Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1966 çул. Урамра шăрăх çанталăк тăрать. Колхозниксем хирте чĕкĕнтĕр çумлаççĕ. Хăшĕсем пĕтернĕ, хăшĕсем пĕтереймен-ха. (Вăл вăхăтра чĕкĕнтĕре хуçалăхсенче пысăк лаптăк çинче лартса ӳстернĕ). Кашни ĕçлекенех пылак тымара пĕр е икĕ гектар таранах уйăрса панă. Çавăнпа та пулĕ ĕçлекен çынсен килĕнче пилĕк-ултă михĕ сахăр песукĕ тăнă.
Ачасем валли те садиксем пулман. Вĕсене кунĕпенех килте хăварма тивнĕ. Пысăкраххисем кĕçĕннисене пăхнă, аслашшĕ-асламăшĕсем çамрăк çемьесене пулăшнă. Кӳршĕ-аршăсем те пăхкаласах тăнă. Вут-кăвартан хăранă. Шел пулин те, аслăраххисем шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăрахса выляма кайни те пулнах. Ача – ачах. Шыва кĕме каясси те шăпăрлансене илĕртсех тăнă.
Манюкпа Микулай васкасах чĕкĕнтĕр пайне çумласа пĕтернĕ те вăрмана хĕл валли вутă хатĕрлеме кайма шутланă. Иртерех килсе мунча хутса кĕнĕ, ачисен кĕпи-йĕмне çуса тасатнă. Ачисем – пиллĕкĕн. Асли – вунă çулта, чи кĕçĕнни – кăкăр ачи. Асли кунĕ-кунĕпе кĕçĕннисемпе пĕрле пулнă. Унăн яваплăхĕ те, ĕçĕ те пысăк.
Манюкпа Коля иртнĕ çул кăна çĕнĕ çурт лартнă. Ку пӳрт вĕсемшĕн телей йăви пулнă. Манюк Микулайăн пĕрремĕш мăшăрĕ те мар. Çавăнпа арçын мăшăрне питĕ юратнă, упранă, ун çинчен йывăрлăхĕсене сиресшĕн пулнă.
Арăмĕ, питĕ ир амăшĕсĕр тăрса юлнăскер, ĕçчен те сатур. Ачисене юратать. Кӳршĕ-аршăпа килĕштерет.
Паян та килти ĕçсене иртерех пĕтерсе пăртак урама тухнă. Кĕтӳ кĕнĕ хыççăн выльăх-чĕрлĕхе картана хупсан кӳршĕ хĕрарăмĕсемпе калаçса каçхи уçă сывлăшпа сывласа тăчĕ. Ыран вăрмана вутă хатĕрлеме каяссине те систерчĕ. Кăкăр ĕмекен хĕрачине те хăварма шанчăклă çын, вырăн кирлĕ.
Вăл вăхăтра кӳршĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă. Пупленĕ хушăра тепĕр кăкăр ĕмĕртекен çамрăк хĕрарăм Манюкăн пĕчĕк пепкине хуçисем килте çук чухне хăйĕн патĕнче йышăнассине пĕлтерет.
Çуллахи каç питĕ кĕске. Хĕвел пĕр тĕлте анать, тепĕр вырăнта хĕвелтухăçĕ хĕрелме те тытăнать – çĕнĕ кун пуçланать.
Манюк пӳрте кĕнĕ вăхăтра ачисем çывăрса кайма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем мăшлатса хуп турттараççĕ, вăхăтран вăхăта пĕр-пĕрне тапкаласа илеççĕ. Маттурсем çине пĕр вăхăт савăнса пăхса тăнă хыççăн амăшĕ те кăшт выртса канма шутлать. Мăшăрĕ те çывăрса кайнă. Кил-çуртра канлĕх. Пурте сывлăхлă. Хĕрарăм никама та кансĕрлесшĕн мар.
Ыран мĕн пулассине маларах пĕлместпĕр çав. Пĕлмелле пулсанччĕ.
Кăшт куçне хупса илнĕ хыççăн Манюк ури çине тăчĕ, пит-куçне çуса илчĕ. Тĕпренчĕкĕсем валли чылай кунлăх апат пĕçерме тытăнчĕ. Вăл пĕр канми ĕçлет, ури чупать. Çумра юратакан мăшăрĕ, куçĕ умĕнче – пилĕк сывлăхлă ача.
Микулай та ĕçсĕр лармасть. Сысна çурисем валли çиме хатĕрлет, чăх чĕпписене ирхи сывлăмлă курăк çине кăларать, ĕни айĕнчи тислĕкне тасатать, вăрмана вутă хатĕрлеме каймалли япалисене хатĕрлет.
Манюк ĕнине сăвать, пĕчĕк хĕрне пĕлĕш хĕрарăм патне леçсе хăварать. Ытти ачисем çывăраççĕ-ха. Аслин, Ванюкăн, тăмалла. Вăл килте асли. Кун каçиччен унăн кил-çурт хуçи пулса юлмалла.
Ашшĕпе амăшĕ кĕтӳ ăсатичченех килтен тухса каяççĕ. Ванюк кĕтӳ хăвалать, сысна çурисене çитерет. Чăххи ирхи сывлăмпа чĕпписене шăнтасшăн пулмасăр таçта кайса пытаннă.
Кӳршĕсен çĕнĕ пӳрчĕ хыçĕнче тем шаклатни илтĕнет. Вĕсем çак çул кăна çĕнĕ пӳрт лартнă та платниксен хыççăн юлнă çӳп-çапа пуçтараççĕ. Кӳршĕн çĕнĕ пӳрчĕпе юнашар ашшĕн кивĕ пӳрчĕ те пур. Унăн йĕри-тавра та веçех пуçтарса тасатасшăн пулмалла.
Кӳршĕре çамрăк мăшăр пурăнать. Вĕсен ытарма çук пĕчĕк ывăлĕ ӳсет, арăмĕ тепĕр ывăл çуратнă та пульницарах-ха.
Ванюк тумалли ĕçсене туса пĕтерет те шăллĕпе юнашар çывăрма кĕрсе выртать. Пĕчĕк йăмăкĕ сĕт тултарнă кĕленчинчен ĕмкĕч витĕр тӳттӳ çисе выртать.
Ванюкăн икĕ шăллĕ ыйхисем тăрансан тăчĕç те пӳртре «экскурси» ирттерчĕç. Ырлăх! Никам кансĕрлекен те çук. Самантрах тутлăрах апат-çимĕçе çисе ячĕç, тăрансан урама тухрĕç. Тетĕшĕ анчах тутлăн çывăрать. Вăл ирех ывăнмалăх ĕçлерĕ ĕнтĕ. Çарран çӳренипе ури те хуралма ĕлкĕрнĕ. Ĕнер кăна мунча кĕнĕ пек те мар.
Вăхăт малалла шăвать. Ванюкăн йăмăкĕ те вăраннă: çиесси те килет, айĕ те йĕпеннĕ. Арçын ача тăрса пĕчĕкскере çитерет, вырăнне пуçтарать. Икĕ шăллĕ урамра выляççĕ. Вĕсен çиесси те килмест пулмалла. Тутлисене çисе ярсан çапла кунĕпех тутă тăраççĕ пуль çав вĕсем.
Сасартăк урамран пӳрте тĕтĕм шăрши кĕме пуçлать. Ванюк тĕпелтен кил картинелле чупса тухать те кӳршисен пӳрчĕ тăрринче вут «ташланине» курах каять. Ача мĕн тумаллине те тавçăрса илеймест. Нумай çын хирте чĕкĕнтĕр çинче, ыттисем – урăх ĕçре. Мĕн тумалла? Аял енчи касăран пушар лаши шыв тачки турттарса хăпарни курăнах кайрĕ. (Вăл вăхăтра кашни ялтах пушар лашисем кӳлĕнсе тăнă. Вĕсем урапасем çинче шыв тултарнă пичĕкесемпе алăпа уçлакан насуссем сĕтĕрсе çӳренĕ). Анчах ку хăрушă пушара пичкери шывпа сӳнтерме пулман. Часах кӳршĕсен юнашар тăракан икĕ пӳрчĕ те пĕр харăс çунма пуçланă.
Сасартăк çил тухса каять те вутăн усал çулăмĕсем пур ĕннелле те тăсăлма тытăнаççĕ. Çĕнĕ шифр татăкĕсем шарлатса çурăлса аякка сиксе ӳкеççĕ.
Ванюк чупкалать, кăшкăрать, йĕрет. Ванюка илтекен те çук. Йăмăкĕ пӳртре юлнине те астусах илеймест çамрăкскер. Пушар машинисем килсе çитиччен вутăн усал вăрăм çулăмĕсем вĕсен çурчĕ патне çитеççĕ. Малтан лупас тăррине тивсе каять, унтан пӳрт тăрри çунма тытăнать. Пĕчĕк чăваш ачине никам та илтмест те, ăнланмасть та.
Ванюк никамран та пулăшу кĕтме çуккине ăнланать те чӳрече кĕленчине çĕмĕрет. Алăк патне пыма май çук пулнă. Çулăм ялкăшать анчах. Арçын ача çунакан пӳртрен çывăракан йăмăкне пĕчĕк утиялпа чĕркесе илсе тухать. Вĕсем хăтăлнă хыççăнах пӳрт тăрри ишĕлсе анать. Турă ачасене шеллет.
Çил урса, алхассах каять. Пĕр ретре виçĕ пӳрт çунать, хирĕçре ватăрах вĕрентекенсен яхтă пӳрчĕ хăй тĕллĕн шăрпăк коробки пек тивсе кайма хатĕр. Вĕсен шăвăçпа витнĕ аслăк тăрринче пĕлтĕрхи утă пулнă. Çав утă ытла вĕри пулнипе тивсе каятех. Утă кĕлтисем çунма пуçлаççĕ, таçта аякка вĕçе-вĕçе ӳкеççĕ. Пушар машинисем урампа çӳрейми пулаççĕ. Вăйлă çил хире-хирĕçле çунакан çуртсен вут çулăмне пĕрлештерсе «вут кĕперĕ» туса хурать.
Кӳршĕ-аршăсем хăйсен килĕсемпе аслăкĕсем çине хăпарса пусăри шывпа сапма тытăнаççĕ. Çунаканнисене кӳршĕ районсенчен килсе çитнĕ пушар машинисем сӳнтерме пуçлаççĕ.
Вăрманта Манюкăн ăшĕ çунать. Алли-ури хăй тĕллĕн çыхланать. Çиесси те, ĕçесси те килмест. Темшĕн пĕрмай ачисем куçĕ умне туха-туха тăраççĕ.
Мăшăрĕн те ăшĕ вăркать. Вутă купи те ӳсмест. Вара вĕсем, такам хускатнă пек, иккĕшĕ пĕр харăс киле пуçтарăнма тытăнаççĕ. Вăрманĕ ялĕнчен 12-15 çухрăмра. Вĕсем велосипедсемпе кайнă пулнă. Шалтан лăсăллă вулăсем хушшинчен тухсанах Манюкпа Ванюк ял çийĕнче хăрушла тĕтĕм палкаса тăнине кураççĕ. Тĕтĕм хăйсем пурăнакан урам çийĕнче тăнине курсан ашшĕпе амăшĕн куçĕ умне пилĕк ачи те тухса тăчĕ. Çуначĕсем пулсан икĕ чун вĕçсе кайĕччĕ тĕпренчĕкĕсем патне. Анчах та çынна вĕçме пӳрмен.
Çул çинче вĕсене машинăсем хăваласа иртеççĕ – лартаканĕ çук. Велосипедсемпе тусан кăларса пыраççĕ. Хăвăртлăхĕ анчах пысăках мар. Халран кайса ялне çитеççĕ. Пӳрчĕ вырăнĕнче – кăмрăк купи кăна! «Ачасем?!»-вĕлтлетрĕ пуçĕсенче.
Пĕчĕкскерсем тăванĕсем хушшинче çунса пĕтеймен вут пуççисем тĕлĕнче тăраççĕ. Амăшĕ ачисем тĕрĕс-тĕкел иккенне пĕлсен калаçайми пулать. Ăшĕнчен, чунĕнчен «Ы-ы-ых!» тени йывăррăн тухать, ӳкес мар тесе упăшкинчен уртăнать.
Мĕн тăвăн? Пурнăç малалла шăвать. Вутран хăтăлса юлнă ачасем майĕпен ӳсеççĕ. Çемьере тата тепĕр ывăл çуралать.
Пĕчĕк Ванюк паян пысăк çемье ашшĕ. Вăл хăй 10 çулта чухне виçĕ пĕртăванне çăлса хăварни çинчен тăван ачисем те пĕлмеççĕ, тăванĕсем те астумаççĕ пулĕ. Ванюк кăна манмасть. Манаймасть. Вăл паян та çынна пулăшма хатĕр. Яланах çапла сапăр пулнă. Ĕмĕрне ĕçлесе ирттерет. Тăватă ачине аслă пĕлӳ илме пулăшать, Çын пулма хăнăхтарать. Унăн мăшăрĕ те хăйĕнпе пĕр класра вĕреннĕ ăслă та ĕçчен хĕрарăм. Çемьере вĕсем питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ. Çакăн пек вăл пирĕн Раççей çĕрĕн паллă мар геройĕ, чăваш паттăрĕ – Ванюк кукка тата пичче.
 
Майна районĕ,
Чӳрекел ялĕ.
 
: 774, Хаçат: 28 (1224), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: