Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Регион пуçлăхĕ культура ыйтăвĕсемпе çыхăннă Канаш ларăвне ирттернĕ.
Кĕпĕрнаттăр ларура : «Культура политики – Ульяновск облаçĕн аталанăвĕн пĕр пайĕ, - тесе палăртса хăварнă. – Кĕпĕрнаттăр çумĕнчи культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Канаш членĕсенчен эпир, власть органĕсен членĕсем, хăй тĕллĕнлĕх, пуçарулăх, çак отрасле ертсе пырас ĕçре хастарлăх кĕтетпĕр».
Ульяновск облаçĕн искусствăпа культура политикин министрĕ Татьяна Ившина çирĕплетнĕ тăрăх, Канаш йышĕнчен тӳресемпе патшалăх культура учрежденийĕсен ертӳçисене кăларнă.
Унта халĕ вĕрентӳ, театр, музей представителĕсем, пултарулăх ушкăнĕсене ертсе пыракансем, массăллă информаци
хатĕрĕсен ĕçченĕсем, обществăлла организацисен ертӳçисем кĕнĕ.
Мероприятире культура отраслĕн представителĕсем регионра Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен виççĕмĕш культура форумĕнче пăхса тухмалли ыйтусене сӳтсе явнă.
 
Электронлă картта хута кайнă
Облаçри сиплев учрежденийĕсенче (поликлиникăсемпе стационарсенче) электронлă медицина картти ĕçлеме тытăннă.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмне çĕнетес ĕç 2011 çултах пуçланнă. Çак тытăмра электронлă регистратура, медицина картти тата ытти çĕнĕ мелсем.
«Çĕнĕлĕх тухтăр ĕçне самаях çăмăллатать. Тухтăр кĕске вăхăтрах чирлĕ çын çинчен туллин пĕлме пултарать, амбулатори карттине вуласа вăхăтне ирттермест. Çапла майпа унăн пациентпа хутшăнма вăхăчĕ ытларах юлать»,- тенĕ область правительствин председателĕн çумĕ Валентина Караулова.
Сервис ĕçне йĕркелесе яма облаçра 3,5 пин хăй тĕллĕн ĕçлкекен вырăн хатĕрленĕ, 2 пин принтер, 87 нумай ĕç тăвакан хатĕр туяннă. Паян медицина ĕçченĕсен 83 проценчĕ çак çĕнĕлĕхпе усă курма пултарать.
Электронлă картта чирлисемшĕн те меллĕ. Калăпăр, хăшĕ медицина карттине çухатнă е васкавлă пулăшу машинипе пульницана илсе килнĕ. Çумĕнче пĕр хут та çук. Тухтăр вара ку çын пирки электронлă картта урлă пĕлме пултарать.
 
: 955, Хаçат: 32 (1228), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: