Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Янра, кĕрле, тăван чĕлхемĕр,
Ыттисенчен эс кая мар!
Ман юрату, çăлкуç, чĕкеçĕм,
Чăвашăн чунĕнчи кăвар!
 
Мĕнле асап кăна курмарăн,
Эс чăтрăн, тӳсрĕн мăшкăла.
Çĕршыв пушарĕнче çунмарăн,
Çĕклентĕн хирĕç тăвăла.
 
Чансен сасси пекех янрарăн.
Вĕçет пуль ахрăм космосра.
Унта та эс ятна ямарăн –
Хăвартăн палăк Уçлăхра!
 
Раççей ытамĕнче сăпайлăн
Хăв юрруна хитре юрлан.
Руç суранне тăванлăн пайлăн
Кĕтмен çĕртен сиксе тухсан…
 
Эс – шурсухал, ăсчах, асамăç,
Пуласлăх çăлтăрĕ, тĕллев!
Эс çухалсан – пире палламĕç,
Санра, санра пурнать телей!
 
Янра, кĕрле, тăван чĕлхемĕр,
Ыттисенчен эс кая мар!
Ман юрату, çăлкуç, чĕкеçĕм,
Чăвашăн чунĕнчи кăвар!
 
9.10.2012.
 
Тĕтреллĕ каç
 
Таçта çухалнă кĕçĕр ыйхă,
Пĕрре те куçăм хупăнмасть.
Ыйтмасăрах тиеннĕ хуйхă,
Ту пек вăл – вĕçĕ курăнмасть!
 
Çĕр каçиччен ăçта çитместĕн,
Кама курмастăн асунта!
Çутăличчен те вĕçлейместĕн,
Мĕн чухлĕ çывăх çын унта!
 
Килрен-килле пырса кĕретĕн
Ял хĕрринчен рет пуçласа.
Мĕнпур çынна ятран чĕнетĕн,
Пуçна ватмастăн шутласа…
 
Кил хуçисем пурте «тетеччĕ»,
Яш чух пĕлтерĕш «симĕсрен».
Чăвашсене ку килĕшетчĕ –
Сыхланнă тăхăм типесрен?
 
Инке, аппа, кĕрӳ, тăхлачă,
Кукка, йысна, хĕрсем, хăта…
Аркатăнми ăру хăвачĕ!
Юлать-и иртнĕ вăхăта?
 
«Эпир чăваш та мар-çке», - теççĕ
Çĕнрен ят илнĕ «суварсем».
Çак пулăмсем тĕлĕнтереççĕ,
Ăша хураççĕ кăварсем…
 
Хирĕçлесе ним те калаймăп.
Тен, калĕ вăхăт – малашне.
Хам турата хамах касаймăп,
Эп пытарман хам чăвашне.
 
Тур вăйĕпе пыран шăпаçăм
Вĕçленĕ Турă вăйĕпех.
Тетем, аппам, куккам, хăтаçăм!
Юлатăп эпĕ сирĕнпех!..
 
Таçта çухалнă кĕçĕр ыйхă,
Пĕрре те куçăм хупăнмасть.
Ыйтмасăрах тиеннĕ хуйхă,
Ту пек вăл – вĕçĕ курăнмасть…
 
11.05.2013.
 
Канăçсăр çил
 
Лаврентий ДАНИЛОВА
 
Лаврентий, эсĕ – канăçсăр çил евĕр -
Вĕрсе тăрса чуна уçăлтаран!
Кашни тĕрленчĕк – çав çилсен вĕçевĕ,
Чунна чăваш тĕнчишĕн çунтаран.
 
Вĕрсе тăрсассăн вăркăш кассăн-кассăн,
Ялан çине тăрса та талпăнса,
Чăваш сăн-пичĕ улшăнĕ. Мăнаçлăн
Çулпа вăл утĕ танлăн, савăнса.
 
Ыран каллех çав вăркăша çын кĕтĕ,
Тен, тăвăла та кĕтĕ антăхса.
Çил вырăнне ан йăсăрлантăр тĕтĕм –
Утас килмест-çке çыннăн чăнтăхса…
 
Чăн чĕрĕ, сивĕ, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн –
Епле аван туятăн хăвна ху!
Ик хут аван туятăн – çĕкленсессĕн,
Санран хăпсассăн тĕтĕмлĕ ыйху!
 
Кашни чăваш пĕр касă çил пулсассăн -
Тĕнчен тиветчĕ шутсăр тĕлĕнме!
Лаврентий, тусăм, çил вĕçтер хавассăн,
Эпир – чăваш, çуралнă çĕнтерме!
 
24.01.2013.
 
Сахал мар ыр çынсем Чĕмпĕрте
 
Галина Сергеевна
ХАРИТОНОВАНА
 
Сахал мар ыр çынсем Чĕмпĕрте,
Вĕсемпе çут тĕнче çутăрах!
Çак пăлхавлă, сивлек ĕмĕрте
Ыр çынсем çумĕнче ăшăрах.
 
Пысăкрах-и вĕсен чĕрисем,
Чунĕсем-и вутран хĕрӳрех?
Сыватаççĕ шӳтпех чĕлхисем –
Çĕкленетĕн пĕр шит çӳлерех…
 
Эс туятăн хăвна хӳтлĕхре,
Эс пĕлетĕн пĕччен маррине.
«Пурнăç» ятлă асап-читлĕхре
Вут хыпсассăн чĕре варрине…
 
Сана ăшă ыр çын çумĕнче,
Вăл куллен çеç, хуллен çеç калаçтăр.
Пултăрах кив саппун умĕнче,
Тăрăхлатăр, тыллатăр, тавлаштăр…
 
Шăппăн çеç эсĕ лар итлесе,
Шăнкăр-шăнкăр çăл куçĕ пуплетĕр.
Кĕввипе сан чунна сиплесе
Пĕр шит çеç çӳллереххĕн çĕклетĕр…
 
Сахал мар ыр çынсем Чĕмпĕрте,
Вĕсемпе çут тĕнче çутăрах!
Çак пăлхавлă, сивлек ĕмĕрте
Ыр çынсем çумĕнче ăшăрах.
 
30.04.2013.
 
Паянхи
 
Лăпкăн çеç утатăп тăнăç кассăмпа,
Тем курасшăн куçăм – вĕçсĕр тем шырать.
Савăнасшăн чунăм çутă тунсăхпа,
Темĕскер кĕтет вăл, темĕн йыхăрать…
 
Урăхла пек сывлăш паянхи тавран,
Яр уçсах ямасть пек сывă кăкăра.
Амаланнă сывлăш, калăн, ултавран,
Урăллах – эрехсĕр – ярĕ мухмăра!
 
Пур çуртсем – вĕр çĕнĕ, витнĕ сăрăпа,
Умсенче лараççĕ çăмăл машинсем.
Киленеççĕ хăшĕ шухă юрăпа,
Курăнмаççĕ темшĕн пĕлнĕ ват çынсем…
 
Ак сасартăк тухрĕ вăрттăн кĕтесрен
Ватă урхамахлă йывăç «агрегат»!
Пăрăнатăп хăвăрт айне лекесрен,
Ухмахла ухмаххăн çиллĕ вăй-хăват!
 
Çĕмрĕк кустăрмаллă кивĕ урапа,
Саланса каяс пек йăлт лăчăртатать!
Ăçталла васкать-ши тăвăр урампа?
Лаши те аманнă – хытă уксахлать.
 
Шĕвĕр питлĕ лавçă темĕн ĕнĕрлет,
Силленет ун пуçĕ шав енчен-енне.
Инçете каяймĕ ямшăк ӳсĕрле.
Эрех çеç «вăратнă» тĕтĕм-телейне…
 
Вăрахчен пăхатăп лавçă хыçĕнчен,
Хурлăх хупăрларĕ шутсăр шухăша:
Хăпаймасть çын чунĕ хăйĕн шăпинчен,
Халь пушшех хаярлăх тулнă сывлăша…
 
…………………………………………
 
Пĕр пус усă пулĕ-ши эпĕ çырнинчен?
Тĕрĕс çулпа ярĕ-ши сăвă чăваша?
 
06.06.2013.
 
Ăсату амакĕ
 
Эс кайрăн… Сӳнчĕç çутăсем…
Çĕкленчĕ сăлпăран пăлхавĕ…
Хĕреслĕн шĕвĕр хулăсен
Пуçланнăн антăхнă уявĕ…
 
Хупланчĕ пуйăс тĕттĕмре,
Çухалчĕ тунсăхлă кĕрлевĕ.
Хăват юлмарĕ хевтĕмре,
Хӳхлет ĕшенчĕк ĕсĕклевĕ.
 
Такам хăварнăн çаратса,
Чи аслă мулăма çухатнăн,
Ăсаннăн çуррине татса,
Мĕн юлнине сурса тухатнăн
 
Чухлатăп: сивĕ перронра!
Çӳçенчĕк семафор çутийĕ…
Сывлать пек чунăм бетонра!
Ун витĕр илтĕнмест сассийĕ…
 
Пĕлетĕп: кăлăх кăшкăрни…
Анăçалла çул тытнă пуйăс.
Сасси – хаярлăх сăптăрни…
Çакна пуйăсрисем çеç туймĕç.
 
Хĕреслĕн шĕвĕр хулăсен
Урсассăн антăхнă уявĕ!
Эс кайрăн… Сӳнчĕç çутăсем,
Çĕкленчĕ сăлпăран пăлхавĕ…
 
12.10.2012.
 
Палăртса
 
Ыран ĕçлеймĕп, тен, паян ĕçлесчĕ,
Кунта эпир ĕмĕрлĕхе килмен.
Поэзи çăлĕнчен хĕлхем ĕçесчĕ –
Сӳнес çĕртен вут-çулăмлăн тивме!
 
Юлхав пур чунăн, хупăрласшăн сĕлкĕш,
Суран парса юхаççĕ шухăшсем.
Суйланнă çул: ху чĕртнĕ çулăм – тĕлкĕш!
Тин хăтараймĕç харсăр юмăçсем.
 
«Хăтар» теме те никама хăяймăн,
Эс никамран та пулăшу кĕтмен.
Тĕлкĕшекенĕ çĕр çинче нумайăн,
Тĕнче кăварĕн вучĕ сивĕнмен…
 
Пĕр пулăшу - тăван литература,
Хăват параççĕ ылтăн йĕркесем!
Шедеврсем – хушса çыртарнăн Турă –
Ун шавĕ пек килеççĕ кĕрлесе!
 
Иртет юлхавлăх – кăмăлсăр, аранçăн,
Хăюсăррăн сывласшăн талпăну.
Епле тĕреклĕ чăтăмĕ асамçăн,
Тертпе хăпать унран хавхалану!
 
Пĕр çакăншăн тĕллев тĕлленĕн тӳсĕм –
Ярса тытасшăн çиллĕ çилхинчен,
Тинех çутатрĕ шухăша вут-çиçĕм!
Пĕр вăрттăнлăхĕ уçăлĕ тĕнчен…
 
Поэзи çăлĕнчен хĕлхем ĕçетĕп -
Сӳнес çĕртен вут-çулăмлăн тивме!
Ыран ĕçлеймĕп, тен, паян ĕçлетĕп –
Кунта эпир ĕмĕрлĕхе килмен.
 
10.05.2013.
 
: 663, Хаçат: 27 (1223), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: