Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акă тепĕр вĕренӳ çулĕ те вĕçленчĕ. И.Я. Яковлевăн 165 çулхи юбилейне чыслă ирттертĕмĕр. Облаçра чăваш чĕлхине çĕнетсе янăранпа та 20 çул иртрĕ.
Чӳрекел шкулĕнче вĕренекенсем иртнĕ вĕренӳ çулĕнче нумай ырă ĕç туса ирттерчĕç. Тăхăр класс пĕтерекенсем хăйсен пултарулăх ĕçĕсемпе савăнтарчĕç. Анна Садовниковапа Анна Коновалова «Канаш» хаçат ирттерекен конкурсра çĕнтерӳçĕсем пулчĕç. Кĕçĕнрех класра вĕренекенсем те тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕçĕсем те хаçатра пичетленсех тăчĕç.
Эпир вырăс шкулĕнче вĕренекен ачасене эрнере пĕр сехет кăна чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе паллаштаратпăр, темле тăрăшсан та «урлă» сиксе каçаймастпăр. Тăхăр класлă шкулта вĕренекенсен мĕн пĕлнипех çырлахма тивет.
Шкулти ытти уроксенче ачасем веçех вырăсла калаçаççĕ, мĕншĕн тесен пирĕнни пек шкулсем вырăс программипе ĕçлеççĕ.
Хальхи вăхăтра тăхтавсенче ачасем пĕр-пĕринпе чăвашла калаçаççĕ, концертсенче чăвашла юрлаççĕ, чăвашла сăвăсем вуласа параççĕ.
Икĕ чĕлхе вĕренсе ик енлĕ ăс пухаççĕ. Ачасем питĕ маттур. Район, область, Раççей тата пĕтĕм тĕнчери халăхсен хушшинче иртекен конкурссене хутшăнма та хăрасах тăмаççĕ.
Кăçал эпир Раççей Президенчĕ Владимир Путин патне «Мы против сжигания сухих трав» темăпа чĕнӳ çыртăмăр тата «Флаг будущего» конкурса хутшăнтăмăр. Вăл пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртрĕ. Ачасем хăйсен ӳкерчĕкĕсемпе тата сăн ӳкерчĕкĕсемпе мала тухаççĕ. 8-мĕш класра вĕренекен Катя Шкаликова илемлĕ ӳкерме, чăвашла çырма, юрлама, ташлама пултарать. Вăл районти олимпиадăсенче 1-мĕш вырăнсем çĕнсе илчĕ, «Ученик года» конкурса хутшăнчĕ. Катя пур енĕпе те пултаруллă, ăслă, сăпайлă хĕрача.
4-мĕш класра вĕренекен Алёна Белова та тĕрлĕ енĕпе палăрать. 6-мĕш класри Ангелина Белова, Настя Садовникова, Алёна Волынщикова тата Ольга Киверова «Верую» конкурса хутшăнса шкул ятне хӳтĕлерĕç. Аня Коновалова «Виртуальная экскурсия в эпоху 50-х годов» конкурсра 3-мĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илчĕ. Чăваш чĕлхи урокĕсенче эпир халăхăмăрăн йăли-йĕркипе паллаштаратпăр, пĕлĕвне пуянлататпăр, çут çанталăка сыхлама вĕрентетпĕр, çын хуйхине ăнланса пулăшма хăнăхтаратпăр. Чăваш чĕлхине вĕреннин усси нумай енлĕ. Кăçалхи облаçри олимпиадăра та чăваш чĕлхипе 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Анчах пуласлăх шанчăклă мар-ха. Ĕлĕкхи вăхăтра чăваш шкулне пĕтерсе пысăк çын пулнине паянхипе танлаштарма йывăр. Ун чух мĕнпур предмет чăвашла пулнă. Хальхи вăхăтри чăваш урокĕсен тĕллевĕ вара – ачасене ÇЫН пулма вĕрентесси. Чĕлхемĕре вĕрентекенсен тĕллевĕ – халăхăмăра юратса, йăла-йĕркине ăнланса Раççейăн ытти наци хушшинче тирпейлĕ пурăнма, чăваш ятне çӳле çĕклеме вĕрентесси. Çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлеççĕ те чĕлхемĕре вĕрентекен учительсем. Вĕсем пурте хисепе тивĕç.
 
 
Майна районĕ,
Чӳрекел шкулĕ.
 
: 583, Хаçат: 29 (1225), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: