Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ВДНХ (Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕ, паян – ВВЦ, Пĕтĕм Раççейри курав центрĕ) «Золотые Руки» Дипломне тивĕçнĕ вăрçă ачи – Вера Ильинична Тирменова – çуралнăранпа сакăр вуннăмĕш çула куçнăскер, мĕнле çитĕнĕве те авăнмасăр, вăй хумасăр çĕнсе илме май çуккине çирĕплетет.
Ентешĕмĕр Аслă вăрçă пуçланнă çул çиччĕре пулнă. Ашшĕ – Илья Семёнович Каршев – çĕршыва сыхлама тухса кайнине тата вăл вăрçăра хыпарсăр çухалнине лайăх астăвать. Тăватă ачапа тăлăха тăрса юлнă Федосия Семёновна тĕпренчĕкĕсене çителĕклĕ таран пĕлӳ илтереймен. Хăй колхозра сыснасем самăртнă çĕрте тар тăкнă. Тĕрекленсе çитеймен ачисем çул çитнисемпе пĕр тан хуçалăх ĕçĕсенче пилĕкĕсене авнă. Иккĕмĕш ачи – Вера – çав кунсене паян çапла аса илет:
- Виçĕ класс аран-аран пĕтеркелерĕм. Анне тăватă çăвара пĕччен тăрантараймастăп тесе пире шкула ями пулчĕ. Эпĕ ĕçрен аннерен вăрттăн шкула каяттăм. Вăл çакна сиссе, мана каялла илсе килсе ĕçе кӳлентеретчĕ. Çитĕнсе çитиччен колхоз ĕçĕсенчен (пучах пуçтарнă, пăрçа çăлнă, вир çумланă…) пăрăнман. Качча кайиччен çичĕ çул анне ĕçлекен сысна фермине лашана хамах кӳлсе-тăварса пысăк йывăç пичкепе шыв турттараттăм. Уйрăмах хĕлле йывăрччĕ. Пичке, витресем, хам та пăрпа витĕнеттĕмĕр. Шăнса чирлесен те ĕçе каймаллаччĕ…
Вера Каршева 1958 çулта хăй пекех ашшĕсĕр çитĕннĕ, Çинкĕлте тракториста вĕренсе тухнă Виктор Тирменова качча каять. Мăшăрĕ тракторпа, бульдозерпа тивĕçлĕ канăва кайичченех çул-йĕр тунă çĕрте ĕçлет. Пенсие кайсан та лашасем пăхать, трактор паркĕнче хуралта тăрать.
- Çемье çавăрсанах бригадăра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хутăм. Ĕне ферминче пушă ĕç вырăнĕ тупăнсан дояркăра ĕçлеме тытăнтăм. Çирĕм ултă çул – отпускра пĕр хут та пулмасăр – вăтамран вăтăр ĕне сăваттăм. Малтан алăпа, каярахпа – ятарлă агрегатпа. Тăватă витре каякан сĕт питонĕсене вылянтараттăм кăна. Ирхине кăвак çутăпа вăранса сĕм тĕттĕм пуличчен фермăран тухман. Киле таврăнсан тăватă ача валли хăтлăх тумалла вĕт-ха: апатне пĕçермелле, тумтирне çумалла, сапламалла, кил-çурта тирпейлемелле… Пĕлместĕп, мĕнле чăтнă-тăр, - аса илет ентешĕмĕр.
Çав çулсенче вăл яланах малтисен шутĕнче пулнă. 1979 çулта РСФСР ял хуçалăх министерствин «Мастер животноводства» кăкăр паллине çĕнсе илнĕ. 1982, 1988 çулсенче пĕтĕм çĕршыв шайĕнчи «Победитель социалистического соревнования» ята тивĕçнĕ. ХХI-мĕш парти съезчĕ ячĕллĕ колхозăн малта пыракан ĕне сăваканĕ вăл вăхăтри ВДНХ «Золотые руки» Дипломĕпе наградăланать.
Çемье тĕрекленсе, хуçалăх ӳссе те пуянланса пырать. Ĕне, лаша, сысна, сурăх, чăх-чĕп, хур-кăвакал… Пурте пулнă харпăр хуçалăхра.
Паян Вера Ильинична килĕнче мăнукĕпе, хăйпе пĕр ятлă Верăпа пурăнать. Ачисем ӳссе çитĕнсе хăйсен çемйисемпе. Вĕсем амăшĕ патне килсех тăраççĕ. Кил хуçалăхĕнчи калăпăшлă ĕçсене пĕрле пурнăçлаççĕ. Ентешĕмĕре вунă мăнукĕ тата вĕсен икĕ ачи вăй-хал парса тăраççĕ.
- Самана тĕрĕс-тĕкелех тăрать-ха. Ачасем пулăшаççĕ. Пурăнас килсех тăрать. Пушă вăхăтсенче Вера мăнукăм «Канаш» хаçатра мĕн çырнине вуласа парать. Хамăн куç курсах каймасть ĕнтĕ, апла пулин те чăваш хаçачĕсĕр пурăнаймастăп. Чуна пырса тивекен калавсемпе повеçсене вулама кăмăллатăп, - тет Аслă вăрçă ачи тата Раççей шайĕнчи Ĕç ветеранĕ Вера Ильинична Тирменова.
 
 
Чăнлă районĕ,
Пухтел ялĕ.
 
: 602, Хаçат: 28 (1224), Категори: Вăрçă ачисем

Комментарисем:

Robert (2014-05-09 18:38:39):
You have shed a ray of sunihsne into the forumĕ Thanks!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: