Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш ялĕнчи Аслă вăрçă ветеранĕ Александр Николаевич Борисов кăçал Çĕнтерӳ кунĕнче 88 çул тултарнă, Ульяновскра иртнĕ парадра кĕпĕрнаттăр саламне йышăннă.
Шурсухал çинчен пĕрре мар ентешĕсенчен ырă сăмах илтме тӳр килнĕччĕ. Ветеран мана хапăл пулчĕ, кил хуçалăхĕпе паллаштарчĕ. Кӳрши-аршине хисеплет вăл, тăван ялне ытараймасть. Çавăнпа та пĕр хушă хулара пурăнса Ульяновскран каялла таврăннине пытармарĕ Александр Николаевич. Тахçанччен сад пахчинчи сакă çинче Аслă вăрçă хаярлăхĕ, унта тĕл пулкаланă тĕлĕнтермĕш самантсем çинчен пуплерĕмĕр. Фронтри юлташĕсене, шанчăклă совет салтакĕсене аса илнĕ май куçĕнчен куççуль тумларĕ ун.
Паянхи пек астăвать вăл çав куна – 1942 çулхи çĕртмен (июнь) 22-мĕшĕ. Вун çичĕ çулхи Александр Борисова вăхăт çитичченех Совет çарне илеççĕ. Çĕршывра хаяр те шелсĕр Аслă вăрçă пырать. Малтанхи вăхăтра салтак ачисем Куйбышев хулинчен инçе мар хими хӳтĕлевĕн 6-мĕш уйрăм вĕрентӳ батальонĕнче çарта тăнă.
—Кайсанах пире хĕсметре çăмăл пулман, штыклă винтовка та йывăр туйăнатчĕ, анчах та эпир майĕпен хăнăхса пытăмăр,малтанласа çĕрпӳртсенче пурăнтăмăр, - хĕсметри вăхăтне аса илсе каласа пама пуçларĕ Александр Николаевич.- Пире, çамрăк салтаксене, вунă çухрăм кросс чуптарасси пирки эпир маларах илтнĕччĕ. Акă çак кун çитрĕ. Финиша батальонран эпĕ шучĕпе саккăрмĕш чупса çитрĕм. Çитрĕм те – çĕре ӳкрĕм. Ӳкнине астăватăп. Ытти веçех тĕтреллĕ. Тăна санчаçра кĕтĕм. Кăнтăр апачĕ хыççăн санитар мана эвакогоспитале ăсатрĕ. Плеврит чирне тупса палăртнă пирки чылай вăхăт хушши сипленме тиврĕ.
Сывалнă хыççăн хамăр чаçах таврăнтăм. Нумай вĕренмесĕр тăрса юлнине, сехетсене сиктернине пула мана салтак ачисемпе пĕрле, хальхинче 1-мĕш вĕрентӳ батальонĕ йышĕнче, Иваново облаçĕнчи Тейково станцине ячĕç. Вăрманта пурăнтăмăр. Алăпа çĕрпӳртсем чаврăмăр. Вĕсенче маччасем ăсталама виçĕ метр тăршшĕ пĕренесене 10-12 çухрăмран кӳме тиветчĕ. (Вырăнти вăрмансенчи йывăçсене пуртă-пăчкăпа лекме юрамастчĕ.) Куллен вĕренӳ занятийĕсем пыратчĕç.
1943 çулхи раштав уйăхĕнче Александр Николаевич 18 курсант йышĕнче хăйĕн ирĕкĕпе фронта кайнă.Пурте вĕсем Сталинградри 3-мĕш гварди механизациленĕ корпуса лекеççĕ. Командирĕ – гварди генерал-лейтенанчĕ Виктор Обухов. Пухса çитерсен корпуса Тула облаçне куçараççĕ. 1944 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче эшелон Хĕвел анăçалла – Беларусь фрончĕ енне хускалса каять. Палăртнă вырăна çитиччен 10-12 çухрăм юлсан эшелон çине нимĕç самолёчĕ бомбăсем пăрахать.
—Фугас бомби штаб вагонне лексе ăна веçех аркатрĕ,-каласа парать ветеран.- Пирĕн чаçĕн хучĕсем веçех çунса кайрĕç. Коммунистсен партийĕн ретне тăма хатĕрленĕ парти докуменчĕсем те кĕлленчĕç. Анчах та эпĕ хама 1944 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнчен пуçласа коммунист тесе шутлатăп.
Малалла корпус хăй тĕллĕн куçать те 3-мĕш Беларусь фрончĕн йышне кĕрет, кайран – 1-мĕшпе 2-мĕш Прибалтика тата Ленинград фрончĕсен салтакĕсемпе хутăшать. Пирĕн ентеш Беларусь, Литвапа Латви Республикисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать.
—Пĕррехинче пире шыв çинчи снарядсене çурăлнипе çурăлманнине тĕрĕслеттерчĕç, - каласа парать ветеран.- Вĕсенчен пĕри çурăлман иккен. Сапёрсене илсе пытăмăр. Вĕсем ăна тасатма пикенчĕç. Шалтан капсула тухрĕ, унта — вырăсла саспаллисемпе çырнă кĕске çыру. «Чем можем, тем поможем»,-тенĕ унта. Тыткăнри вырăс салтакĕсен пулăшăвĕ тесе шутларăмăр. Снаряд пушă.
Сакăр хулана(Беларусьре – Борисов, Вилейка, Минск, Молодечно, Прибалтикăра – Рига, Шяуляй, Елгава, Куршенай) кĕрсе ирĕке кăларнăшăн тата тăшмансенчен тасатнăшăн 3-мĕш механизациленĕ корпус верховнăй главнокомандующи Совет Союзĕн Маршалĕ И.В.Сталин Тавне 8 хутчен тивĕçнĕ.
— 1945 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче пирĕн корпус Паневежск чукун çул станцийĕнчен фашистсене вĕсен территорийĕнчен çапса аркатма Кенигсберг хули енне çула тухма хатĕрленетчĕ. Шăп та шай хăш вăхăтрине астумастăп – вырăнти вăхăтпа кăнтăр иртнĕччĕ пулас – радиопа фашистла Германи Совет Союзĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсене хирĕç тăма пăрахнă, пĕр сăмахсăр парăннă тесе пĕлтернине илтрĕмĕр. Пирĕн пурин те куçсем савăнăç куççулĕпе тулчĕç. «Ура!»-кăшкăртăмăр. Пĕлĕтелле петĕмĕр, пĕр-пĕрин аллисене чăмăртарăмăр, ыталантăмăр.
1945 çулхи çурла уйăхĕнче Александр Николаевичпа юлташĕсем яппун самурайĕсемпе çапăçма хатĕрленнĕ. Вăхăт çитсенех вĕсене Германи Совет çĕршывне çапса аркатасса кĕтнĕ тăшмана çĕнтерме Хĕвел тухăçне янă. Анчах та унта та çитме пӳрмен – яппунсен хĕç-пăшаллă вăйĕсем пĕр сăмахсăр парăннă.
Çар тивĕçне Александр Николаевич 1-мĕш батальонăн хими инструкторĕ должноçпе вĕçленĕ, штатпа – хими службин капитанĕ.
—Тăван çĕршыва эпĕ 1942 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнчен пуçласа 1948 çулхи пушăн 5-мĕшĕччен хӳтĕленĕ,- терĕ ветеран мăнаçланса.
Мирлĕ пурнăç пуçланнă. Анчах та лăпкă пурăнма май килмест. Александр Борисов çемйине питĕ пысăк хуйхă кĕтет. 1948 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче ашшĕ çуртне вут-çулăм хыпса илет. Пушарта Александр Николаевичăн çар докуменчĕсем , наградисем, орденĕсемпе медалĕсем çунса каяççĕ. Çар тумĕ те. Малалла мĕнле пурăнмалла? Тавах ял-йыша инкекре хăварманшăн. Кашниех май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Кĕркуннене Борисовсем саман кирпĕчĕрен пысăках мар çурт туса лартаççĕ. Майĕпен-майĕпен улăм витнĕ вите, мунча таврашне тăваççĕ.
—1949 çулхи кăрлачăн (январь) 19-мĕшĕнче Крещенке кунĕнче авлантăм,-каласа парать Александр Николаевич.- 1960 çулхи çĕртме уйăхĕччен тăван хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă – райфо агенчĕ, ял канашĕн счетовочĕ, пĕр хушă ял канашĕн пуçлăхĕ, ферма ертӳçи. Кайран Ульяновск хулине куçса кайрăм. Пенсие кайсан – 1990 çулхи çăвăн 10-мĕшĕнче – каялла Çĕнĕ Улхаш ялне куçса килтĕм. Ял илемĕпе киленетĕп, ял-йышпа калаçса савăнатăп. Тепĕр чух Чĕмпĕр хулине кайса килме вăхăт тупатăп. Пурнăçа хаклатăп.
Борисовсен çемйинче нумай вăхăт хушши ача пулман. 1958 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче Сергей ывăлĕ çуралнă. Шел, 50 çул тултариччен пурăнма пӳрмен ăна. Александр Николаевичăн мăшăрĕ маларах – 1972 çулта вилнĕ. Ветеранăн икĕ мăнукĕ Ульяновскра пурăнать.
— Сывлăха ӳпкелеместĕп, хуçалăхра чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх тытатăп. Çулла пахчара тăрăшатăп, пахча-çимĕç ӳстеретĕп. Ку ĕçре мана кану кунĕсенче мăнуксем нумай пулăшаççĕ, - вĕçлерĕ хăйĕн калавне ĕçпе вăрçă ветеранĕ Александр Николаевич Борисов.
Аслă вăрçă вăхăтĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕлесе çапăçнăшăн, кайран тăнăçлă вăхăтра тӳрĕ кăмăлпа нумай çул ĕçленĕшĕн хисеплĕ ветерана орденсемпе медальсем парса чысланă.
 
: 969, Хаçат: 30 (1226), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: