Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Наганов урамĕ
Алексей Фёдорович Наганов Кивĕ Майна районĕнчи Красная Река ялĕнче 1915 çулта çуралнă. Шкул хыççăн кĕçĕн командирсен, кĕçĕн лейтенантсен курсĕсене кайран «5» паллăсемпе Минскри пехота училищине пĕтернĕ.
1940 çулта Наганов лейтенанта 333-мĕш стрелоксен полкĕн взвод командирне çирĕплетеççĕ.
Тăшман пирĕн çĕре тапăнса кĕрсен Брест крепоçĕн Тересполь хапхине хӳтĕлекенсем мĕнпур йывăрлăха хăйсен çине илеççĕ. Наганов ертсе пыракан Хĕрлĕ çар салтакĕсем шăпах çакăнта тăнă. Тăшмансем хапхана çĕмĕрсе кĕрсе Цитаделе çавăрса илесшĕн пулаççĕ. Тан мар çапăçура нумай салтак пуçне хурать.
1949 çулта çак крепость пулнă вырăнта шырав ĕçĕсем ирттереççĕ. Кирпĕчпе вак чул айĕнче совет салтакĕсен шăммисем выртнă. Çурма çĕрĕк гимнастёрка кĕсйинче Нагановăн комсомол билетне тупаççĕ. Çумĕнчех сумкки тата пеме авăрланă пистолечĕ.
Алексей Наганова вилнĕ хыççăн Отечественнăй вăрçăн 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Çĕнĕ хулари пĕр урама ун ятне панă.
 
Михайлов врач урамĕ
Тури Террасăри пĕр урам ятне 2-мĕш рангри çар тухтăрĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Фёдор Михайлович Михайлов ячĕпе 1965 çулта панă.
Революциччен вăл «Николаев» крейсер çинче матросра хĕсметре тăнă, матроссен пăлхавне хутшăннă. Çавăншăн ăна персе пăрахмалла тунă. Вилĕмрен Фёдор Михайлова 1917 çулхи революци çăлса хăварнă. Вăл Зимний двореца штурмланă çĕрте çапăçнă. Каярах тухтăра вĕренсе тухнă.
1935 çултан тытăнса Языково посёлокĕнчи пульницан тĕп тухтăрĕнче ĕçленĕ. Аслă вăрçă тытăнсан (1941 çулта) вăл нимĕçсем тытса илнĕ Славуте хулинче вăрттăн организацин членĕ пулса тăнă. Пĕр сутăнчăк кăтартнипе ăна нимĕçсем арестленĕ, асаплантарнă, кайран халăх умĕнче вĕлернĕ.
 
: 660, Хаçат: 29 (1225), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: