Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей Федерацийĕн хисеплĕ автотранспорт-никĕ – Константин Авксентьевич Антонов – тивĕçлĕ канăва кайиччен, ун хыççăн тата 11 çул сывлăха сиенлĕ ĕçре вăй хурать.
 
Акулина Ильиничнапа («Ача амăшĕ героиня» орден кавалерĕ) Авксентий Иванович Антоновсем (Аслă вăрçăра Мускава хӳтĕленĕ) – иккĕшĕ те Тутарстан çĕршывĕнчи Пăва районне кĕрекен Хирти Кушкăра тĕпленсе пурăннăскерсен çемье йышĕ питĕ пысăк пулнине кил хуçи мăшăрне патшалăх нумай ачаллă хĕрарăмсене паракан наградăпа чыслани çирĕплетет.
Тăваттăмĕш ачи – Костя – 1944 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче çут тĕнчене килет. Вăл 1957 çулта ялти шкулта çичĕ класс пĕтерет те виçĕ çул колхоз ĕçĕсенче вăй хурса ашшĕпе амăшне çемьене тытса тăма пулăшать. Чунĕпе мĕн ачаран техника патне туртăннă ача 1960 çулта Ульяновскри чукун çул училищине промышленность оборудованийĕн электромонтажникне вĕренме кĕрет. 1962 çулта ăна питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн направленипе пĕчĕк тиражлă двигательсем туса кăларакан завода (паян – мотор завочĕ) яраççĕ.
1963 çулта вăл Плесецкра вырнаçнă стратегиллĕ ракетăсен çарĕнчи старт площадкинче электромеханик тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать, паллах, маларах Петрозаводскра сержант шкулĕнче тăхăр уйăх вĕренсе ятарлă пĕлӳ илет. Совет Çарĕсен чи яваплă та вăрттăн ĕçсем илсе пыракан вырăнĕнче (ун çинчен хăй вăхăтĕнче калаçма мар, асăнма та юраман) чăваш каччи çĕршыва сыхлас пулăмри арçын тивĕçне пурнăçлать. Пур енĕпе те тĕслĕх кăтартса хĕсметре тăракан кĕçĕн сержант 1964 çулта инженерпа техника ушкăнĕн старшини пулса тăрать.
1966 çулта ентешĕмĕр салтакран тӳрех Хусан Атăлçи электросетьне çул тытать. Пăва электросечĕ йĕркеленсе кайсан ăна, унăн представительне, Апас электроподстанцине йĕркеленĕ çĕре куçараççĕ. Ăна ĕçе кĕртсен пуян опытлă ĕçчене 1966 çулта Пăрăнтăк чукун çул станцийĕ çумĕнчи Раккасси подстанцине тунă çĕре яраççĕ. Вăл унта 1971 çулччен маçтăр тата подстанци дежурнăйĕ пулса вăй хурать.
Ульяновскра В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă ятпа çыхăннă çĕршыв шайĕнчи ĕç-хĕл пуçлансан К.А. Антонов 1972 çул вĕçĕнче 2-мĕш автотранспорт предприятине автоэлектрик пулса вырнаçать. Ăна çав çулах Засвияжски райĕçтăвком Совечĕн депутатне суйлаççĕ. Авиакомплекс ĕçĕсем пуçлансан ентешĕмĕр 2-мĕш ТЭЦа ĕçе кĕртекен строительство управленийĕнче электрик ĕçĕсене илсе пырать. Хăй тивĕçĕсене ăнăçлăн пурнăçланă хыççăн Константин Авксентьевич 1982-1987 çулсенче приборсем юсакан заводра электрик, гараж заведующийĕнче вăй хурать. Çак хушăра парти ретне тăма ĕлкĕрнĕсер 2-мĕш автотранспорт предприятине таврăнса аккумуляторщик ĕçĕсене илсе пырать. Вăл ĕçре пултарулăхпа палăрса тăнăшăн «Раççей Федерацийĕн Хисеплĕ автотранспортникĕ» ята тивĕçет. Çĕршыв шайĕнче иртекен соцализмла ăмăртура икĕ хутчен (1978, 1979) çĕнтерӳçĕ пулса тăрать, 1978 çулта марксизм-ленинзм университетне пĕтерет. Хастар коммунист обществăлла ĕçсенче тĕслĕх пулса палăрса тăрать.
К.А.Антонов сывлăха сиенлĕ ĕçсенче вăй хунăшăн 55-рех тивĕçлĕ канăва каять, апла пулин те тата 11 çул хăйĕн ĕçĕнчен уйрăлаймасть – 2010 çулччен 1-мĕш автотранспорт предприятийĕнче аккумуляторщикра ĕçлет.
Унăн ывăлĕ те – Игорь – ашшĕ çулне суйласа илнĕ. Ульяновскри техника университетĕнчен вĕренсе тухнă та облаçăн тĕп энергораспределяющи компанийĕнче диспетчер службин центрĕнче пуçлăх пулса вăй хурать. Ентешĕмĕрен 9-мĕш класра вĕренекен мăнукĕ те аслашшĕпе ашшĕн профессине суйласа илесшĕн.
Раççей тата область шайĕнчи Ĕç ветеранĕ, Вăрçă ачи Константин Авксентьевич Антонов пурнăçăмра ĕçпе пиçĕхсе чунăма тасатса пытăм тени çамрăк ăрушăн тĕслĕх илмелли чĕнӳ пулса тăрать.
 
: 524, Хаçат: 32 (1228), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: