Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсен паллă çыравçин Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьятăн кĕнеки – «Пурнăç утравĕсем» кун çути курчĕ.
Паянхи пултарулăх тĕнчи чирлесе хавшанă тапхăрта ку кĕнеке пĕтĕм халăхшăн хаклă парне тата тавлашусăр çирĕплетӳ: эпир пулнă, пур! (Петĕр Хусанкайăн тепĕр ĕмĕтлĕ сунăмĕ пирки – «пулатпăр!» - ву-лакансем хăйсем тăрăшса шухăшлаччăр.)
Никампа та хирĕçмесĕр, тĕрлĕ йывăрлăхсене пула хаярланса каймасăр, ӳпкелешмесĕр пурнăçлаççĕ таса чунлă, мал ĕмĕтлĕ çынсем хăйсен шăпи пӳрнĕ тивĕçне. Шăпах çавсен шутне кĕрет те Анатоли Ырьят – альтруист-патриот. Унăн кун-çулĕн тĕп ĕçĕ – çынсене, тăван халăхне усă кӳресси, халăх пултарулăх çӳпçине ывçăн-ывçăн ылтăн пĕрчĕсем хурасси.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем çĕршывăн пултарулăх керменне ăсран-тăнран ямаллах кисрентернĕ хыççăн пирĕн мухтавлă культура паянччен те ураланса çитеймест. «Çутă кунсене» кĕтсе илеймесĕрех мĕн чухлĕ талант хура çĕрпе хупланчĕ! Чĕррисенчен пайтахăшĕ теветкеллĕ-хаяр Тăву Вулканĕн ытамĕнчен уйрăлса (чунĕсем хушмасан та – хырăм выççине пула) тăм çăрса пӳрт-çурт купалама, картиш шăлма, паянхи нувориш-пуянсен пурлăхне-хуçалăхне сыхлама хуралçа кайрĕ… Капитализм тăвăлĕ нихçан та, никама та хĕрхенмен… Çапах та Тăву Вулканĕ сывă! Хĕлхемĕ тĕтĕмленнĕ пулсан та Вăл сывлать, çӳлелле вут пăрахать! Унăн пĕр пайăрки – А. Ырьят хăвачĕпе хутшăнса кайса-ывтăнса тухнă çулăмлă пулăм. Эпĕ уншăн савăнатăп, автора кĕнеке тухнă ятпа çĕнĕ сăвă парнелетĕп:
 
Çул уçса сирĕлмен тĕтререн
Пур вăйран чăваша юратса
Турăн эс кĕнеке – ĕмĕтрен,
Чăвашсем сыввине кăтартса…
 
Çын ĕçпе хисепре авалтан,
Ĕç кăна кун-çула никĕслет:
Тар юхать-и, каять-и халтан –
Кӳршĕри тăван-туртăм пĕлмест.
 
Çын тăвать, пĕлнĕ пек, тивĕçне,
Тивĕçсем çеç кашнийĕн расна.
Пултару! Тухма çук ун вĕçне,
Иртнисем мул тултарнă асна!
 
Эс уçлатăн тăван çăлкуçран,
Шăнкăр-шăнкăр юхать чăн сăмах:
Чи телейлĕ асап-пурнăçран
Килĕшместĕн нихçан уйрăлма.
 
Тусусем – геройсем-сăнарсем –
Пухăнаççĕ листан та листан.
Ир сӳнсессĕн каçхи хунарсем –
Вăй çитсен – тепĕр юрă пуçлан…
 
Пултару! Тухма çук ун вĕçне!
Иртнисем МУЛ тултарнă асна.
Çын тăвать – пĕлнĕ пек – ТИВĔÇНЕ,
Тивĕçсем çеç кашнийĕн расна.
 
18.07.2013.
 
: 558, Хаçат: 32 (1228), Категори: Тĕпчев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: