Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пӳлĕмре лăк тулли халăх. Сывлама çук пăчă. Урамра ахаль те хĕвел пĕр шелсĕр хĕртет тата Турă кĕтессинчи сĕтел çинче çунакан çуртасем те вĕри параççĕ.Килте тин хутнă кăмакари пекех туйăнать. Латăн шăрши сарăлнă. Пурте кĕлĕ тытăнасса кĕтеççĕ. Кĕлĕ тăваççех пуль ĕнтĕ теççĕ.
Хушăран ватă çын хӳхлевĕ шăплăха çурать. Кинеми пӳлĕм варринчи шурă тупăк тĕлĕнче татăлса йĕрет. Çак сасă пурин чĕрине те хурлантарать, хурчка чĕрни пек тăрмаланăнах туйăнать. Çам-çамрăк шуранка пикен аллине майĕпен ачашлать хĕрарăм. Чĕтрекен пӳрнисемпе мăнукĕн вилĕм кĕпине тирпейлĕн якатать, усăнса аннă шурă çивиттине меллĕн вырнаçтарать.
—Мĕншĕн ман пата тарса пымарăн, хăвăн çине пысăк çылăх илнĕ эс, мăнукăм, иксĕмĕр темле йывăрлăхсене те çĕнтерейнĕ пулăттăмăр! - кăшкăрса макăрать хура тутăрлă çулланнă хĕрарăм.- Айăплă, айăплă эп сан умăнта. Аçуна итлерĕм. Кам шутланă эсĕ сар хĕвел айĕнче те чăн тамăкри пек пурăнать тесе?! Аскăнчăк амăшĕпе пĕрлех пурăнччăр, куç ан куртăр терĕ ывăл. Эпĕ, ухмаххи, итлерĕм. Хĕрĕсем те амăшĕ хăраххиех пуль-ха тесе тулхăрчĕ пĕртен-пĕр ачам. Ывăнчĕ ĕнтĕ вăл та, ăна та ăнланма пулать. Аннӳ, Вероника, сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ пулса упăшкин çунатти айĕнче пурăнас темерĕ çав. Мăшăрĕ çумĕнчех ют арçынсем çине пăхма хăтланчĕ. Ай-уй, хăтланчĕ çеç-и, туха-туха кайса çӳреме пуçларĕ. Пӳтсĕр ĕçкĕç «тусĕсем» килех килме тытăнсан Мишша тӳсеймерĕ, Гальăна килтен кăларса çапрĕ. Ачисене, санпа йăмăкна, чунăмçăм (ĕсĕклесе такмакла-такмакла макăрать), мĕн тери илсе юласшăнччĕ. «Анне, вăл мана хĕрле качча кайман, те ман-ха вĕсем, те манăн та мар. Хĕрачасене илсе юлсан ун валли ытла та ырлăх пулĕ, çуратнă — пăхтăр вĕсене хăех»,-терĕ. Çапла тума мăнкăмăллăхĕпе кӳренĕвĕ хистенĕ ĕнтĕ ăна. Асса çӳресен-çӳресен, тен, таврăнĕ терĕ ĕнтĕ вăл. Епле пулсан та юрататчĕ-çке Галинăна. Тĕпренчĕкĕсене амăшĕнчен уйăрса пĕчĕкскерсене хăйне майлă юратупа юратакан арăмне кӳрентерес темерĕ-ши? Инфарктпа вилчĕ, нумай та пурăнаймарĕ ывăлăм та. Халь ак эс те, Вероника, аçу патне каятăн. Ытла та çамрăк-çке, вун саккăрта анчах. Мĕншĕн шырамарăм-ха эп сире, калаçтарса та пулин илсе каймалла пулнă.Эсир аннӳ ялне килнĕ пулнă иккен. Тĕлĕкре те тĕлленмен Галя ялта пурăнма шухăшласса, пултарасса.
—Хăй килмен ĕнтĕ вăл, ăна, çын култарса йĕркеленсе çӳрекенскере, Чĕмпĕрти тăванĕсемех тупса вăйпа тенĕ евĕр ашшĕ-амăш килне килсе янă терĕç. Хулара та пурне те тарăхтарса çитернине кура куçĕсемпе курас килмен ĕнтĕ. Машина тытсах килне килсе янă терĕç,-терĕ хăмăр батист çине хура чечексем ӳкернĕ тутăр çыхнă ял карчăкĕ. Каланă хушăра аллипе шав тутине шăлчĕ вăл. Çапла майпа хăйĕн сассине никам та ан уйăрайтăр, виле çинче сăмахлани аван мар терĕ-ши?
—Ĕнтĕ ялта арçынсенчен чи кахалли анчах Галя патĕнче пулман пуль, ӳркенментереххисем каç кӳлĕм ĕçе кайнă пек кĕрсе тухаççĕ Кăркассен килне. Эх, апăрша, хĕрарăм апла пӳтсĕр пулни ял çыннисемшĕн те виçесĕр ырату вăл.Хĕрĕсене çăмăл пулман. Пĕри пĕчĕккĕ-ха, нимĕн те ăнланмасть пуль хальлĕхе. Уншăн юнашар амăшĕ пултăр, ĕçме-çиме. Тата ачашлăхпа çепĕçлĕх ĕнтĕ пăртак,-терĕ пилĕк-çурăмĕ йывăр ĕçпе кукăрăлнă типшĕм хĕрарăм кӳршин сăмахне малалла тăсса.
—Эй, мĕн каласан та ял пурнăçĕ – ал тупанĕ çинчи пек. Чысне çухатса çапла пурăнмалла-и ĕнтĕ? Нивушлĕ арçынсемпе эрех-сăра ĕçсе аскăнса пурăннине пурнăç илемĕ теççĕ-ши?- кулянать çемьеллĕ хĕрарăм. Вăл та амăш-çке, ун та килĕнче ачасем ӳсеççĕ.Вăл тата мăшăрне савакан арăм та. Галя пек астаруçăсене пула арçынсем çылăх тăваççĕ те тепĕр чух. Вара ырă çемьех арканать.
—Чăтайман ĕнтĕ Вероника амăшĕн йĕрĕнчĕк хăтланăвне, çакăнса вилнĕ. Тен, хăратас тенĕ пуль çывăх çыннине, тен, шутласах тунă. Анчах вăл халь ав тупăкра выртать. Амăшĕ пĕртте куляннă, ӳкĕннĕ пек туйăнмасть. Хăйне айăплă та тытмасть. Тăрать ав тунката пек хытса. Йĕмест те, тупата Турăшăн та. Нивушлĕ чĕри чулланнă,-хӳхлет хăçан-тăр Вероникăн хĕр тантăшĕ пулнă пикен амăшĕ, Клавди.- Хулана вĕренме кайĕччĕ – кам кĕтет ăна унта? Хамăр пата илес пурăнма – амăшĕ хурчка пек. Куçа чавса кăларать. Турă каçартăр та, хĕрĕпе укçа тăвать тетчĕç ĕнтĕ юлашки вăхăтра. Çамрăк ӳтпе хытса кайнă хĕрарăм кĕлеткине епле танлаштарăн. Камшăн ытларах укçа пани паллă ĕнтĕ. Тăван хĕрне арçынсене сутакан хĕрарăм хĕрарăм-и вăл. Килĕнчен тухса каймалла пулнă тĕнче хĕрне. Çичĕ тинĕс хĕррине. Тĕнче аслă-çке. Пурин валли те вырăн çитет унта. Мĕскĕн, ĕлкĕреймерĕ. Çамрăк ĕмĕрне хăйĕн аллипе татрĕ.
—Лере, канăçне тупĕ-ха ĕнтĕ. Намăс, килĕшӳсĕр ĕçпе урăх аппаланас çук вăл унта. Урăх ĕç тупĕ. Амăшĕ ав хĕрĕсене качча кайиччен чысне упрама вĕрентес вырăнне ырă ячĕсене çĕртсе пурăнать. Ирсĕр хĕрарăм, намăссăр.
—Леш тĕнчере те çăмăл пулас çук мĕскĕне. Епле чăтĕ-ши? Телейсĕрскер.
…Ял карчăкĕсем кĕлĕ вулама пуçларĕç. Пачăшкă урăх яла кайнă терĕç.Асламăшĕ патне ял тухтăрне чĕнтермелле пулчĕ – тăнне çухатса кайса ӳкрĕ вăл.Сăн-пичĕпе ашшĕне каснă лартнă мăнукне вилĕмрен çăлса хăварайманни, маларах шыраманни асаплантарчĕ ăна.
—Кам шутланă çапла пуласса, пĕлнĕ пулсан ӳкес вырăна улăм сарса хунă пулăттăмăр теççĕ шурсухалсем. Вилĕм ӳкĕнĕçсĕр пулмасть ĕнтĕ вăл,-терĕ ватă хĕрарăма фельдшер. Çак сăмахсемпе ун кăмăлне çемçетес терĕ ĕнтĕ. Анчах та асламăш хуйхи-суйхи чикĕсĕррине, ăна вăхăт çеç пăртак çăмăллатма пултарассине пĕлмест мар тухтăр. Ытла та пысăк вăл – манми хуйхă.
Вероникăна масар çинчех пытарма ирĕк пачĕç. Ĕлĕкрех хăйсем çине алă хурса вилнĕ çынсене çăва тулашне пытарнă. Халь ăна-кăна пăхса тăмаççĕ ĕнтĕ нумайранпа ку ялта та.
Масар çинчен кĕрекенни кĕчĕ асăнма Кăркасси килне, кĕменни кĕмерĕ. Гальăн тăванĕсем веçех çынла пултăр тесе яшки-çăкăрне те, пăтă таврашне те веçех хатĕрлерĕç. Хĕре шеллесе калаçрĕç. Малти пӳрте тупăк тăнă пӳлĕме çеç хальлĕхе никам та кĕме хăяймарĕ. Диван çинче пĕчĕк хĕрача вылять. Çурта çунакан тĕлте лутра пукан çинче амăшĕ ларать. Сĕтел кĕтессинче тетрадьрен çурса кăларнă хут татки выртать. «Анне, эпĕ сана питĕ юрататăп, анчах кун пек урăх пурăнаймастăп»,-тенĕ унта. Тăсарах çырнă почеркĕнчен пике шутсăр васкани курăнать. Çӳхе мăйĕнчен амăшĕн пиçиххийĕпе çакăннă. Халь çук ĕнтĕ вăл.
—Вероника урăх çук,-терĕ те хĕрарăм кĕçĕн ачине ыталаса кăшкăрса йĕрсе ячĕ.
— Эсĕ вĕлертĕн ăна, - илтĕнчĕ кăмака хыçĕнчен асламăшĕн вăйсăр сасси. Йĕрес тесен те урăх куççуль те, сасси те тухмарĕ унăн мăнтарăн куçĕнчен. - Айăплă, эпир те айăплă. Каçар пире, ухмахсене, каçар. Упраймарăмăр, пуçна çирĕмĕр, санăнне, Вероника.
 
: 746, Хаçат: 29 (1225), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: