Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнче шкулсемпе шкулчченхи учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕррине тĕрĕслеме пуçланă.
Кăçал патшалăх пушар надзорĕн органĕсен пурĕ 897 вĕренӳ учрежденине тĕрĕслемелле, вĕсенчен 464 шкула, 366 ача садне тата ачасене хушма пĕлӳ паракан 67 учреждение.
Вĕсене йĕркене кĕртме кăçал 400 миллион тенкĕ уйăрса панă. Хальлĕхе 162 миллион тенкипе кăна усă курнă.
Облаçри 20 шкул вĕренӳ çулне хатĕррине çирĕплетнĕ: Димитровград хулинче – 7, Кузоватово районĕнче – 6, Мелекесс районĕнче – 4, Тереньга районĕнче – 2, Инза районĕнче – 1.
Апат-çимĕç йӳнелнĕ
Ульяновск облаçĕнче хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕсем чакнă.
Статистика кăтартăвĕсемпе, пăрупа сысна, чăхă ашĕ, пĕçерсе тунă кăлпасси, ӳсен-тăран çăвĕ, шăнтнă пулă, тăвар, çăнăх, çăкăр, вир кĕрпи, вермишель, чĕрĕ купăста, кишĕр, панулми йӳнелнĕ. Сахăр песукĕпе макарона çав хакпах сутаççĕ.
Çапла вара пирĕн регион Атăлçи федераллă округри регионсем хушшинче хаксем пĕчĕк пулнипе çиччĕмĕш вырăн йышăнать. Сысна, чăхă ашĕ, сĕт пирĕн регионта чи йӳнни.
Ульяновск облаçĕнче пурăнма чи кирлĕ апат-çимĕç пуххин хакĕ 2567 тенкĕ те 67 пус. Ку Раççейри вăтам кăтартуран 13,5 процент, Атăлçи федераллă округринчен 5,1 процент пĕчĕкрех.
110 пин гектар вырса кĕртнĕ
Облаçри уй-хиртен 110 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса кĕртнĕ (мĕнпур лаптăкăн 21 проценчĕ, 270,4 пин тонна). Вăтам тухăçлăхĕ – гектартан 24,7 центнер.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртессипе Атăлçи федераллă округра пирĕн регион виççĕмĕш вырăнта. Маларах – Самар тата Саратов облаçĕсем. Тыр-пулăн тухăçлăхĕпе Ульяновск облаçĕ иккĕмĕш вырăнта (Мордва Республики маларах, гектартан 25,5 центнер илеççĕ, Атăлçи федераллă округра – – 18,4, Раççейре – 28,7).
Тыр-пул пуçтарса кĕртессипе хальлĕхе Çĕнĕ Спасск (50,4 процент), Радищево (39,2), Çинкĕл (37,7), Кивĕ Майна (36,9), Николаевка (31,5), Павловка (30,9) районĕсем малта пыраççĕ.
Кузоватово, Мелекесс, Çĕнĕ Малăкла, Кăлаткăпуç, Ульяновск, Чартаклă районĕсенче те акнă лаптăкăн 20-30 процентне вырса пуçтарнă.
Чи пысăк тухăç Мелекесс (33,2 центнер), Чартаклă (30,9), Ульяновск (28,6), Çĕнĕ Малăкла (27,5), Кузоватово (27,3) районĕсем илеççĕ.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин сăмахĕпе, кăçал вырма унчченхинчен иртерех тытăннă. Анчах çумăрсене пула вăхăтлăха ĕçе чарма тивнĕ
 
: 1151, Хаçат: 30 (1226), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: