Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мария Квасова Ульяновск районĕнчи Теччĕ шкулĕнче саккăрмĕш класра вĕренет. Пур енĕпе те пултаруллă хĕр: вĕренӳре те пĕрремĕш класранах «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнать, юрлама, ташлама юратать.
Мария Загудаевка ялĕнче çуралнă. Пуçламăш класа та тăван ялĕнчех кайнă. Пĕрремĕш вĕрентекен Роза Аркадьевна Звонова çирĕп пĕлӳ те панă вĕсене, коллективра та туслă пурăнма вĕрентнĕ. Çавăнпа та 2009 çулта пиллĕкмĕш класа Теччĕ шкулне куçсан Марийăн йывăрлăхсем пулмаççĕ. Вăл шкул ирттерекен мĕнпур мероприятисене хастар хутшăнма пуçлать, пуринпе те туслашать.
Чипер чăваш хĕрĕ пиллĕкмĕш класранах амăшĕ Наталья Александровна ертсе пыракан «Чăваш халăх культури» факультатива çӳреме пуçлать. 2010 çулта облаçри «Путене» конкурсра сцена ăсталăхне кăтартса 1-мĕш вырăн, сăвă вуласа 1-мĕш вырăн çĕнсе илет. Маринана тутарсен Сабантуйне те, Акатуйсене те чăваш ташши ташлама чĕнеççĕ. Кăçал вăл районти «Сарпике» конкурса та хутшăнчĕ.
Теччĕ шкулĕнче хĕрача çут çанталăка юратакансен «Зелёный дом» кружокне те çырăнать. Темиçе хутчен Марина Анатольевна Макарова вĕрентӳçĕпе «Юность” лагерьте экологипе иртекен олимпиадăсенче пулнă. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче хăй çырнă тĕпчев ĕçĕпе вăл Саранскра иртнĕ конференцие хутшăнса иккĕмĕш степеньлĕ диплом илсе таврăнать.
«Русский медвежонок», «Кенгуру», акăлчан чĕлхипе иртекен олимпиадăсене хутшăнса Мария Квасова районта пĕрремĕш вырăна тухнă.
Тĕллевĕсем пысăк хĕрачан. Хальлĕхе вăл пурнăçне артист профессийĕпе çыхăнтарас-шăн.
 
: 589, Хаçат: 30 (1226), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: