Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Упи ялĕнче ваттисене асăнса, ял халăхне пĕрлештерес тесе ялти хăш-пĕр çынсем, истори енĕпе ĕçлекенсем, чăваш йăли-йĕркипе Юпа лартма шутланă. Ăна ĕлĕк ял пуçланса кайнă вырăна Çут теекен вырăна лартма палăртнă. Малтанхи ял вырăнĕ, ваттисем каланă тăрăх, икĕ çырма хушшинче (Така варĕ тата Тарăн вар) пулнă.
Çĕнĕ Упи ялĕн çыннисем калашле, вĕсен ялĕ хастарсем Кивĕ Упи ялĕнчен куçса килнипе пулса кайнă. Çав ял шурсухалĕсем хăйсем вăрман леш енчи Упирен куçса килни паллă.
Кивĕ Упирен куçса килнĕ чухне унта 7 килĕ юлнă теççĕ, халăх Çĕнĕ Упие килсе икĕ çырма хушшине — Çут текен çĕре — килсе ларнă. Ку ĕç-пуç 350-400 çул каялла пулса иртнĕ.
Ваттисем каланă тăрăх, яла никĕслекенсем пилĕк тăван пулнă: Ярсутка, Ярухха, Ярхун, Ятман тата Лашман.
Ентешсем хатĕрленме пуçларĕç. Ĕлĕкхи йĕркепе Юпана юманран тăвас терĕç. Ĕçе пуçлас умĕн чăваш йăлипе ваттисем пăтă тата çăмарта пĕçерчĕç, унсăр пуçне ăста хĕрарăмсем вĕретнĕ техĕмлĕ сăра илсе кĕл турĕç. Çавăн хыççăн кăна Юпана илемлетме тытăнчĕç. Пĕр-ик кунтан Юпа хатĕр те пулчĕ. Юпа тăршшĕ 6 метр ытла. Питĕ илемлĕ пулса тухрĕ. Вăл час ан çĕртĕр тесе ăна тип çупа сăрларĕç.
Халăх Юпана лартма ваттисене асăннă хыççăн кĕçнерникун çĕртмен 20-мĕшĕнче шутларĕ.
Калаçса татăлнă вăхăта çын нумай пуçтарăнчĕ. Трактор урапи çине тиесе Çут текен вырăна илсе кайрĕç. Юпана лартма шăтăк чавмалала. Ку ĕçе халăх кĕлĕ тунинчен пуçларĕ:
Эй, Пĕсмĕлле, аминь, эй, Ярсутка, Яруха, Ярхун, Ятман, Лашман, сире сума суса авалхи йăлапа паян Юпана лартма ирĕк парăр.
Эй, Ярсутка, Яруха, Ярхун, Ятман, Лашман, пил тăвăр, пиллесе паратпăр, пиллĕхе илĕр, Пиллĕхрен пиллĕхе çитерĕр.
(Кĕлтума пилĕк япала илсе пынă: кăпăклă сăра, пăтă, çăмарта, çăкăр тата шыв).
Çак сăмахсене каланă хыççăн çынсем Юпа валли шăтăк чавма тытăнчĕç.
Нумай та вăхăт иртмерĕ — шăтăк хатĕр те. Халăх сахал пулсан та, юманĕ вăрăм пулсан та, Юпана чипер лартрĕç, пĕр инкек-синкек те пулмарĕ.
Лартнă хыççăн каллех кĕлĕ вуларĕç. Хĕвелтухăç енне пăхса:
Эй, Ярсутка, Яруха, Ярхун, Ятман, Лашман усал ан тăвăр, айăп ан тăвăр. Эпир сире асăнса, авалхи йĕркепе паян юпа лартрăмăр. Эсир пире вутран-кăвартан, шывран-шуртан, пур тĕрлĕ чир-чĕртен сыхласа усрăр.
Акă сире сăрапа хыватпăр (сăрине Юпа тавра сапса тухаççĕ).
Ака сире çăмарта паратпăр (Юпа умне çăмарта хураççĕ).
Тата пăтă паратпăр (турилккепе пăтă хучĕç, таса шыв сапрĕç тата çăкăр хучĕç).
Тата малалла Хĕвелтухăç енне пăхса кĕл турĕç.
Çĕнĕ Упи ялне сыхлăр,
Çурт-йĕре сыхлăр, выльăх-чĕрлĕхе сыхлăр,
Пурне те упрăр
Хурăнташ-ăрусене сыхлăр.
(Ку сăмах хыççăн Юпа тавра шурă ал шăлли çыхса хучĕç).
Тата малалла кĕл турĕç.
Эй, пĕсмелле, аминь.
Эй, Турă! Эй, Çӳлти Турă! Лайăх, канăçлă вырăн пар, пирĕн патран уйрăлса кайнă çынсене пурне те сывлăх пар. Тавах сана.
Ку сăмахсем хыççăн Юпа тавра халăх виçĕ ăстрăм çаврăнчĕ.
Упи ял тăрăхĕнче кăçал нумай вăхăт хушши çумăр çуманччĕ. Шăрăхпа уйри тырă, çĕр улми, ытти ӳсен-тăран типе пуçланăччĕ.
Ваттисене асăнса Юпа лартни питĕ пулăшрĕ — çакăн хыççăн пĕр 30 минутранах тăтăш çумăр çурĕ, çут çанталăк уçăлса кайрĕ.
 
: 887, Хаçат: 28 (1224), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: