Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Пирĕн облаçра тава тивĕçлĕ, мухтавлă ентешсем нумай пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри – 2004 çулта Раççей Тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççейри кикбоксинг федерацийĕн чи лайăх тренерĕ, 2001 – 2004 çулсенче Ульяновск облаçĕнчи, Ульяновск хулинчи кикбоксинг федерацийĕн чи лайăх тренерĕ ятсене тивĕçнĕ, регионти çапăçу искусствисен «Золотой пояс – 2010» премийĕн лауреачĕ, Ульяновск патшалăх университетĕнчи физкультура кафедрин доценчĕ Владимир Александрович Мерчин.
Çăмăл пуçланман пултаруллă спортсменăн, Раççейĕпе мухтава тивĕçнĕ тренерăн пурнăçĕ. Хăй каланă тăрăх, шăпах пурнăçри йывăрлăхсем ăна ялан çĕнтерме, ялан малта пыма, йывăрлăх шăтăкĕнчен мĕнле те пулин тухса ӳкме хистенĕ, малалла талпăнма вăй-хал панă.
Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Аксу ялĕнче 1959 çулта çуралнă вăл. Çемьери виçĕ ачаран асли. Анчах пĕчĕк чухнех ашшĕпе амăшĕ Новосибирск облаçне тухса каяççĕ. Унтах Владимир Александрович пĕрремĕш класс пĕтерет. Иккĕмĕш класа Кĕçĕн Аксура вĕренет. Ашшĕпе амăшĕ Ульяновск тăрăхне куçса килсен Теччĕ шкулĕнче ăс пухать. Вăтам тата аслă классенче вара Ульяновскри 56-мĕш шкулта вĕренет.
-Ачалăх ман выçăллă та йывăр иртнĕ. Пĕчĕкле эп рахитлă та начаркка пулнă. Çимелли çителĕклĕ пулманнипе. Анчах пирĕн çемье темле укçа пулмасан та çынран кивçен укçа илмен. Анне заводра урай çăватчĕ, атте – лавккара тавар пушататчĕ. Хамăн пурнăçри пĕрремĕш урок пуçран тухмасть. Анне сĕт илме ячĕ. Тулли бидон йăтса пынă чухне çул çинче мана мотоцикл çапса хăварчĕ. Ывăтăнса кайрăм, паллах, сĕт тăкăнчĕ. Хам сурансем ăшĕнче, аран уксахласа утатăп. Киле çитрĕм те – анне пуш бидона курсан тарăхрĕ, выçă шăллăма çитерме сĕт çуккипе мана патак лектерчĕ. Çавăн чухне пурнăçра çак чухăнлăхран тухма, темле тар тăкмалла пулсан та лайăх пурăнма тĕллев лартрăм. Каникул хыççăн шкула кайсанах самбо секцине çырăнтăм. Çулталăкран унта çӳреме атте чарчĕ, мĕншĕн тесен пирĕн тăван самбăпа кĕрешсе йĕтес шăммине хуçнăччĕ. Çав вăхăтра эп «Ласковый тренер» кĕнеке вуланăччĕ. Кун хыççăн бокс секцине кайма кăмăл çĕкленчĕ. Хулари 6-мĕш шкулта ăна Анатолий Курдюмов ертсе пыратчĕ. Ку спортра эп хама кăтартма пултартăм. Унтан тренировкăсем пединститутăн иккĕмĕш хутне куçрĕç. Шкул пĕтернĕ тĕле эп облаçри паллă боксёр пулнă тесен пĕртте йăнăш пулмасть. Облаçри кăна мар, Раççейри ăмăртусенче те малти вырăнсем йышăннă. Çавăнпа 1976 çулта шкул пĕтерсен ман умра пĕтĕм çулсем уçă пулнă темелле, вăл вăхăтра (халь те ĕнтĕ) аслă вĕренӳ шкулĕсем спортсменсене хаваспах вĕренме илетчĕç. Шкулта та начарах вĕренмен ĕнтĕ. Çапах та танк училищин пуçлăхĕ чĕннипе çакăнта ĕçлеме тытăнтăм. Пĕр çултан Ульяновскри ял хуçалăх институтне ветеринари факультетне вĕренме кĕтĕм. Пурнăç аванланма тытăннăччĕ, эп ăмăртусене çӳреттĕм, ачасен спорт секцине илсе пыраттăм, укçа ĕçлесе илеттĕм. Анчах тепĕр йывăрлăх сиксе тухрĕ, эп иккĕмĕш курсра чухне, 19 çултаччĕ, ăнсăртран анне чирлесе вилчĕ. Аннен вил тăпри çинче йĕре-йĕре шăллăмпа йăмăка çынна кăларма сăмах патăм. Шăллăм çиччĕмĕш класра, йăмăк пĕрремĕшĕнче тăлăха юлчĕç. Анне пур чухне атте çемьешĕн тăрăшатчĕ, укçа пултăр тесе хĕлле кăçатă йăваласа сивĕ районсене кайса сутатчĕ. Анне вилсен вара вăл хăйне алла илеймерĕ, ĕçме ерчĕ те виçĕ инфаркт хыççăн çĕре кĕчĕ, - аса илет вăл.
Владимир Мерчин панă сăмахне тытать, шăллĕне шкул хыççăн чукун çул техникумĕнче, кайран институтра вĕрентет, йăмăкĕ медицина училищинче вĕренсе професси илет. Вĕсене тетĕшĕ пурнăç çулĕ çине çирĕп тăрса çемье чăмăртама пулăшать.
Хăй институт пĕтеричченех, пиллĕкмĕш курсра, çемье çавăрать. 1982 çулта институт пĕтернĕ çамрăка салтака илеççĕ. Унтан таврăнсан ăна ял хуçалăх институтне ĕçлеме чĕнеççĕ. Икĕ çул вăл наука сотрудникĕнче тăрмашать. Анчах çамрăк специалист хăйĕн пĕлĕвне ĕçпе çирĕплетес тĕллевпе Майна районĕнчи Калинин ячĕллĕ колхоза ĕçлеме каять. Унта Владимир Александрович 1985-1993 çулсенче тĕп выльăх тухтăрĕнче вăй хурать. 1989 çулта Майна районĕнчи чи лайăх выльăх тухтăрĕ ятне тивĕçет.
«Спорт, спорт тата та спорт» девизпа пурăнса Владимир Мерчин институтра вĕреннĕ чухне çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвать: 1976, 1977, 1978 çулсенче Раççейри студентсемпе преподавательсен «Буревестник» спорт обществин ăмăртăвĕсенче кĕмĕл медальсем çĕнсе илет, 1977 çулта юниорсем хушшинчи первенствăра бронза медаль, 1979 çулта СССРти студентсем хушшинчи чемпионатра кĕмĕл медаль илет. Çав çулах вăл бокспа спорт мастерĕн виçине тултарать. 1980 çулта ăна СССР олимп сборнăй командине кĕме кандидата тăратаççĕ.
1993 çулта спортсмен боксран кикбоксинга куçать, Ульяновска таврăнать.
1994 çулта Владимир Александрович Ульяновскри патшалăх университечĕн физкультура кафедринче ĕçлеме тытăнать, малтан аслă преподаватель, 2005 çултанпа доцент должноçĕсенче вăй хурать. 1999 çулта студентсем хушшинчи ыйтăмпа Владимир Мерчина университетри чи лайăх преподаватель тесе йышăнаççĕ.
Тренер ĕçне те пуçĕпех кӳлĕнет вăл. «Кăнтăрлаччен эп преподаватель, кăнтăр хыççăн – «Альтаир» клубăн тренерĕ. Çапла – çирĕм çула яхăн», - калать вăл хăй пирки. Хальхи вăхăтра «Симбирцит» пĕрлĕхĕн спорт клубĕн заведующийĕ те шутланса тăрать. Пĕр вăхăтрах çав клубра ачасене кикбоксинг ăсталăхне вĕрентет. Тĕрлĕ çулсенчи 60 ача эрнере виçĕ хутчен çӳрет тренировкăна.
Саныч тесе чĕнеççĕ ăна хăйĕн воспитанникĕсем. Хисеплеççĕ, итлеççĕ, тренер вĕсенчен вăйлă спортсмен кăна мар, чăн-чăн çын тума тăрăшнине ăнланаççĕ, çакăншăн тав тăваççĕ.
Мерчинăн воспитанникĕсем хушшинче çакăн пек паллă спортсменсем: çамрăксем хушшинче кикбоксингпа Европа тата Раççей чемпионĕ, Раççей спорт мастерĕ Р.Басыров; хĕрарăмсем хушшинчи Европа чемпионĕ, пилĕк хутчен Раççей чемпионĕ, тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призёрĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Ю.Черненко; виçĕ хутчен Европа чемпионĕ, виçĕ хутчен тĕнче чемпионĕ, ултă хутчен Раççей чемпионĕ, тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Д. Айзятулов.
-Эп вĕрентнĕ спортсменсем пысăк çитĕнӳсем тунипе, манран лайăхрах пурăннипе савăнатăп. Хам пурнăçа ачасене паратăп, çынсенне те, хамăнне те. Манăн пилĕк ача, пĕрне усрава илнĕ. Çын пурнăçĕн пĕлтерĕшĕ – ачасем çуратса вĕсене тĕрĕс воспитани парса çынна кăларасси тесе шутлатăп. Вĕсем пирĕнтен авантарах пурăнччăр тесе тăрăшни. Пурнăçри ытти япаласем – хĕвĕшӳ кăна. Эп хамăн ачасене питĕ юрататăп. Нихăçан та, никам та çак юратупа танлашса виçе çине тăраймĕ, - хальхи девизне пурне те пĕлтерет паллă спортсмен Владимир Мерчин.
 
: 997, Хаçат: 29 (1225), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: