Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Алёшкин-Саплăк хĕрĕ – Елена Васильевна Семёнова – 2005 çулта лайăх паллăсемпе вăтам шкултан пĕлӳ илсе тухать те Ульяновскра вырнаçнă Раççей патшалăх университечĕн уйрăмне вĕренме кĕрет. Диплом илнĕ хыççăн пултаруллă ентешĕмĕре Мускав облаçĕнчи Балашихăра вырнаçнă оперативлă пĕлтерĕшлĕ çар дивизинче бухгалтер ĕçĕсене пурнăçлама яраççĕ. Еленăна çар службин пĕрремĕш çулĕнчех командирсем лайăх енчен палăртма тытăнаççĕ. Чăваш хĕрĕ Тав çырăвĕсене, грамо-тăсене тивĕçме тытăнать. Пуçлăхĕ – Зинин полковник – Алёшкин-Саплăка Елена ашшĕ-амăшĕ патне Тав çырăвĕ те янă. Манăн пуçăмра вара çак хĕрача çинчен сăвă йĕркисем çуралчĕç.
 
Ачаран маттур вăл, чĕрĕ,
Ĕç тесен парать чунне.
Çеçке сăнлă чăваш хĕрĕ
Тăхăнать салтак тумне.
 
Ашшĕ-амăшĕ сунна-тăр
Ăсатса çамрăк хĕре:
«Турăçăм сана сыхлатăр,
Эс – сыхла пирĕн çĕре…»
 
Тавлă çырусем килеççĕ
Ашшĕпе амăш патне.
Килтисем – халь хĕпĕртеççĕ:
Хĕр ямасть чăваш ятне!
 
Çĕршыва сыхлать яш-кĕрĕм –
Хĕрсенче те шанчăк пур!
Ирăпа Валери хĕрĕ –
Яланах пулсам маттур!
 
Ульяновск хули.
 
 
 
: 860, Хаçат: 32 (1228), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: