Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Атăлçи федераллă округри вăрман хуçалăхĕн депар-таменчĕн федераллă патшалăх надзорĕн уйрăмĕн пуçлăхĕнче пирĕн ентеш Иван Алексеевич Моисеев 2008 çултанпа вăй хурать.
Иван Алексеевич Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакă ялĕнче çуралнă. Чакă тăрăхĕ – илемлĕ вырăнсемпе палăрать. Вăрманĕ те пур унта, шывĕ-шурĕ те. Кунта пурăнакан çынсемшĕн вăрман пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Иван мĕн пĕчĕкрен вăрман ырлăхне кăна мар, унăн нушине те курса çитĕннĕ. Вăрмана кĕрсе илемĕпе киленме, кăмпа-çырлине пуçтарса тухма кăна лайăх. Унти илемпе киленес тесен вара пайтах ĕçлемелле: уттине çулмалла, йывăçне лартмалла, хăшне касмалла, туратсенчен тасатмалла.
-Манăн мăнакка вăрманта ĕçлекен бригадăн бригадирĕччĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче эпир унăн бригадине ĕçлеме каяттăмăр. Çемьере пирĕн ачасем нумай пулнă. Çавăнпа та ачасем атте-аннене пулăшнă. Укçа та ĕçлесе илнĕ ĕнтĕ вăрманта, çаплах ăна юратма, сыхлама, уншăн пăшăрханма хăнăхнă. Шкул хыççăн ăçта вĕренме каяс ыйту ман умра тăман та, тӳрех Йошкар-Олари Мари политехника институчĕн вăрман инженерĕсен факультетне заявлени патăм. Атте те эп вăрманçă пулап тесен питĕ савăнчĕ, - аса илет вăл.
1986 çулта çамрăк специалист институтран вĕренсе тухать. Çав çулах унăн Совет Çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçлама ячĕ тухать. Салтакран таврăнсан Иван Моисеев Ульяновск облаçĕнчи Сăр вăрман хуçалăхĕн лесничине вырнаçать. Çирĕм çул вăй-халне, пĕлĕвне çак вăрманлă тăрăха упрассине парать. РФ вăрман хуçалăх министерствин «10 лет службы в государственной лесной охране», «За сбережение и приумножение лесных богатств России» хисеплĕ паллисене тивĕçет. Раççейри Антипов вăрманçа асăнса иртнĕ конкурсра малти вырăна çĕнсе илет.
Пултаруллă вăрман ĕçченне 2008 çулта облаçри çут çанталăкпа усă куракан, экологи тата вăрман министерствинчи патшалăх вăрманне тĕрĕслесе тата асăрхаса тăракан уйрăмăн пуçлăхне лартаççĕ. Вăл çемйипе Ульяновск çумĕнчи Пригородный посёлока куçса килет.
Хальхи вăхăтра Иван Моисеев Атăлçи федераллă округри вăрман хуçалăхĕн департаментĕнче граждан оборонипе пушар асăрхавĕн тата патшалăх вăрманне сыхлакан уйрăмăн пуçлăхĕнче вăй хурать. Атăлçи федераллă округа 14 субъект кĕрет. Хуть те хăш вăхăтра та пĕр-пĕр облаçри е республикăри вăрмансене тĕрĕслеме тухса кайма пултарать вăл. Унăн ĕçĕ ялан çулпа çыхăннă.
Раççейре ялан вăрмана сыхлассине тимлĕх уйăрнă. Пирĕн çĕршывра вăрмана сыхламалли саккуна патша вăхăтĕнче йышăннă, СССР вăхăтĕнче те пăрахăçламан. Çак саккун вăрман тытăмĕнчи пур ĕç-пуçа та шута илсе туса ирттерме май панă. СССР вăхăтĕнче вăл çĕршывăн экономикипе тачă çыхăнса пĕр çыхăра ĕçленĕ. Çĕнĕ Раççейре йышăннă çĕнĕ Вăрман кодексне, шел пулин те, саккунçăсем пĕлсех çырман. Унта çитменлĕхсем, вăрмана сиен кӳрекен самантсем питĕ нумай. Тĕслĕхрен, Ульяновск облаçĕнче вăрман 1 миллион та 20 пин гектар йышăнать. Ытти хăш-пĕр регионсенче вăрман лаптăкĕ 5 миллион гектара та çитет, сахалтараххисем те пур. Анчах Кодекспа ниçта пĕр вăрманçă та çук. Вĕсем вара – вăрманти кашни йывăçа, унăн нушине пĕлекен çынсем, кун çинчен кирлĕ çĕре вăхăтра пĕлтерекенсем пулнă. Чир-чĕр аталанас, хурт-кăпшанкă ĕрчес хăрушлăх пулсан кирлĕ вăхăтра майсем йышăнма пулăшнă.
Халь вăрмансене тара параççĕ. Тара илекен предприятисем вăрмана епле пăхнине лесничисем тĕрĕслеççĕ, лесничисене – вăрман департаменчĕн ĕçченĕсем, кусене - регионсенчи министерствăсем, юлашкисене – федераллă округри инспекторсем. Йĕрки вара çукрах.
Ульяновск облаçĕнчи вăрманăн 70 процентне уйрăм предприятисене касма тара панă. Тара илекенсем начар ĕçлеççĕ теме çук, вĕсем кунти мĕнпур ĕçе пурнăçлаççĕ: касаççĕ, çĕнетес тĕлĕшпе çĕнĕ хунавсем лартаççĕ. Анчах туратсенчен тасатасси, патшалăх валли милĕк, шăпăр, утă çулса хатĕрлесси çук халь. Саккунри çитменлĕхсене пула вăрмана пушартан сыхласси пысăк йывăрлăхра. Вăрмана тара илекенсен пушар сӳнтерме ятарлă лицензи илмелле. Кун валли вĕсен пĕтĕм хатĕр, техника пулмалла. Тен, çавăнпах час-часах вăрмансем çунаççĕ. 2010 çулхи шăрăхра облаçра 3 пин гектар çуннă, кăçал 13 çĕрте пушар тухнă, 15 гектар вăрман çуннă. Вăрмана хурт-кăпшанкăсенчен сыхласси пирки те çакнах калама пулать. Анчах тем каласан та вăрмана тара илекенсен пĕр тĕллев – нумайрах тупăш илесси, унăн пахалăхне лайăхлатасси мар.
(Сăмах май, Ульяновск облаçĕ вăрмансене сыхлассипе çыхăннă ĕçсем ирттерессипе Атăлçи федераллă округра малти вырăнсенче.)
-Манăн ĕç халь Атăлçи федераллă округри вăрмансене сыхлассипе, унпа тĕрĕс усă курассипе çыхăннă ыйтусене тĕрĕслесси. Çитменлĕхсене асăрхасан эпир хуçасене штрафлатпăр. Предприятисемшĕн чи пысăк штраф – 100 пин тенкĕ. Çаплах кану кунĕсенче çынсем час-часах тухса çӳрекен вырăнсене те тĕрĕслетпĕр. Çут çанталăка сиен кӳнĕ тĕслĕхсене тупсан штрафлатпăр. Уйрăм çынсене 5 пине çити штраф пама юрать. Çуллахи вăхăтра административлă йĕркене пăсакансем тупăнсах пыраççĕ. Штрафласа çынсенче курайманлăх çуратасшăн мар эпир, тавралăха хисеплеме, упрама вĕрентесшĕн. Хам эп çут çанталăка питĕ юрататăп. Пурнăçăм Çĕрĕн илемлĕ те пуян пайне сыхлассипе çыхăннăшăн питĕ савăнатăп, - каласа парать Иван Алексеевич.
 
: 817, Хаçат: 28 (1224), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: