Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăта Тимĕрçенти çыхăну уйрăмне кĕрсен «Канаш» хаçатăмăра çырăнса илекенсемпе кăсăклантăм. Унти ĕçчен Елена Краснова мана нумай çул юратса вулакансен хушамачĕсене асăнчĕ. Вĕсен хушшинче – Василий Григорьевич Галкин. Вăл 82 çулта пулин те чăваш хаçачĕсĕр хăйне пит кичем туять. Сăлтавĕ те çук мар. Василий Григорьевич пĕчченех кун кунлать.
Вăл 16 ачаран 15-мĕш пулнă. Асли – Ванька –1909 çулхи. Ашшĕ 57 çултах çĕре кĕнĕ. Ун хыççăнах – амăшĕ. Кĕçĕннисене 1911 çулта çуралнă Аканюк аппăшĕ пăхса ӳстернĕ. Пĕртăвансенчен Василий Григорьевич халĕ пĕр-пĕччен тăрса юлнă.
Унăн ĕмĕрĕ çак ялтах иртет. Сакăр класс пĕтерсен вăл тăван кохозрах ĕçлеме юлнă. Ялти МТС-ра тракториста вĕреннĕ. Хурçă лашапа ĕçлесе пăхнă хыççăн водитель профессине алла илнĕ. Нумай çул пушар сӳнтерекен, бензин турттаракан машинасемпе ĕçленĕ. Пĕр вăхăт ăна сельпора ревизор тивĕçне те шанса параççĕ.
Василий Григорьевич ялти сăпайлă хĕрпе Зинаидăпа çемье чăмăртать. Хăйсен ачисем пулманнипе вĕсем ача çуртĕнчен Мишша ятлă ачана усрава илеççĕ. Çулталăк та сакăр уйăхра çеç пулнă-ха ачи ун чух. Тăван ывăлĕ пекех юратса ӳстереççĕ Галкинсем Мишшана: вĕрентеççĕ, авлантараççĕ, мăнуксене те кĕтсе илеççĕ. Мишша çемйипе Ульяновскра пурăнать. Арăмĕ — Анат Тимĕрçенсем. Пит тарават хĕрарăм. Çемье пуçĕ Мускава кĕпер тунă çĕре ĕçлеме çӳрет. Хăйне пăхса ӳстерекенсене вăл манмасть, çемйипе тăтăшах килсе çӳрет, пулăшать.
Юлашки çулсенче уйрăмах вĕсен пулăшăвĕ кирлĕ Василий Григорьевича. Чупса ĕçлесе çӳрекен мăшăрĕ пĕр самантра вилсе кайнă хыççăн уншăн пурнăç илемĕ пачах сӳннĕ темелле.
-Арçынна пĕччен пурăнма пушшех йывăр,-тет кӳрши Василий Григорьевича хĕрхенсе.- Арăмĕ çут тĕнчерен уйрăлсан анчăкĕ та вилчĕ вĕт... Вăт мĕнле вăл чĕр чун…Вăл та хуйха чăтаймасть иккен. Вĕсен пĕр сысна пурччĕ. Ăна кам-тăр вите чӳречине çĕмĕрсе кĕрсе пусса кайнă. Чăххисене те мăйĕсенчен пăра-пăра вĕлернĕ.
Камăн алли çĕкленнĕ-ши ватăран çапла кулма? Шел, вăл йĕксĕксене тытса явап тыттаракан тупăнман.
Василий Григорьевич халĕ пĕр чĕр чун та усрамасть. Телее, ватта канлĕ пурăнма майсем начар мар: çуртне çут çанталăк газĕ ăшăтать, шывĕ пӳрте кĕрет.
Кĕçнерникун Василий Григорьевич почтальона çывăх тусне кĕтнĕ пекех кĕтет. «Канаш» хаçат мар-и-ха унăн кичемлĕхне самантлăха сирекенни?
 
Чăнлă районĕ.
 
: 969, Хаçат: 27 (1223), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: