Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
– Спортсăр тата лашасем-сĕр эпĕ пурăнаймастăп. Пурнăç илемĕн, унăн тĕллевĕпе пĕлтерĕшĕн пĕр пайĕ – лашасем, - каласа парать Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче пурăнакан Александр Владимирович Быков.
Александрпа пĕртăвансем Быковсен çемйинче тата пилĕк ача пулнă. Пурте вĕсем спортпа туслă.
Александр Владимирович тăван ялĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă. Çăмăл атлетика – унăн юратнă спорчĕ. Тĕрлĕ дистанцисене чупса районти, облаçри ăмăртусенче пĕрре кăна мар малти вырăнсене тухнă. 1979 çулта вунă класс пĕтерсе алла аттестат илсен качча тӳррех салтака илсе каяççĕ. Вăл Саратов облаçĕнчи Балаково хули çывăхĕнче вырнаçнă сывлăш çар вăйĕсен чаçне лекет. Кунта та ăна спортпа туслă пулни пулăшать. 1980 çулта ăмăртура Атăлçи çар округĕшĕн чупса пĕрремĕш вырăн йышăнать. Пултаруллă салтака 1981 çулта СССР хĕç-пăшаллă вăйĕсен хушшинчи çăмăл атлетсен ăмăртăвне яраççĕ. Александр Быков кунта виççĕмĕш вырăн илсе таврăнать. Пĕр тĕлĕнтермĕш пулса иртет салтакра. Киев хулине ăмăртăва каймалла пулнă. Быков унта вăхăтра çиттĕр тесе генерал хăйĕн самолёчĕпе вĕçтерсе ярать. Çав çулах Саратовра 3, 10 çухрăм дистанцисене чупассипе ăмăртса Александр Владимирович мала тухать, спорт маçтăрĕн кандидачĕ виçине тултарать. Хальхи нормативсемпе унăн спортри кăтартăвĕсем спорт маçтăрĕн виçине те çитеççĕ. Совет Союзĕ вăхăтĕнче спортри виçесем çирĕпрех пулнă.
1981 çулта салтакран таврăнсан та вăл спорта пăрахмасть. Куçăмсăр майпа Ульяновскри педуниверситетăн физвоспитани факультетне вĕренме кĕрет. 1981-1984 çулсенче пирĕн облаçра кăна мар, спорт тĕнчинче палăрнă тренер Николай Дмитриевич Карпов патĕнче тренировкăсем иртет. Малтан «Урожай», кайран «Труд» спорт обществисенче шутланса тăрать. Тĕрлĕ ăмăртусенче Ульяновск облаçĕн чысне хӳтĕлет. 1982 çулта Ленинградра «Дорога жизни» марафона хутшăнса 42 çухрăм та 195 метра юниорсем хушшинче пĕрремĕш чупса тухать. «Дорога жизни» вăл - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Ленинграда тăшман хупăрласа илсен, Ладога кӳлли урлă хывнă çăлăнăç çулĕ. Кашни çул иртекен сумлă марафона пин-пин спортсмен хутшăннă.
Тăван ял хăй патнех илĕртнипе Александр Владимирович 1984 çулта Кашана таврăнать. Кӳршĕллĕ Кунтикав ял шкулне физкультура учителĕ пулса вырнаçать. Кĕçех Аслă Нагаткинта ачасен спорт шкулĕ уçăлать. Александр Быкова çăмăл атлетика секцине илсе пыма чĕнеççĕ. Унта вăл 1998 çулччен аслă тренер пулса вăй хурать, нумай ачана спорта явăçтарать, тĕрлĕ ăмăртусене илсе çӳрет. Грамотăсем, дипломсем, медальсем пайтах çĕнсе илеççĕ вĕсем ачасемпе. Хăй 1989 çулта Ульяновск область командипе Орёл хулинче иртнĕ ăмăртура кубок çĕнсе илнĕ.
Александр Быков 1988 çулта çемье çавăрать. Мăшăр пулма Кунтикав хĕрне, хăйĕнчен тăхăр çул кĕçĕн Ирина Леонидовна Сидорована, суйласа илет. Шкул хыççăн Ульяновскри кĕнеке техникумĕнче «Товаровед» специальноçа алла илнĕ хĕр Кашана хаваспах куçать. Тепĕр çултан вĕсен Оля, икĕ çултан Таня хĕрĕсем çут тĕнчене килеççĕ. 2002 çулта Быковсен йăхне тăсакан Матвей ывăл çуралать. Хĕрĕсем ашшĕ пекех çăмăл атлетсем, Ольăпа Таня пĕрремĕш разрядлă спортсменсем. Матвей вара бокс суйласа илнĕ. Вăл эрнере виçĕ хутчен Чăнлă посёлокне тренировкăсене çӳрет.
Мĕн ачаран лашасемпе ĕçленĕрен-и – Александр Владимирович çав тĕлĕнмелле илемлĕ чĕр чуна питĕ юратать. Вĕсен мăнаçлă та илемлĕ чупăвĕпе яланах киленнĕ. Çавăнпах вăл 1989 çулта лаша туянать. Ульяновскри ипподромра лашасене чуптарать, спорт чупăвĕсене хутшăнать. Засечная ятлă лашине кӳлепепе (качалка) чуптарса вăл Тутарстанри Пăлхар, Пăва, Теччĕ хулисенче, Çĕпрелĕнче, Ульяновск облаçĕнчи Майнăра иртнĕ лашасен чупăвĕсене темиçе çул хутшăннă, малти вырăнсене тухнă. Мĕнле кăна парне çĕнсе илмен-ши! Иртнĕ çул лашине сутса Быковсем тиха туянаççĕ.
-Лашана сутсан çывăх çынна çухатнă пек пулчĕ, виçĕ уйăх хуйхăртăм. Халĕ те лăпланаймастăп, асран каймасть вăл. Тиха туяннипе, унпа ĕçленипе чуна пусаратăп. Тихана 2014 çулта ăмăртусенче чуптарма хатĕрлетĕп, - тет Александр Владимирович.
Лашана вĕсен килĕнче пурте юратаççĕ, пăхаççĕ. Ирина Леонидовна та кӳршĕ яла кайса килмелле пулсан çиччас лаша çине утланса ларать те унталла-кунталла çил пек вĕçтерсе килет.
2000 çултанпа Быковсем иккĕшĕ те Чулхула чукун çулĕ çинче ĕçлеççĕ: Александр Владимирович Чăнлă посёлокĕнчен тытăнса Новосёлки сали таранччен çула пăхса тăракансен бригадирĕ, Ирина Леонидовна Чăнлă посёлокĕнчи переездăн дежурнăйĕ.
 
: 603, Хаçат: 29 (1225), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: