Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашни çулах авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Дагестанра “Шурă тăрнасен” кунĕсем иртеççĕ. Пĕрремĕш хут уява 25 çул каялла мухтавлă Расул Гамзатов, тĕнчипе паллă “Журавли” юрă авторĕ йĕркеленĕ. Вăл вăрçăсенче пуçĕсене хунă мĕнпур паттăра асăнмалли кун шутланнă. Анчах Расул Гамзатов вилсен “Шурă тăрнасен” кунĕ паллă поэта асăнмалли кун пулса тăнă. Кăçал вăл ЮНЕСКО пулăшнипе иртнĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх “Шурă тăрнасен” кунне Дагестана Раççейри тата ют çĕршывсенчи паллă писательсемпе поэтсем пуçтарăнаççĕ. Чăваш Республикинчен уява темиçе çул ĕнтĕ Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай хутшăнать.
Кăçал поэт “Шурă тăрнасен” кунне “Новое время” издательствăра пичетленсе тухнă “Салам, сăртсен-тусен çĕршывĕ” сăвăсен пуххипе кайнă. Унта Кавказра пурăнакан вунă ытла халăх - авар, адыгей, балкар, ингуш, кабардин, калмăк, карачай, кумык, лак, чечен -
поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă. Куçарнă сăвăсен авторсем хушшинче тĕнчипе паллă ятсем – Р. Гамзатов, К.Кулиев, А.Кешоков, Д. Кугульдинов, И. Машбаш, Т. Зумакулова тата ыттисем (пурĕ 18 автор).
Дагестанри писательсен организацийĕн ертӳçи Магомед Ахмедов чăвашсем умĕнче парăмра юласшăн пулман. Вăл чăваш поэзийĕн классикĕн Çеçпĕл Мишшин сăввисене авар чĕлхине куçарнă. Кĕçех вĕсем уйрăм кĕнекен кун çути курĕç.
 
: 1096, Хаçат: 39 (1131), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: