Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Шăпăрлан» хăйĕн тусĕсене çуллахи кану вăхăтĕнче те манмасть. Вăл нумаях пулмасть Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ачисемпе тĕл пулчĕ.
Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем Максим Авасев, Ангелина Алёшкина, Ольга Базарнова, Ольга Журавлёва, Максим Марьин юратнă вĕрентекенĕсемпе С.В.Телеевапа тата Е.В.Базарновапа (сăн ӳкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) Ял кунĕн концерт программине хутшăнма пынă. Çуллахи кану вăхăчĕ мĕнле иртни, тăван ялĕ, шкулĕ, тĕллевĕсем çинчен каласа пама пурин ятĕнчен те вĕренӳре «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракан Ольга Базарнова килĕшрĕ. Ăна тантăшĕсем тата вĕрентекенĕсем пулăшса пычĕç.
- Анат Тимĕрçен – пысăк ял. Илемлĕ çуртсем хушшинчи икĕ хутлă шкул, чиркӳ, ача сачĕ яла хăйнеевĕрлĕх парса тăраççĕ. Юлашки вăхăтра эпир шкул лагерĕнче канса сывлăха çирĕплетрĕмĕр. Хусанти аквопаркра пулса килтĕмĕр. Ульяновска тепĕр хут каясшăн-ха. Малтан кайсан теплоход çинче ярăнтăмăр, Атăл юхан шывĕпе мăнаçлантăмăр. Тепрехинче Мускав дельфинарийĕнче пулса курасшăн. Иван Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хурасшăн. Пурте аван вĕренетпĕр. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнатпăр. «Чăваш чĕкеçĕ» конкурса хутшăнма Шупашкара ĕçсем ярса панăччĕ. Эпир Хисеп хучĕсемпе сертификатсене тивĕçрĕмĕр. Мана ятарлă Диплом пачĕç. Туслă пурăнатпăр. Ӳссе çитĕнсен çĕршыва юрăхлă çынсем пулма ĕмĕтленетпĕр. Эпĕ, тĕслĕхрен, ют çĕршыв чĕлхине вĕрентекен пулма ĕмĕтленетĕп. Юлташсен тĕллевĕсем те пысăк. Çамрăксене ĕçпе тивĕçтерме пултарайсан эпир ялта тĕпленме те хирĕç мар. – каласа парать Ольга çитĕннĕ çын евĕр шухăшласа.
Çапла пултăрччă, патшалăх тата вырăнти влаçсем вĕсен тĕллевĕсене пурнăçлама майсем туса паччĕр.
 
: 619, Хаçат: 29 (1225), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: