Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Александра Иванова-Волкова Мелекесс районĕнчи Эврелĕнче Çĕнтерӳ кунĕнче çуралнă. Шăп та шай 1945 çулхи çу (май) уйăхĕн 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕскере Аслă вăрçă ахрăмĕ мĕн иккенне курма-тӳсме тивет: выçăллă-тутăллă, çити-çитми пурнăç, пĕчĕккĕллех хире ĕçлеме тухни, калхусран хулана ярас теменни...
Анчах туслă та юратуллă çемьере ӳсни, ырă çынсемпе хутшăнни ун чунне арканма памасть, пултаруллă пикере ырă вăрлăх акать. Пурнăçĕ ăнать темелле Александра Петровнан. Çын хушшинче яланах лăпкăлăхĕпе, ыркăмăллăхĕпе уйрăлса тăрать. «Сар хĕвел пек илĕртӳллĕ те вашават, уçă кăмăллă, çутă хĕрарăм вăл – пирĕн Александра Волкова», - теççĕ ун пирки «Телей» ушкăн юрăçисем.
- Çемьере эпир пиллĕкĕн ӳснĕ. Шкул хыççăн Мелекесри ял хуçалăх техникумне пĕтертĕм. Ветеринар специальноçне алла илнĕскер Эврелнех таврăнтăм. Мана хуçалăхри чăх-чĕп витин пуçлăхне суйларĕç,-аса илет Александра Петровна.- Геннадий Волкова качча кайса виçĕ ача çуратрăм. Кавир кăларакан фабрикăра ĕçлемелле пулчĕ. Унтан 33 çул Димитровградри автоагрегат заводĕнче вăй хунă – саппас пайĕсем кăларнă çĕрте слесарь-сборщик ĕçне пурнăçланă . 2000 çулта тивĕçлĕ канăва та çавăнтан тухрăм. Тата шăп та шай пилĕк çул – 60 тултариччен – ĕçлерĕм. Тав çырăвĕсем, Хисеп хучĕсем нумай манăн. Ачасене ӳстерме аттепе анне – Петр Николаевичпа Надежда Степановна — нумай пулăшрĕç. Эпир пĕр çуртра пурăнтăмăр. Иккĕшĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пулчĕç: анне 88, атте 92 çул тултарса пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕç. Тавах вĕсене пире ырă кăтартнăшăн. Ал-ури хытса çӳçĕ шуралсан вара ватлăхĕ канлĕ пултăр тесе вĕсене хамăр пăхрăмăр.
Çамрăкранах чăваш кĕвви-çеммине юратнăран пенсире Александра Волкова «Телей» юрă ушкăнне çӳреме пуçлать. Ултă çул ĕнтĕ Петр Улюкин ертсе пыракан йышпа Мелекесс районĕнчи пур чăваш уявĕсене те хутшăнать вăл. «Ман упăшка çуралнă Чăваш Темерлик ялĕнче ватти те, вĕтти те юрлама юратать. Эпĕ те çавăнта юрлама хăнăхрăм, вĕрентĕм темелле пуль,-терĕ Александра Петровна.- Паян ансамбль юрăçисем эрнере пĕр хутчен пухăнаççĕ. Пирĕн репетицисем шавлăн, кăмăллăн иртеççĕ. Халиччен пухăнмалли ятарлă вырăн та пулман пулсан паян, пĕр ӳстермесĕр калатăп, «Телей» юрăçисем телейлĕ. Эврелĕнче культура центрĕ валли пĕр пӳлĕм уйăрнă – ăна май килнĕ таран хăтлăлантаратпăр».
Волковсен икĕ мăнук, пĕр кĕçĕн мăнук. Килте канăçлăх хуçаланать. Хĕллехи вăрăм каçсенче Александра Петровна ал ĕç тăвать, тĕрлет, çыхать. Çулла пахчара ĕçлеме юратать. «Эп пурăнма юрататăп, ял-йыша, тăван-пускиле хаклатăп»,-тет вашават хĕрарăм хăй ăраскаллине систерсе.
 
: 617, Хаçат: 29 (1225), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: