Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Утă уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне Ульяновск облаçĕнчи уй-хирте 78 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса кĕртнĕ (14, 2%, 189,5 пин тонна, тухăçлăхĕ - гектартан 24, 3 центнер).
Регионри тăхăр хуçалăх пăрçана тухнă (2,3 пин гектар çапнă, 4 пин тонна пуçтарса илнĕ, тухăçлăхĕ – гектартан вăтамран 17,2 центнер). Мелекесс, Çинкĕл, Ульяновск, Чăнлă тата Чартаклă районĕсенчи хуçалăхсем пурĕ 1,1 пин гектар урпа çапса 2500 тонна пуçтарса илнĕ (гектартан – 22,6 центнер).
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин каланă тăрăх, тыр çинче Çĕнĕ Спасск районĕ малта пырать.
Майна районĕнчи Василий Козлов фермер хуçалăхĕ гектартан 50 центнер кĕрхи тулă çапса илнĕ. «Пирĕн 800 гектар çинчен кĕрхи культурăсем пуçтарса илмелле. «Спектр» тата «Марафон» сортсен тухăçлăхĕ – чи пысăкки», - тет пуçлăх.
Ульяновск районĕнчи ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн уй-хирĕнче кĕрхи туллăн «Харьковская-92», «Саратовская-17» тата «Марафон» сорчĕсем ăнса пулнă – гектартан 45 центнер тухнă.
Чăнлă районĕн уйрăм хуçалăхĕсенче те асăннă культура ăнса çитĕннĕ, тухăçлăхĕ – гектартан 45 центнер.
Ял хуçалăхне пулăшма укçа уйăрнă
Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшма РФ правительстви федераллă бюджетран 265 миллион тенкĕ укçа хушса уйăрма йышăннă.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин çапла пĕлтернĕ:
- Федераллă бюджета улшăнусем кĕртнипе 2013 çулта Раççейри ял хуçалăх министерстви пирĕн региона 42 миллиард тенкĕ куçармалла. Çурла уйăхĕнче облаçа çитмелли 265 миллион тенкĕ 1 литр сутнă сĕтшĕн субсиди пама (32 миллион), патшалăхран кивçен илнĕ укçан процентне тавăрма (19 миллион), тыр-пул çитĕнтерекенсене (123 миллион) тата апат хакĕ ӳснипе сысна тата чăх-чĕп ӳстерекенсене пулăшма (91 миллион) кайĕ.
Ĕçсĕррисем – 3668 çын
Ĕçлекенсемпе танлаштарсан облаçра регистрацие тăнă ĕçсĕррисен шучĕ 0,54 процент – 3668 çын. Çапла, Атăлçи федераллă округра ĕç шыракансем сахал пулнипе эпир иккĕмĕш вырăн йышăнатпăр. Пиртен маларах – Чулхула облаçĕ.
Ĕçпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ĕç шыраса регистрациленекенсе н йышĕ кашни уйăхра 0,35 – 0,71 процентпа танлашать.
Çĕнĕ Спасск (0,35), Майнăпа Николаевка (0,42), Вешкаймăпа Кивĕ Майна (0,46) районĕсенче ĕç шыракансем облаçри кăтартупа танлаштарсан сахалтарах. Пасарлă Сăскан (0,71), Карсунпа Чăнлă (0,70) Барăш (0,65), Радищевăпа Тереньга районĕсем, Çĕнĕ Ульяновск хули (0,59) кăтартусемпе сăвăнтараймаççĕ.
Хальхи вăхăтра облаçри ĕçпе тивĕçтерекен центрăн базинче 11 пин ваканси пур. Çавăнтан 72 проценчĕ – рабочи профессийĕсем.
Çулталăк пуçланнăранпа вара ĕçлес текен çынсем валли 12 пин пушă ĕç вырăнĕ пулнă.
 
: 803, Хаçат: 29 (1225), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: