Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Çак кунсенче Ульяновскри техника университечĕн издательствинче вырăнти паллă çыравçă-сăвăçăн, публицистăн Анатоли Ырьятăн черетлĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ.
«Пурнăç утравĕсем» тесе ят панă автор хăйĕн çĕнĕ кайăкне. Кăларăма сăвăсен ярăмĕсем, суйласа илнĕ хайлавсем тата çĕнĕ повеçсем кĕнĕ. Кунтах Анатоли Дмитриев-Ырьятăн пултарулăхне тĕрлĕ тапхăрта тĕпченĕ хаклав ĕçĕсем вырнаçнă. Литература анинче сулмаклăн вăй хуракан ентешĕсем – Раççейри çыравçăсемпе журналистсен союзĕсен членĕсем Александр Богатов, Анатолий Юман, Серте Мишши, Роман Чепунов, Николай Ларионов Анатоли Ырьят хайлавĕсене тĕпчевçĕ куçĕпе тишкереççĕ. Кĕнекере пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă вырăсла çыракан Петр Ишутов куçарăвĕсем те пур. Анатоли Ырьятăн чăвашла сăввисене вырăсла куçарнă.
Кĕнекере уйрăм вырăн халалсем йышăннă. РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, Раççейри тата Ульяновск облаçĕнчи паллă чăваш çыравçисем Анатолий Юманпа Валентина Тарават, РФ Писательсен союзĕн членĕсем Николай Симуновпа Петр Ишутов тата Серте Мишши Анатоли Ырьята халалласа ырă сунăмсем сăвăласа çырнă.
Кунтах Анатолий Григорьевичăн сăввисемпе хайланă юрăсен сăмахĕсем те пур. Пултарулăх лаççинче облаçри паллă культурăпа ӳнер çыннисемпе пĕрле ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕксем те хăйсен вырăнне тупнă.
Кĕнекен пысăк пайне çав-çавах çыравçăн илемлĕ хайлавĕсем йышăнаççĕ. Вĕсенче автор çынлăхăн авалтанпах канăç паман хăш-пĕр ыйтăвĕсене чĕри витĕр кăларса хуравлать. Мĕн вăл пурнăç? Мĕн вăл юрату? Чылай ыйтăвĕсене уçă хăварать. Вулакансем ĕмĕрхи философилле темăсем пирки пăртак шутлаччăр тет. Çакăнпа илĕртеççĕ те Анатоли Ырьятăн тарăн шухăшлă сăввисемпе повеçĕсем. Чуна, кăмăла тыткăнлаççĕ.
 
: 772, Хаçат: 28 (1224), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: