Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулине Болгари çĕршывĕнчен истори тĕпчевçи Ангел Христов ăсчах вĕçсе килчĕ.
Вăл малтан Пушкăртри чăваш таврапĕлӳçисемпе тĕл пулнă. Эпир Дунай-Пăлхар хăнине Шупашкара илсе кайса кăтартрăмăр. Çула май Кӳкеç посёлокĕнчи Никита Бичуринăн музейне кĕрсе тухрăмăр. Хăнана Бичурин востоковед çинчен каласа патăмăр. Вăл питĕ тĕлĕнчĕ унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлсен. Сăмах май, кунти музей директорĕ – Кивĕ Улхашра çуралса ӳснĕ Ирина Удалова (Эльмукова).
Чăвашсен тĕп хулинче пире малтан Юхма Мишши писатель кĕтсе илчĕ. Хаклă хăнана вăл нумай кĕнеке, брошюра парнелерĕ. Ун хыççăн Чăваш радиовне çул тытрăмăр. Унта эпир паллă историкпа Геннадий Тафаевпа тĕл пултăмăр. Вăл хăнаран интервью илчĕ. Çур сехете пыракан калаçура вĕсем нацин çивĕч ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç.
Ун хыççăн калаçăва Чĕмпĕр хăни Николай Кондрашкин скульптор хутшăнчĕ. Вăл Пăлхара кайса килни çинчен каласа пачĕ.
Пирĕн çул малалла Чăваш наци библиотекине выртрĕ. Кунта Ангел Христов çырнă «Болгариада» ятлă кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ.
Çак меропритисене ирттерме пире филологи наукисен докторĕ Николай Егоров нумай пулăшрĕ.
Пăлхар хăни хисеплĕ хăнасен кĕнекинче хăй шухăшне çырса хăварчĕ.
 
: 579, Хаçат: 30 (1226), Категори: Тĕлпулу

Комментарисем:

Noor (2014-05-08 15:54:46):
Learning a ton from these neat arceltisĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: