Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Тимĕрçенте ăна Мункун хыççăн 50-мĕш кун – вырсарникун – паллă тунă. Праçнике 3-4 эрне маларах хатĕрленме тытăннă: масарти вил тăприсене тирпейленĕ, чечексем лартнă, хĕрессене сăрланă…
Çимĕкчен пĕр кун маларах – шăматкун – ваттисене асăннă: ял çыннисем кăнтăр çитиччен масар çине тĕрлĕ çиме, ĕçме-çиме илсе кайса курăк çине вырнаçса кĕлĕ тунă, ăратни-ăратнипе тăванĕсен вил тăприйĕсем çумнерех вырнаçнă, хăйсем мĕн ĕçнине, çинине çĕр çине хурса вĕсене уйрăммăн асăннă. Маларах масар çинче эрех тавраш ĕçмен. Каччăсемпе хĕрсем унта кайман. Ваттисемпе пĕрле ача-пăча çӳренĕ. Çынсем масар çинче нумайччен тахçантанпа курман тăванĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе курса калаçнă, ĕлĕкреххине аса илсе пĕр-пĕрне сăйланă.
Асăннă хыççăн апат-çимĕçе хĕрес урли, вил тăпри çине хунă, сăрине савăт çине ярса лартса хăварнă. Хĕрессене хурăн турачĕсемпе илемлетнĕ. Пĕр-икĕ сехетрен çынсем килĕсене таврăннă.
Уяв умĕн маларах çамрăксем Çимĕк вăййисене вылянă – пытанмалла, çĕрĕ памалла… Ярăнкăчсем çине ларса киленнĕ. Хĕрсемпе каччăсем юрланă, ташланă, такмак каланă:
 
Чашки-чашки сар мăйăр,
Сиктермелле выляр-и?
Мĕнпур юлташ пуçтарăнса
Харăс сăвă калар-и?
 
Сикĕр, сикĕр шывалла
Шыв сирпĕнсе тăмалла.
Калăр хĕрсем сăввăра
Çын тĕлĕнсе тăмалла.
 
Пирĕн касă хĕрĕсем –
Çинçе пилĕклĕ вĕсем.
Начар каччăпа çӳресе
Сая каймаççĕ вĕсем.
 
Симĕс сада кĕмелле мар,
Сарă чуспа карнăччĕ.
Уйрăлмăпăр, сивĕнмĕпĕр
Тесе сăмах панăччĕ.
 
Çĕр çырлисем пиçсе çитсен
Мĕнле çырла çийĕпĕр?
Çимĕк вăййи иртсессĕн
Мĕнле вăйă выльăпăр?
 
Улма парсан та ан ил,
Чие парсан та ан ил.
Такмак çинче темĕн те пур,
Юлташ ху çине ан ил.
 
Çимĕк вăййисем пуçлансанах сăвă-такмаксем çумне çакăн пек хушса юрланă: «Хавас килет çак вăйă». Уяв ыран тесен, шăматкун, çамрăксем хаваслă вăхăчĕсемпе сывпуллашнă, такмаксем çумне: «Шел, каять çак вăйă», чи кайран – «Иртрĕ-çке, кайрĕ-çке, çулталăксăр килмест-çке», - тесе хушса юрланă. Сăвă-такмак калакан маçтăрсем Р.Д.Углева, Р.М.Разинова, Р.Ф.Стюкова, З.И.Губернаторова тата ыттисем пулнă.
Каçхине каччăсемпе хĕрсем пĕр-пĕринпе курса калаçма, паллашма ял варрине пуçтарăннă. Тимĕрçенте çакăн пек вырăн Аслă урам-пасар çĕр лаптăкĕ пулнă. Хĕрсем икĕ ретпе хире-хирĕç тăрса, çавăтăнса сăвă каланă. Çак вăхăтра хĕрачасене пĕр-пĕр каччă пăсăк çăмартапа пени те пулкаланă. Рет хушшипе каччăпа хĕр е купăсçă çӳренĕ. Купăсçăсем В.Т.Авасев, М.Д.Дубов, С.К.Теби, С.А.Разинов тата ыттисем пулнă. Пĕрер сехетрен, хĕрсем саланса хăйсен кассисенче сăвă каланă. Каччисем хыçалтан çӳренĕ.
Ваттисен кунĕ умĕн (эрнекун) çамрăксем Çăлвара (çывăхри пĕчĕк вăрмана) кайнă. Карталанса тăрса сăвă каланă, хут купăс кĕввипе ташланă, вăйăсем вылянă. Ташă пуçлакансенчен пĕри И.Е.Чумакин, ăста ташăçăсем В.И.Мартынов, А.С.Нефёдов, Г.М.Углев тата ыттисем пулнă. Çăлварта сăвă калани, ташă-кĕвĕ сасси ирхи шурăмпуç киличченех янраса тăнă. Хĕрсем пуш кăшăлĕсем çыхнă. Хурăн турачĕсемпе пӳрт йĕри-таврашне илемлетнĕ. Çакă ваттисене хисепленине пĕлтернĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 1101, Хаçат: 27 (1223), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: