 районĕнче ТРчи чăвашсен наципе культура автономийĕн (ЧНКА) элчисем ĕçлеççĕ. 118 шкулта наци чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ, уйăхсерен муниципаллă районсенче чăваш культура кунĕсем иртеççĕ. 2007 çулта Учӳк тăван çĕршывĕ Патраклă ялĕ пулса тăчĕ.
Патраклă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ , Пĕтĕм Раççейри «Чи аван муниципаллă служащи» V конкурс лауреачĕ Инна Альмукова Альметьевск районĕнче ТРчи ЧНКА представительствине ертсе пырать.
Учӳк – пĕтĕм чăваш халăхĕ уя тухса кĕлĕ вулани, пуç çапни. Çынсем тухăçлă тыр-пул акса, ӳстерсе, пухса кĕртнипе кăмăллине пĕлтереççĕ, çитес çул та турăсенчен çĕр ĕçченĕшĕн ăнăçлă çул пултăр тесе ыйтаççĕ. Уйрăмах типĕ çанталăк, вичкĕн çилсем тата пăр çуни çăкăр ӳстерекене тарăхтарать, çак пулăмсем турăсенчен ырă çумăр ыйтасси патне илсе пыраççĕ те. Чăвашсем пĕр çĕре пухăнса така-сурăх пусаççĕ, пăтă пĕçереççĕ. Хăш-пĕр çĕрте нӳрĕлĕх ыйтса пĕр-пĕрне шывпа сапаççĕ.
«Учук-2013» фестиваль питĕ ырă, туслă лару-тăрура иртнĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем чăваш халăх юррисене юрларĕç, ташшисене ташларĕç. Халăх ансамблĕсем чăвашсен ĕлĕкхи-авалхи уявсен йĕркисемпе, пуян сăмахлăхĕпе паллаштарчĕç. Уява хутшăнакансем пурте дипломсемпе асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç. Шупашкар артисчĕсен концерчĕ вара патраклăсемпе юрă ушкăнĕсемшĕн тата хăнасемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ.
 
: 910, Хаçат: 27 (1223), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: