Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наци культура автономийĕн (УОЧНКА) председателĕ Владимир Ильич Сваев 70 çул тултарнине паллă турĕ.
Вăл область кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни, облаçри Национальноçсен Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн Ульяновск облаçĕнчи сут-илӳ тата экономика представителĕ, Чăваш наци конгресĕн (ЧНК) Ульяновск облаçĕнчи полномочиллĕ представителĕ, УОЧНКА çумĕнчи чăваш усламçисен «Эртел» ушкăн ертӳçи.
В.И.Сваев ĕçне Ульяновск облаçĕн «За веру и добродетель» Хисеп паллине, Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвне, «За заслуги перед Чувашской Республикой» орден медальне парса хакланă.
Юбилей хыççăн эпир унпа курса калаçрăмăр.
-Владимир Ильич, эсир УОЧНКАна 2003 çултанпах ертсе пыратăр ĕнтĕ. Обществăлла ĕç сирĕн пурнăçăрта мĕнле вырăн йышăнать?
- Эпĕ ачаллах çынсемпе хутшăнса, килĕштерсе ĕçлеме хăнăхнă. Кивĕ Улхаш шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтрах эпир концертсем лартаттăмăр, стена хаçачĕсем кăлараттăмăр. Пионер организаци дружинин командирĕ те пулнă эпĕ. Хулана килсен комсомол ĕçне хутшăннă. Заводра профсоюза кĕнĕ, цех комитечĕн председателĕн çумĕ пулнă. Яла килсен бригадăри парти организацин секретарĕн тивĕçĕсене туса пынă. Кайран Аслă Нагаткина куçсан мана посёлок тата район совечĕсен депутачĕ пулма суйланă. Халăх депутачĕсен облаçри Канашĕн депутачĕ те, облаçри Обществăлла палата членĕ те пулнă эпĕ.1983 çулта Чăвашкассинче пĕрремĕш хут И.Я.Яковлев кунне ирттернĕ çĕре те хастар хутшăннă. 1992 çулта Кивĕ Улхашра облаçри чăвашсен пĕрремĕш конференцийĕ иртрĕ. Унта область администраци пуçлăхĕ Ю.Ф.Горячев хутшăннăччĕ. Мана конференцин тĕп докладне çырма шанчĕç, кайран ăна трибуна çинчен вуласа патăм. Çапла вара эпĕ обществăлла ĕçсене пурнăç тăршшĕпех илсе пыратăп. Облаçри миграци службин пуçлăхĕн вырăнĕнчен тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн автономие ертсе пыма пуçласан вара пĕтĕмпех обществăлла ĕçсем çине куçрăм.
- Эсир Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн Ульяновск облаçĕнчи суту-илӳ тата экономика представителĕн ĕçĕсене те туса пыратăр вĕт-ха.
-Çапла, анчах унăн ĕçĕсене эпĕ маларах та официаллă майпа çирĕплетиччененех туса пынă. Манăн кунти тивĕç – Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ туслă пурăнччăр тата экономикăпа культурăра пĕр-пĕринпе тачă ĕçлеччĕр тесе çыхăнма пулăшасси. Кунта ĕçсем сахал мар турăмăр. Чи малтан 2006 çулта Шупашкарта эпир хастар хутшăннипе регион пуçлăхĕсем – С.И.Морозов тата Н.В.Фёдоров — икĕ регион хушшинче ĕçлеме Килĕшӳ çырчĕç. 2009 çулта икĕ регионăн культура министерствисем Килĕшӳ çине алă пусрĕç. Эпĕ ку шухăшсене малтан Национальноçсен Канашĕн ларăвĕнче каланăччĕ. Ун хыççăн Ульяновск Хула Думин тата Шупашкар хулин депутачĕсем çыхăнса ĕçлеме, пĕр пĕрин опычĕпе паллашма тытăнчĕç. Пирĕн енчен ку ĕçе Хула Думин председателĕн пĕрремĕш çумĕ тата УОЧНКА председателĕн пĕрремĕш çумĕ П.К.Столяров илсе пырать. Халĕ вĕренӳ министерствисем те килĕшӳ турĕç ĕнтĕ, туслă ĕçлеççĕ. 2011 çулта Ульяновскра Раççей чăвашĕсен пĕрремĕш Акатуйĕ те пирĕн пуçарупа иртрĕ. Кунта Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев килчĕ. Юлашки вăхăтра «Эртел» ушкăн усламçисем Чăваш Республикин районĕсенче сĕт-çу завочĕ, стоматологи поликлиники уçма пултарчĕç.
-Хавхалану, вăй-хал ăçтан илетĕр эсир?
- Эпĕ çĕннине çуратакан, шухăшласа кăларакан çын. Мĕнле ĕçе те тĕплĕн, пултарса тума тăрăшатăп. Яланах ыранхи пурнăç çинчен шутлатăп, малалла пăхатăп. Начар туйăмсене, хама начар калакансене айккине хăварса аваннине шыратăп. Çынсене пулăшма, чыслама тăрăшатăп. Ырă ĕçсем туни кăмăла çĕклет, хавхалану кӳрет, савăнтарать. Пурнăçăмра И.Я.Яковлев Халалне тытса пыма тăрăшатăп, ăна пурнăç планĕ вырăнне хуратăп.
-Сирĕн юбилей каçне Ульяновск мэрĕ М.П.Беспалова, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕн пĕрремĕш çумĕ Т.А.Дмитриева, облаçри шалти политика министрĕ М.А.Сычёв, ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ К.К.Портнов, ЧР культура министерствинчи этноконфесси хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ М.Н.Краснов саламлама пынăччĕ. Чăваш усламçисем вара сире чаплă автомашина парнелерĕç. Çакна мĕнле хаклатăр?
-Çакăн пек пысăк çынсем саламлама пыни, чаплă парне пани мана мар, чăваш халăхне чыс туни, автономи ĕçне вырăна хуни тесе шутлатăп. Апла пулсан пысăк пуçлăхсем пирĕн ĕçе пĕлтерĕшлĕ тесе шутлаççĕ. Эпĕ обществăлла майпа тăван халăхшăн, область аталанăвĕшĕн тăрăшатăп, хамăн ĕçе çапла хакланишĕн, паллах, савăнатăп. Кун хыççăн ыррине тăвас кăмăл татах та ӳсет.
-Чăваш чĕлхине шкулта вĕрентессине мĕнле тимлĕх уйăратăр?
- Пирĕн пĕтĕм ĕçсем ачасене чăвашла вĕрентессипе, вĕсене чăвашлăха явăçтарассипе çыхăннă. Облаçри вĕренӳ министерствипе, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтпа пĕр çыхăнура эпир. Ачасене пĕчĕк чухнех чăвашлăхпа витермелле, тăван чĕлхепе калаçма-çырма, ăна хисеплеме вĕрентмелле. Пирĕн тивĕç – чăваш чĕлхи вĕрентӳçисемпе тачă ĕçлесси. Эпир яланах вĕсен августри канашлăвĕсене, тĕрлĕ семинарсене, конференцисене хутшăнатпăр, тăван чĕлхене мĕнлерех шайра вĕрентнине тĕрĕслесе тăратпăр, канашсем паратпăр. Автономи тăрăшнипе, ертсе пынипе облаçра çулсерен «Путене», «Чăваш ачи, сассуна пар!», «Чăваш шăпчăкĕ», «Сарпике» конкурссем, тĕрлĕ олимпиадăсем иртеççĕ. Чăваш чĕлхи учителĕсен конкурсне те ирттертĕмĕр. 2008 çулта Ульяновскри 64-мĕш шкулта чăваш культура центрĕ уçрăмăр.Районсенче Чăваш чĕлхи кунĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ. Районсенчи Акатуйсем те çамрăк ăру тăван халăха хисеплеме вĕрентĕр, чăваш юрри-ташшине пĕлтĕр тесе иртеççĕ. И.Я.Яковлев палăкне те çитес ăрусемшĕн лартрăмăр, вĕсемшĕн тĕслĕх, тăван халăхпа мăнаçланмалли вырăн пултăр терĕмĕр. Пирĕн хамăр ачасене, мăнуксене тăван чĕлхепе калаçма вĕрентмелле. Çак ĕçе куллен кашни чăваш туса пымалла, чи малтан вара çемьере тытăнмалла.
- Владимир Ильич, калаçушăн тавтапуç, сире сывлăх, чăваш халăхĕшĕн ĕçлеме вăй-хал сунатпăр.
 
: 882, Хаçат: 30 (1226), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: