Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăта Тимĕрçенти ял уявĕнче шăпăрлансем çӳллĕ йывăçсем айĕнчи сулхăнра вырнаçнă карусельпе ярăнса киленесшĕн тăраççĕ. Кам ăсталанă-ха çак ача-пăчана савăнтармалли авалхи япалана? Çывăхрах купăс тытнă арçынпа унăн мăшăрĕ тăратчĕç. Эпĕ йăнăшман иккен. Çаксем карусель хуçисем — Виктор тата Валентина Тягусевсем.
 
Карусель ачалăхăма аса илтерчĕ. Пирĕн колхозăн та карусель пурччĕ. Вăл самаях пысăкчĕ. Пĕр харăс 24 çын ларса ярăнма пултаратчĕ. Ăна ачасем тĕртсе çавăратчĕç. Тĕнĕлĕ çумĕнче тенкел çинче купăсçă кĕвĕ каласа ларатчĕ. Çиеле улăхаттăмăр та каштисенчен тĕртсе каруселе чупса çавăраттăмăр. Çавăншăн пире тӳлевсĕр ярăнма ирĕк паратчĕç. Виктор Алексеевич куçарса çӳреме меллĕрех пултăр тесе тăватă вырăнлине ăсталанă.
Ку каруселе вăл хăй шухăшласа кăларнă. Тĕнĕлне хулăн тимĕр пăрăхран тунă. Ларкăчĕсене тытакан каштисем те тимĕртен. Аслăраххисем ларсан ан хуçăлтăр тесе ĕнтĕ. Карусель тăррине те тĕрлĕ тĕслĕ пусмаран хăех çĕленĕ. Виктор Алексеевич хăех конструктор та, сварщик та, çĕвĕç те, платник та, художник та, йывăç касса илемлетекенĕ те, купăсçă та. Купăс тенĕрен, çак инструментпа вăл пиллĕкре чухнех калама вĕреннĕ. Вăта Тимĕрçенте те ачасене илĕртме вăл купăсне тăсса ячĕ.
Çак мăшăр хăйсен каруселĕпе Аслă Нагаткинти Бега уявĕнче те ярăнтарнă. «Ярăнтарнăшăн укçа илетĕр-и?» - тесе ыйтсан Виктор Алексеевич шӳтле-мĕнле çапла хуравларĕ:
-Парсан – илетпĕр, памасан – тӳлевсĕрех ярăнтаратпăр. Ачаран укçа мĕнле ыйтатăн?
Çемье пуçĕн тăва пĕлмен ĕçĕ те çук иккен. Пушă вăхăтра вăл картинăсем ӳкерет. Ытларахăшне тăванĕсене, çывăх çыннисене парнелет. Ӳкерес ăсталăха пула паллашса кайнă та вăл пулас арăмĕпе.
-Салтакран таврăнсан эпĕ колхоза художник-оформителе вырнаçнăччĕ. Вальăн сăнарне ӳкерсе ăна парнеленĕччĕ. Çавăнтан çуралчĕ те пирĕн хушăмăрти юрату,- тет арăмĕ çине ăшшăн пăхса Виктор Алексеевич.
Килти сĕтел-пукана вăл йăлтах эрешлесе илемлетнĕ йывăçран ăсталанă. Юратмасть вăл аллине усса ларма. Пушă вăхăтне диван çинче выртса ирттерес йăла çук унра. Юлхавланса выртакансене те сивлет:
-Ялти çамрăксем ĕçсе çӳренĕ вăхăтра эпĕ хулара пӳрт туянтăм. Пуласлăх пирки шутланă çав ун чухнех… Ун вырăнне çĕнĕ туса лартрăмăр.
Тягусевсем Ульяновк хулин варринче, Атăл шывĕ хĕрринерех вырнаçнă урамра пурăнаççĕ. 50 пуçа яхăн сысна усраççĕ!
-Пирĕн çурт çумĕнченех çырма пуçланать. Эпир кăштах çĕр пултăр, эрози тапăнса ан кĕтĕр тесе навус купаласа çĕр лаптăкне тата 3 метра тăсрăмăр. Халĕ мăшăрпа выльăх-чĕрлĕх усрас ĕçпе çеç аппаланатпăр. Халĕ пирĕн професси – выльăх пăхакан,- тет Виктор Алексеевич кăмăллăн кулса. Иккĕшĕ те ялта ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. Тăван тăрăхĕ – Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу ялĕ.
Унччен çемье пуçĕ вунă çул пушар хуралĕнче инспекторта ĕçленĕ. Спортпа туслă пулнă. Кире пуканне икĕ минутра 70 хут йăтнă. Халĕ пĕртен-пĕр ачи Вадим та кирепе кăсăкланать. Вăл ялти шкулта вĕренет, çичĕ класс пĕтернĕ.
Кăмăла кайрĕ мана çак мăшăр. Пурнăç çине урă куçпа пăхаççĕ.
-Пурнăçра йăлтах виçеллĕ пулмалла: ĕçĕ те, канăвĕ те. Чăвашсем ытларах ĕçлеме юратаççĕ. Кану пирки манаççĕ. Купăс кĕвви ывăннине таçта хăваласа ярать. Мана уйрăмах Станислав Толстов кĕвĕленисем тата ĕлĕкхи юрăсем килĕшеççĕ, - терĕ Виктор Тягусев сывпуллашса.
 
: 658, Хаçат: 29 (1225), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: