Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 38-мĕш номерте).
 
иккĕмĕш кун
 
Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче çумăр пĕрĕхсе тăчĕ пулсан иккĕмĕш кунне хăнасене янкăр хĕвел кĕтсе илчĕ. Вунпĕр сехет тĕлне Культура çурчĕ умне капăр тумлă халăх пуçтарăнчĕ. Ĕнер районти ялсене концерт пама кайнă, çавăнтах çĕр каçнă Шупашкар, Самар Ен артисчĕсем те Çĕнĕ Малăклана таврăнчĕç. Вĕсен пурин те гала-концерта хутшăнмалла.
Уява ертсе пыракансем: «Волга» ПТРК дикторĕ Владислав Витковский тата УлППУ студентки Екатерина Артемьева фестиваль малалла тăсăлни пирки пĕлтернĕ хыççăн сцена çине Шурсухал (Чĕмпĕрте пурăнакан Александр Пешне) улăхрĕ. Мăн асаттесене аса илтерекен тум тăхăннăскер ĕлĕкхи йăлапа чăваш кĕллине чăвашла тата вырăсла вуларĕ, паха тыр-пул панăшăн Турра тав турĕ, уява лайăх ирттерме пил пачĕ.
Гала-концерта Çыр Чалли (Набережные Челны) хулинчи Культура центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Чĕкеç» ушкăнĕ кĕреке юррипе уçрĕ. Унтан халăх умне район пуçлăхĕ И.Н.Мухутдинов, регионсенчен килнĕ автономисен ертӳçисем тухрĕç. Ильяс Някитдинович мĕнпурне саламларĕ, хуçалăх ĕç-хĕлĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Кăçалхи тыр-пул ӳстерес ĕçре малта пыракан механизаторсене Хисеп грамотисем тата парнесем парса чысларĕ, тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ. А.Афанасьев, А. Борисов, Н.Фролов, А.Петрунов комбайнерсем – пурте пирĕн ентешсем.
Концерт программине Шупашкартан килнĕ ачасен «Суварята» ташă ушкăнĕ (ертӳçи А. Музыкантов) тăсрĕ. Çăмăлкка ачасем параппан çеммипе, тăпăр-тăпăр ташшипе куракансене савăнтарчĕç.
Самар хăни Людмила Павлова (вырăнти общество ертӳçи) хăна юррипе саламланă хыççăн районти нумай ачаллă çемьесене чыс турĕç. Кудряшовсен (5 ача), Афанасьевсен (6 ача) тата Селантьевсен çемйисене сĕтел-пукан туянма икĕ пинлĕх сертификатсем пачĕç.
Малалла сцена çине пĕр ушкăн хыççăн тепри улăхса юрă шăрантарчĕç, ташăсем хыççăн ташă çаптарчĕç. Димитровградри «Савăнăç» юрă ушкăнĕ (ертӳçи И. Иванюкова), «Гармония» дуэт, Мелекесс районĕнчи Эврелĕнчен килнĕ «Телей» ушкăн (ертӳçи П.Улюкин), Димитровградри «Юность» ташă ушкăнĕ, Самартан килнĕ «Самар Ен», «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕсем, Ульяновскри «Илем» юрă (ертӳçи А. Чурбанов), ачасен «Огоньки» ташă (С.Чернова) ушкăнĕсем, чăваш Енри Шупашкар районĕнчи Шурка ялĕнчен килнĕ «Туслăх» фольклор ушкăнĕ, Ульяновск облаçĕнчи Çинкĕл районĕнчен килнĕ ачасен «Дети солнца» ташă (ертӳçи В. Конюхов), Çĕнĕ Малăкла районĕнчи «Пилеш» (ертӳçи Р.Р. Семёнова) юрă ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç. Кашни ушкăна çĕнĕмалăкласем тав туса парне — çаврака çăкăр тата савăт-сапа пуххи — тыттарчĕç.
Çав вăхăтра сцена çумĕнчи лапамра Ульяновск хулинчен килнĕ авалхи çар тумĕ тăхăннă улăпсем – «Витязь» дружина (ертӳçи Антон Пешне) – аллисене хĕç тата щит тытса çапăçу мелĕсене кăтартрĕç. Сценкăна Антонăн мăшăрĕ Елена тата ывăлĕ Кирилл хутшăнчĕç.
 
Асăну сехечĕ
«Радуга» Культура керменĕнче нумай çул Ульяновск область администраци пуçлăхĕ пулнă Ю.Ф. Горячева халалланă асăну сехечĕ иртрĕ. Зал туллиехчĕ. Ытларах çулланнисем. Малтанах экран çинче ертӳçĕ çинчен документлă фильм кăтартрĕç. Унтан Юрий Фроловичпа пĕрле ĕçленĕ çынсем тухса калаçнине итлерĕмĕр. Вĕçĕнче область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов килсе çитрĕ. Вăл Юрий Фроловича чĕререн хисеплени, унăн ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ, унăн ячĕ нихăçан манăçми пулни пирки каларĕ. Юлашкинчен пурте ура çине тăрса пĕр минута шăпланчĕç.
 
Курав
Фестивале йĕркелекенсем Культура çурчĕн фойинче «Çăкăр» темипе ӳкернĕ ачасен ĕçĕсенчен анлă курав йĕркеленĕ. Кĕрсенех сылтăм енче – Ю.Ф. Горячев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă сăн ӳкерчĕксен куравĕ.
Урамра та курса киленмелли сахал марччĕ. Шупашкар хăни — В.И. Попова художник — тăмран ăсталанă теттесем, Чартаклă районĕнчи В.Г. Андреев йывăçран касса кăларнă савăт-сапа кăтартма илсе килнĕ. Районти ял тăрăхĕсем вырнаçтарнă палаткăсенче çăкăр, кукăль, пӳремеч, икерчĕ таврашне астивсе, сăра ĕçсе киленме май пурччĕ. Çакăнтах ялти ал ăстисен ĕçĕсене туянма пулать. Чи анлă, чи сăваплă курав – çăкăр-булка куравĕ. Çĕнĕ Малăклари пысăках мар «Хлеб» завод (пуçлăхĕ М.В. Карягина) мĕнле кăна формăллă çăкăр пĕçерсе тухман пулĕ… Кашни килекен çăкăр туянма тăрăшрĕ.
Тепĕр сĕтел çинче тăварлă чустаран пĕчĕк кӳлепесем тума вĕрентрĕç. Ку ытларах ачасене кăсăклантарчĕ. Видеокассетăсем туянас текенсене те сĕтел уйăрнă.
 
Çăкăр-тăваршăн – пысăк тав
Гала-концерт Шупашкарти «Янташ» юрă ушкăнĕн (ертӳçи А.Никитин) чаплă концерчĕпе вĕçленчĕ. Уява пухăннисем килĕсене саланма васкамарĕç, артистсене тата юрлама ыйтрĕç. Анчах темле лайăх уявăн та вĕçĕ пур. Фестивале килнĕ хăнасем çула тухас умĕн çĕнĕмалăкласене пуç тайса çăкăр-тăваршăн чĕререн тав турĕç.
 
 
: 1013, Хаçат: 39 (1131), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: