Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ăна хатĕрлеме 3-4 лимон, 2,5 стакан сахăр е пыл, 5 литр шыв, 15-20 г çĕпре, иçĕм çырли кирлĕ.
Вĕретнĕ шыва лимон сĕткенĕ хушмалла. 1 стакан сахăра ылтăн тĕс çапиччен çатмара хĕртмелле. Ăна лимонпа шыв хутăшне ямалла. Шĕвеке 25-30 градус таран сивĕтмелле. Унтан çĕпрепе, юлашки сахăрпа е пылпа пăтратмалла. Лимон квасне темиçе сехет ăшă вырăнта тытмалла. Сулхăн çĕре куçарсан иçĕм çырли хушмалла. 1-2 кунран ĕçме юрăхлă.
Курага кукăлĕ
Чуста валли 700 г çăнăх, 0,5 литр шыв, 1 чей кашăкĕ тăвар, 20 г çĕпре, 2 апат кашăкĕ тип çу кирлĕ.
Ăшне хума 1 кг курага, 150 г сахăр хатĕрлемелле.
Чуста çăрмалла, йĕтĕрлемелле. Ăна çатмана хумалла, хĕррине хăпартмалла. Çиеле курага хумалла. Кукăле чустаран ăсталанă чечексемпе илемлетме пулать. Мăкăнь вăрри сапма юрать.
Ăшне çапла хатĕрлемелле: курагана шыва ямалла, сахăрпа хутăштарса çемçеличчен вĕретмелле. Дуршлага ярса сăрăхтармалла, сивĕтмелле.
Уçă кукăле духовкăра пĕçермелле.
Манник
Ăна тума 2 стакан манна кĕрпи, 2 стакан хăйма е кефир (йӳçĕхнĕ сĕт те каять), 1,5 стакан сахăр, 6 çăмарта, 1 пачка ванилин, 1 пачка чустана кăпăшлатмалли (разрыхлитель) кирлĕ.
Çимĕçсене пĕрле хутăштармалла. Лайăх пăтратса çатмана ямалла. Хĕртнĕ духовкăра 30-40 минут пĕçермелле. Хăнасем килсен манника çиелтен вĕтĕ тёрка витĕр кăларнă шăккалатпа тата çăратнă сĕтпе (сгущёнка) илемлетме пулать.
Купăста салачĕ
300 г купăста, 4 помидор, 150 г хытă сыр, 50 г ешĕл пахча çимĕç, тăвар, майонез кирлĕ.
Купăстана улăм пĕрчи евĕр турамалла, тăвар сапмалла, алăпа çемçетмелле. Помидора турамалла, сыра шултра тёркăпа хырмалла, ешĕл пахча çимĕçе вĕтетмелле. Çимĕçсене савăта хумалла, майонез ярса пăтратмалла.
Тинкĕле
Тинкĕле – чăн-чăн чăваш апачĕ.
Апла пулин те ăна чылай чăваш пĕлмест. Вăл ĕççи вăхăтĕнче ирхи апат пулнă. Уй-хир ĕçне ирпе ирех тухнă пирки урăх апат пĕçерсе чăрманма вăхăт пулман. Тинкĕле çăнăхне вĕрекен шывра юрнă та – апат хатĕр. Ăна сĕтпе е уйранпа сыпса çинĕ. Ун валли пĕр-икĕ пăт тулă илнĕ те пысăк хуранпа çырмара (пушартан сыхланса) пĕçернĕ. Хăш-пĕр кун унта темиçе хуран та вĕресе ларнă.
 
: 535, Хаçат: 28 (1224), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: