Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
П.Улюкин Мелекесс районĕнчи Эврел ялĕнче «Телей» юрă ушкăнне нумай çул ертсе пырать. Кăçал çуркунне ăна тепĕр яваплă ĕç шанса панă, халĕ вăл ял старости. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене тăрăшса тума пуçланă. Чи малтан ял администрацийĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлесе çынсем патне пыракан шыв пăрăхĕсене юсанă, пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене татса панă, яла тирпей-илем кĕртме тытăннă. Парка, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă обелиска çĕнетнĕ.
-Эврел Лебяжье ял тăрăхне кĕрет, унта 8 ял. Пуçлăхĕ Л.П.Богатова. Халь кунта çĕнĕ ĕç пуçларăмăр – пире чăваш культура центрĕ валли пӳлĕм пачĕç. Çавна юсатпăр, хĕлĕпе хуллен ĕçлесе çуркунне – район Акатуйĕ умĕн — хута ярасшăн. Хамăрах штукатурка тăватпăр, сăрлатпăр, кĕленче тупса ăна чӳречесем çине вырнаçтаратпăр.
Культурăшăн çунакан çынсем кунта сĕтел-пукан, строительство материалĕсем кӳрсе параççĕ. Районти УОЧНКА филиалĕн ертӳçи В.В.Киргизова, «Савăнăç» ушкăн ертӳçи И.Н. Иванюкова, чăваш хастарĕ Н.Н. Иванов пилĕкшер пин укçа пачĕç. А.В.Кокряшкин та нумай пулăшать. Районти И.Я.Яковлев ячĕллĕ обществин филиалĕн ертӳçи Г.П. Улюкин шахмат хăми, сехечĕ, кĕнекесем парнелерĕ, - тет Пётр Михайлович.
Ялта 120 çурт, вĕсенче 300 çын пурăнать. Пётр Михайлович пĕр фирмăра хуралçăра ĕçлет, староста вара ун обществăлла ĕçĕ. Вăл халăх ыйтăвĕсене татса пама хăйне пулăшмашкăн ялта хĕрарăмсен тата ветерансен канашĕсене йĕркелесе янă. Паллах, пĕрле ĕçлеме çăмăлтарах. Çутă пĕтсе ларать-и, çамрăксем ашкăнаççĕ-и – çынсем тӳрех староста патне пыраççĕ, мĕншĕн тесен ăна шанаççĕ. Вăл хăйĕн тивĕçне яланах тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать, пур çĕре те ĕлкĕрет, пулăшусăр хăвармасть,. Çапларах чĕреллĕ çын вăл П.М.Улюкин — яланах обществăшăн тăрăшма хăнăхнă.
 
: 937, Хаçат: 32 (1228), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: