Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн ентешсен хушшинче кам мĕнпе кăсăкланмасть пулĕ. Чăнлă районĕнче, тĕслĕхрен, буйволсем, страуссем усранине курнăччĕ-ха, анчах килти хуçалăхра пони тытакансемпе тĕл пулманччĕ. Вăта Тимĕрçенте пурăнакан çамрăк мăшăр — Владимир тата Наталья Таушкинсем — пĕчĕк лаша (пони) туяннă. Ял уявĕнче ача-пăча хаваспах ярăнса савăнчĕ унпа. Çавăншăн çак мăшăра ял тăрăхĕн ертӳçи Иван Мартынов Тав хучĕ парса чысларĕ.
-Мĕн тĕллевпе, ăçта туянтăр-ха çак пĕчĕк лашана?- кăсăклантăм эпĕ.
- Ачасене ярăнтарма илтĕмĕр. Карсун районĕнче туянтăмăр. «Орлик» икĕ çулта кăна-ха. 50 пин тăрать. Унпа лаша вырăнне усă курма пулать. Хальлĕхе ăна кӳлме урапа та, çуна та, сухапуçĕ те çук-ха. Майĕпен хатĕрлес шухăшăм пур,- тет çемье пуçĕ пĕчĕк лашине пуçĕнчен ачашласа.
Владимир лашасене ачаранах юратать. Ашшĕ – Иван Герасимович – ĕмĕрех конюхра ĕçленĕ. Пĕчĕк Вова ашшĕнчен уйрăлман. Шкул пĕтерсен юратнă лашисене пăрахма пултарайман вăл, ялтах юлнă. Ашшĕ çĕре кĕрсен унăн ĕçне малалла тăснă темелле. Колхозсем вăхăтĕнче витесенче 40-50 пуç лаша тăнă. Владимир Ивановичăн Николай тетĕшĕ те çак «чирпех» чирлĕ. Вăл Ульяновскри ипподромра – юлан утçă (наездник).
Юрĕ-ха, арçынсем лашасене юратаççĕ тетпĕр. Володьăн мăшăрĕ те çак ырă чĕр чунпа туслă иккен. Пĕчĕк лашине халĕ Таушкинсем ача-пăчи мĕнĕ юратса пăхаççĕ. Утă, сĕлĕ хатĕрлеççĕ. Ун валли вите те пур. Лашасăр пуçне вĕсем пĕр карта выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усраççĕ.
-Ялта халĕ ĕç çук. Çемьене тăрантармалла вĕт. Выльăх усрамасан ăçтан тупăш илмелле? - тет кăмăллăн кулса Владимир Иванович.
Çемье тенĕрен, Таушкинсен виçĕ ача: икĕ ывăл тата пилĕк çулхи хĕр. Кĕçех ăна та шкула хатĕрлемелле. Ывăлĕсем аслă классенче вĕренеççĕ. Çапла, сахал мар укçа кирлĕ ачасене ӳстерсе ура çине тăратма.
Çак мăшăр ачи-пăчине вĕрентсе çын тăвассишĕн тăрăшать.
 
: 747, Хаçат: 28 (1224), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: