Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паллах, пирĕн хаçата юратса вулакансем ку ыйтăва тӳрех: «Çук, куштансем кăна манаççĕ. Эпир манмастпăр, анне сĕчĕпе пĕрле ăша хывнă тăван чĕлхене манма пулать-и вара?» - тесе кăмăлсăрланĕç. Урăхла хуравлакансем те пайтах пулĕç.
Чăваш хăйĕн чĕлхине час манни сайра пулăм мар. Нумаях пулмасть шкул пĕтернĕренпе 30 çул çитрĕ, пĕр класра вĕреннисемпе тĕл пултăмăр. Пирĕн те пĕр «Мускав майри» тăван чĕлхене мана пуçланă, тăрăшсах вырăсла калаçать. Хамăра та вăл ăнланман пек туйăна пуçларĕ, ирĕксĕрех ют чĕлхе çине куçрăмăр.
- Эс чăвашла мĕншĕн калаçмастăн? - ытрăм чăтаймасăр.
- Ман кампа калаçас? Упăшка азербайджан çынни. Яла килсен калаçма пуçлатăп та манран кулаççĕ пек, сăмахсене пурне те астумастăп, - терĕ.
Хам кунашкал лару-тăрăва лекменнипе тăван чĕлхене манакансене ăнланма йывăртарах мана. Темиçе çул хушши таçта аякра чăвашла калаçмасăр пурăнсан чăнах та чĕлхене манма пулать-ши вара? Е кун пек пулăм ытларах тăван чĕлхене, тăван халăха хисеплеменнипе, унран вăтаннипе çыхăннă. Мускав майриех ав упăшкин тăван чĕлхипе сывлăх сунма вĕреннĕ, тен, калаçма та пĕлкелет. Сăлтавĕ паллă – хăй халăхĕн йăли-йĕркине, чĕлхине хытă хисеплекен мăшăрне, унăн тăванĕсене юрамалла.
Тăван чĕлхене манма чăвашсене нумай вăхăт та, ытлашши сăлтавсем те кирлĕ мар иккен: пĕрисем салтак тивĕçне пĕр-икĕ çул аякри çĕрте пурнăçланă хыççăнах чăвашла манаççĕ, теприсем нумай çул Мускавра е ытти хулара пурăннипе сăлтавлаççĕ, виççĕмĕшсене чăваш чĕлхи вырăсла лайăх пĕлме, акцентсăр калаçма чăрмантарать иккен, тăваттăмĕшсем вара вырăс çыннипе мăшăрланнипе чăвашла манаççĕ имĕш. Хамăра хамăр хисеплемесен кăна çакăн пек сăлтавсем çуралаççĕ пек туйăнать.
Николай Васильевич Никольский, пĕрремĕш чăваш профессорĕ чĕлхе пирки çапла çырса хăварни пур: «Ют чĕлхе пит аван пулсан та, вăл пирĕн мар, çыннăн; çын лаши темĕнле маттур пулсан та ун çине утланса ларса хам лаша тесе мухтанса çӳреймĕн; темĕн тĕрлĕ чаплă, пуян çын тумтирне тăхăнса хам тумтирĕм тесе калаймăн. Хăвăн пулсан, ытлашши чиперех пулмасан та шанчăклă пулĕ. Мĕншĕн тесен сана çын япалипе анчах усă куратăн, хăвăн нимĕскер те çук, çыннăннипе анчах пурăнатăн тееймĕç. Хăй халăхне юратакан çын, кирек кам пулсассăн та, хăй чĕлхине пит пахаласа, темрен те мала хурса ăна хăй чунне юратнă пек юратать».
Çавăнпа çынсене кăна мар, хăвна хăв вырăс тесе ĕнентерме хăтланни те кăлăхах. Чунупа эс вырăс мар пулсан.
Икĕ чĕлхе икĕ ăс тенĕ ваттисем. Пĕр чĕлхе кăна пĕлекен çын чухăн пек туйăнать. Çирĕп никĕс хумасăр çурт лартаймастăн. Тăван чĕлхене пĕлмесен юттине вĕренме те йывăртарах пулĕ. Тăван чĕлхене пĕлсен вырăсла вĕренетĕнех.
Вырăссенчен нумайăшĕ чăвашсене икĕ чĕлхене те лайăх пĕлнипе ăмсаннă. Мĕнле маттур вĕт-ха эсир теççĕ. Эпир вырăсла пĕр сăмах пĕлмесĕрех пĕрремĕш класа кайнă. Виçĕ çул хушши пур предметсене те чăвашла вĕреннĕ. Вырăс чĕлхипе вулав урокĕсемсĕр пуçне. Вуннăмĕш класа пĕтернĕ чухне вара эпир вырăсла тăван чĕлхепе калаçнă пек калаçнă. Анчах вырăсла кăна калаçса ӳсекен ачасен чăвашла вĕренме пачах кăмăлĕсем çук.
Ульяновскра ют çĕршыв студенчĕсем сахал мар вĕренеççĕ. Вĕсемпе калаçсан пĕр япала тĕлĕнтерет, вĕсем сахалтан та 6-7 чĕлхе пĕлеççĕ. Акăлчанла тăван чĕлхепе калаçнă пек пуплеççĕ, вырăсла вĕренсе пирĕн çĕршывра аслă пĕлӳ илеççĕ. Нихăçан та Африкăри пĕр ял кăна калаçакан тăван чĕлхе пире мĕн тума кирлĕ тесе-ха тесе хăйсем умне ыйту лартмаççĕ. Кун пек шухăш çуралма та пултараймасть вĕсен. Яла килсен намăс пуласран, ваттисем вăрçасран хăраççĕ.
Чăваш умĕнче те ачасене чăваш чĕлхине вĕрентмелле-ши е çук-ши текен ыйту тăмалла мар тесе шутлатăп. Тăван чĕлхене пĕлмесен пирĕн ачасем, эпир камсем пулса юлатпăр çакă çутă тĕнчере? Нивушлĕ пирĕн ăру историре тăван чĕлхене пĕтерекенни пулса юлать?
 
: 821, Хаçат: 28 (1224), Категори: Публицист шухăшĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: