Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Йăлтах йĕркеллĕ те лайăх чухне эпир пурнăçа та, çумри çынсене те хаклама пĕлместпĕр. Мăшăрăма юратсах качча илтĕм. Малтан йĕркеллех пурăнтăмăр, анчах ача çуралсан вăл сасартăк улшăнчĕ.
Хăр-хар кăшкăрма пуçларĕ, манпа пĕр вырăн çине выртма пăрахрĕ. Пĕрле пулар-ха тенĕ чухне яланах пуç ыратни, ывăнни пирки калатчĕ. Мана вара, çамрăк арçынна, ачашлăх çитместчĕ. Алёна мана юратать-ши тесе иккĕленеттĕм. Тен, вăл мана юратман та. Хăй хĕр пулманнине пытарас, хăйне килĕшме пырсан каччи пăрахса кайнине манас тесе кăна манăн пулма килĕшнĕ-и? Арçын – арçынах, вăл савăшусăр пурăнаймасть. Эпĕ те ĕçри хĕрарăмсем çине пăхма пуçларăм. Тĕрĕссипе, çак утăма тума Алёна хăех тĕртсе ячĕ. Малтан Вальăпа çывăхлантăм, хушăран киле те çĕр каçма каймарăм. Вăл ватă хĕрччĕ, арçынсене питĕ хапăлччĕ. Анчах эпĕ ăна юратмастăмччĕ. Хĕрӳлĕх иртрĕ, вăл мана йăлăхтарчĕ. Унтан Маринăпа вăрттăн тĕл пулаттăм. Вăл çемьеллĕччĕ. Упăшки тарăхтарсан тĕл пулатчĕ. Хальхи хĕрарăмсем парнесĕр, эрехсĕр тĕл пуласшăн мар.
Упăшкинчен уйрăлнă Нинăпа паллашрăм. Вăл сыпкалама кăмăллатчĕ. Ăна качча илтĕм те ун патне пурăнма куçрăм. Хваттере арăмпа хĕрĕме парса хăвартăм. Нина тирпейсĕрччĕ, кахалччĕ. Апат та пĕçерсе çитерместчĕ. Сысна витинчи пек пурăнса йăлăхтарчĕ. Пăрахса кайрăм. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар çав, кăвак тӳпе айĕнче пурин валли те вырăн пур. Рита хăйĕн хваттерне пурăнма чĕнчĕ те - хаваспах килĕшрĕм. Çӳллĕ, яштака кĕлеткеллĕскер. Пĕррехинче: «Эсĕ ман патăмра пурăнатăн, апла тăк шалу илмелли карточкуна мана пар, пĕрех ĕçсе кăна пĕтеретĕн», - терĕ. Ирĕксĕрех килĕшме тиврĕ. Эпĕ стройкăра ĕçлетĕп те - укçа-тенкĕ аванах тухать. Çавна кура Рита банкран кредит илчĕ, пĕр пӳлĕмлĕ хваттерне сутса икĕ пӳлĕмлине туянчĕ. Пилĕк çултан тӳлесе татрăмăр. Анчах мана Рита çаплах пропискăна тăратасшăн мар. Килсĕр-çуртсăр çын пек пурăнатăп. Ватăлса пынăçемĕн чирлеме пуçларăм, пур ĕçе те вăр-вар тăвайманнине кура Рита мăкăртатать, хăр-хар кăшкăрать. Пирĕн хушăмăрти хутшăну сĕвĕрĕлчĕ. Ĕçлейми пулсан мана ним мар кăларса яма та пултарать-çке. Ун чухне ăçта кайăп-ши ĕнтĕ? Юлашки вăхăтра час-часах Алёнăна аса илетĕп. Ăна çаплах юрататăп эпĕ. «Арçын пĕрремĕш арăмне нихăçан та манаймасть», - тени тĕрĕсех çав. Ахальтен мар: «Пĕрремĕш арăм Турăран, иккĕмĕшĕ шуйттанран», - тесе каланă. Анчах чавса çывăх та - çыртма çук. Алёна тахçанах урăххине качча кайнă. Ирина хĕрĕм те çитĕннĕ. Эпĕ ăна укçа-тенкĕпе пулăшас чухне ют хĕрарăма иртĕнтерсе пурăнатăп. Манăн мĕн тумалла-ши? Атте-анне патне яла кайăттăм - вĕсем те çĕре кĕнĕ. Çуртĕнче кĕçĕн шăллăм çемйипе пурăнать. Ăçта йăнăшрăм-ши? Алёнăпа мĕншĕн пĕр чĕлхе тупаймарăм-ши?
 
 
Ульяновск районĕ.
 
: 611, Хаçат: 27 (1223), Категори: Утаман

Комментарисем:

Keydrick (2016-06-30 17:22:45):
This has made my dayĕ I wish all posignts were this goodĕ

Cathleen (2016-07-02 14:42:22):
Great post with lots of imonrtapt<Ӳa> stuffĕ

Lavon (2016-07-04 20:54:04):
This is what we need - an insight to make evroneye think http,ӲӲjaikfgĕcom [urlçhttp,ӲӲdatwgrwv lĕcom]datwgrwvl[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲeqyvfjz ĕcom]eqyvfjz[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: