Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Варейкис урамĕ
1963 çулччен ăна Стахановская урамĕ тенĕ.
Иосиф (Иозеф) Михайлович Варейкис (1894-1937) парти тата патшалăх деятелĕ, 1913 çултанпа – большевиксен РСДРП членĕ пулнă. 1918-1920 çулсенче – вăл Чĕмпĕр кĕпĕрне партин председателĕн тивĕçне пурнăçланă, пĕрремĕш Хĕвеланăç çарне йĕркеленĕ çĕре хутшăннă. Чĕмпĕр хулинче Варейкиссен çемйинчен тата пулнă. Ашшĕпе пĕр тăван тетĕшĕ Иосиф Викентьевич кĕпĕрнен çар комиссарĕнче вăй хунă. Унăн шăллĕсем – Вацлав тата Михаил, йăмăкĕ Анна – комсомол организацин хастарĕсем – гражданла вăрçă фрончĕсенче çапăçнă.
Иосиф Михайлович Сталин репрессине пула 1937 çулта вилнĕ.
 
Доватор урамĕ
Лев Михайлович Доватор (1903-1941) — совет çар пуçлăхĕ, генерал-майорĕ пулнă.
Витебск облаçĕнчи Хотино ялĕнче çуралнă. 1924 çулта хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кĕнĕ, кавалери училищине, каярахпа М.В. Фрунзе ячĕллĕ çар академине пĕтернĕ. Аслă вăрçă пуçламăшĕнче вăл кавалери çарĕн пуçлăхĕ пулнă. 1941 çулхи август-сентябрь уйăхĕсенче Смоленск çывăхĕнчи çапăçусене, Мускава хӳтĕленĕ çĕре хастар хутшăннă. Вăл Рузе хули çывăхĕнче пуçне хунă. Вилсен ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, Ленин, Хĕрлĕ Ялав тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе наградăланă.
Паттăра Мускаври Новодевичье масарĕнче пытарнă.
 
: 760, Хаçат: 28 (1224), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: