Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ирçелĕнчи Адамовсен нумай ачаллă çемйи хисеплисен шутĕнче. Çамрăк та ĕçчен мăшăр пĕрлешнĕренпе вăхăт нумаях та иртмен темелле — çемьере виçĕ ача аслашшĕпе асламăшне савăнтарса чупса çӳреççĕ. Алексейпа Татьяна та пĕр-пĕринпе ăнсăртран мар, Турă хушнипех паллашнă пуль теççĕ. Çак хушăра çепĕç туйăм хăватне тĕрĕслемелли пур тапхăрсенчен те çăмăллăнах иртнĕ вĕсем. Çемьене тĕвĕлесе тăракан чи пысăк пахалăх – ĕçченлĕх тата килĕшӳ тесе шутлаççĕ савакан чĕресем, ĕçре чăн телейне тупнине пытармаççĕ.
Кил хуçи Алексей Викторович – вырăнти «Родники» хуçалăхăн хисеплĕ тракторисчĕ. Ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн чи аван механизаторĕн Алексей Адамовăн сăн ӳкерчĕкĕ иккĕмĕш çул Чăнлă районĕн Хисеп хăми çинче çакăнса тăрать. Ун кандидатурине ял Совечĕн депутатне суйлама тăратнă. Шанчăклă тӳрĕ кăмăллă çын вăл.
—Упăшка ĕçлеме юратни ун кашни сăмахĕ-каларăшĕнчен , тыткаларăшĕнчен, юн пусăмĕнчен палăрать,- тет кăмăллăн Татьяна мăшăрĕ.- Иртнĕ кĕркунне ăна çĕнĕ трактор пачĕç – «Беларусь» (МТЗ -21-12). Ăна вăл ача пек пăхать. Килти техникăна та юратать Алёша. Хамăр пĕр çул ӳсекен тата нумай çул ӳсекен курăксем, пахча çимĕç акатпăр. Вăл вĕсене çулать, пуçтарать, кил хуçалăхне кӳрет. Сенаж та хăех хатĕрлет.
Витисенче Адамовсен пилĕк ĕне, тăватă пăру, пĕрер вăкăрпа кĕçех пăруламалли пăруш. Ĕнесене Татьяна сăвать. Сĕтне хуларан литрне 9 тенкĕпе илме килеççĕ. Унсăр пуçне Ирçелĕнчи ача садне те Адамовсем сĕт кӳреççĕ. Çамрăк хĕрарăм кашни ир тăватă сехетре тăрать. «Ялта выльăх та тытмасан тата мĕн ĕçлемелле? Эпĕ пулас мăшăрăма вун улттăра юратса пăрахрăм та çулталăкран качча кайма килĕшрĕм. Пĕр хушă «Родники» хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хума тӳр килчĕ. Каярах ачасем çуралчĕç. Савнă мăшăрпа килти хуçалăха анлăлатма, ӳстерме шутларăмăр. Вите тулли выльăх-чĕрлĕх ĕрчететпĕр, тăватă анкарти акатпăр. Май килнĕ таран аттепе анне пулăшаççĕ. Мĕншĕн ытла ир тăмалла тетĕр-и? Кĕтӳ пилĕк сехетре каять, сĕт машини те ир килет. Кĕтĕве те черетпе çӳретпĕр. Икĕ касăран 80 ытларах ĕне выльăха çӳрететпĕр курăк çитерме. Çулла, тĕслĕхрен, ирхи сулхăнпа пахчара ĕçлеме те кăмăллă. Кăнтăрла хĕвел хĕртсе пăхнă чухне килте тирпей-илем кӳретĕп»,-тет вăл. Ĕнесене мĕнле ятпа чĕнетĕн тенине хирĕç кил хуçи арăмĕ йăл кулчĕ те: «Манюк, Машенька, Маруç, Дочка, Тёлка»,-терĕ.
Адамовсен çемйинче шăпăрлансен те кашнинех хăйĕн тивĕçĕ пур: кĕтĕвĕ хирĕç каяççĕ, кил хуçалăхĕнче пулăшаççĕ, 4 тата 2-мĕш класа куçнă ывăлĕсем кĕçĕннине, ача пахчине çӳрекен чиперук йăмăкне, тимлеççĕ. Итлеççĕ, шкулта та аван вĕренеççĕ. Шăпăрлансем ташлама-юрлама ăста. Асли ав техникăна юратать. Ашшĕпе тракторпа ларса çӳрет, ăна юсама пулăшать. Алексей Викторович хăй те пĕчĕккĕ чухне, шкула кайичченех пуçланă та, ашшĕпе, хуçалăхра 42 çул ĕçленĕ пултаруллă механизаторпа (24 çул погрузчикпа чĕкĕнтĕр тиенĕ) Виктор Яковлевичпа, ларса çӳренĕ. Техникăна ача чухнех юратса пăрахнă та çак туйăм ӳсерехпе профессиех куçнă.
- Ывăлпа та, кинпе те мухтанатпăр эпир. Епле ашшĕ-амăшĕ ачисен йĕркелĕхĕпе çак пурнăçри ăнăçулăхĕ пирки ĕмĕтленмест-ши? Пирĕн ватлăхри канăçлăх вĕсем ăслă-тăнлă пулнинчен нумай килет. Турра шĕкĕр, ывăлăмпа икĕ хĕр халиччен пите хĕретмерĕç. Малашне те йĕркеллĕ пуласса шанас килет. Кĕрӳсем те аван пирĕн. Кин еплерех савăнтарать. Хулара ӳснĕ пике килте те хуçалăхра та пит тăрăшса ĕçлет, ывăла вун çиччĕре качча килчĕ. Тупата, ялта çуралнисем те ун чухлех ĕçлеймеççĕ пуль. Хунямăшпе те килĕштерет вăл. Пире, сывмарскерсене (эпĕ – инвалид, арăм Нина Васильевна – операци хыççăн), пулăшать, хисеплет. Килти мĕнпур тивĕçсене ывăлпа иккĕшĕ хăйсем çине илнипе пире самай çăмăл. Хисеплеççĕ пире, сума сăваççĕ. Тата мĕн кирлĕ ватăсене? Ларма-тăма, канма пĕлмесĕр тăрăшаççĕ,- терĕ Виктор Яковлевич кинĕпĕ тĕпренчĕкĕн çынлăх пахалăхĕсене ытараймасăр.
 
: 829, Хаçат: 28 (1224), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: