Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Михаил Сычев 2008-2011 çулсенче çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче ертӳçĕре ĕçленĕ. 2013 çултанпа – Ульяновск область правительствин председателĕн çумĕ.
Çак кунсенче Сергей Иванович Морозов хушăвĕпе Михаил Сычев малашне массăллă коммуникацисен тытăмĕнчи политикăна пурнăçа кĕртмелли ыйтупа, вырăнти хăйтытăмлăха аталантарассипе, коммерциллĕ мар организацисене пулăшассипе, регионти тата муниципалитетсем хушшинчи программăсемпе ĕçлĕ. Çаплах Михаил Сычев нацисемпе, обществăлла пĕрлĕхсемпе, тĕрлĕ конфессисемпе çыхăннă ыйтусене, регионти çамрăксен политикине пурнăçа кĕртессине тĕрĕслесе тăрĕ.
 
Çичĕ фермер гранта тивĕçнĕ
Çак кунсенче Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн ял хуçалăхĕпе, çут çанталăк пуянлăхĕпе тата вăйĕсемпе усă курасси, экологи комитечĕн представителĕсем хресченсемпе фермерсен хуçалăхĕсене аталанма грантсем парассипе иртнĕ пĕтĕмлетӳ ларăвне хутшăннă. Ĕçлĕ тĕлпулăва Ульяновск облаçĕн ял хуçалăх министрĕ, регион правительствин председателĕн çумĕ Александр Чепухин ертсе пынă.
Комиссии йышне ял хуçалăх ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçченсем, опытлă фермерсем, ял хуçалăхĕпе промышленность комплексĕпе тачă çыхăнса ĕçлекен пĕрлĕхсен представителĕсем кĕнĕ. Область парламентĕнчен ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Иван Погодин пулнă.
Ку грантсене фермерсене икĕ тĕллевлĕ программăпа – «Поддержка начинающих фермеров Ульяновской области на период 2012-2014 годы» тата «Развитие семейных молочных животноводческих ферм на базе крестьянских (фермерских) хозяйств Ульяновской области на 2012-2014 годы» — килĕшӳллĕн параççĕ.
Грант 1.5 млн тенкĕпе танлашать. Çав хушăрах пулăшу ыйтакан, ĕçлеме пуçлакан çамрăк фермерăн хăйĕн çак укçан вунă процентĕнчен кая мар укçа пуррине ĕнентермелле.
Комисси маларах районсенче пăхса тухса ырланă 70 бизнес-проектпа паллашнă. Пĕтĕмлетӳсем хыççăн çемье фермерĕсен хуçăлăхĕсене пысăклатма тата аталантарма кăмăл тунă çичĕ ĕçчене грант пама йышăннă. Хĕрĕхĕшĕ ĕçлеме пуçăнакан фермерсен шутĕнчен пулăшу илĕç.
 
Электронлă регистратурăпа ĕçлеме вĕрентеççĕ
Пирĕн облаçра «Электронлă регистратура – ку çăмăл» тăвăм ĕçлеме пуçларĕ. Облаçра пурăнакансене волонтёрсем – аслă тата вăтам вĕренӳ учрежденийĕсенче пĕлӳ пухакансем – интернет урлă тухтăр патне çырăнма тата «Информат» терминалпа ĕçлеме вĕрентеççĕ.
-Электронлă регистратура ирпе пульницана кайса, пысăк черет тăмасăрах, пациента меллĕ вăхăтра тухтăр патне çырăнма май парать. Анчах пирĕн пата интернетпа усă курма пĕлменнипе нумай çын ыйтупа тухать. Çавăнпа облаçри сиплев учрежденийĕсенче çынсене ăнлантарса вĕрентекен волонтёрсем ĕçлеме тытăнчĕç, - пĕлтерчĕ регионта сывлăх сыхлав министрĕн ĕçне вăхăтлăха илсе пыракан Юрий Егорушкин.
Сывлăх сыхлавĕн министерстви волонтёрсене çак ĕçе хутшăнма йыхравлать. Кăмăл пулсан çамрăксем 8(8422) 41-13-66 телефонпа шăнкăравласа тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултараççĕ.
 
Таврапĕлӳçĕсем "Тангра" медале тивĕçнĕ
Болгари çĕршывĕнчи Бургас хулинчи обществăлла деятель Пётр Петров тăван тăрăха тĕпчес ĕçре пысăк ĕçсем тăвакан хастарсене «Тангра» кĕмĕл медальсем парса чысланă. Тангра — авалхи Пăлхар Турри.
Çак хисеплĕ чыса Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи социаллă ыйтусемпе ĕçлекен А.Ф. Завьялов, культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Д.С. Шарафутдинов, Чĕмпĕр таврапĕлӳçисем – Н.А. Казаков, В.Е. Ярухин, И.М. Кирпичников, Н.Н. Кирюшин, Н.Г. Кондрашкин, А.А. Мордовкин, А.Н. Вражкин (Шупашкар хули)тивĕçнĕ.
 
: 925, Хаçат: 28 (1224), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: