Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мăшăрпа мĕн вăхăт пурăнни юратуран, пурлăхран тата савăнăшра пĕр-пĕринпе килĕштернинчен кăна килмест иккен. Телейлĕ пурнăç психика тĕлĕшĕнчен шайлашнинчен те нумай килет. Астрологсем 32 çул сăнав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн мăшăрпа нумай пурăнас тесен арăмĕпе упăшки хушшинче миçе çул пулмаллине тĕпчесе пĕлнĕ. Вĕсенчен хăшĕ аслăрах е кĕçĕнрех пулни ниме те пĕлтермест.
•Упăшкипе арăмĕ пĕр çулхисем. Енчен те хĕрарăм ачаранах нумай ачаллă пулма, пахча-çимĕçпе аппаланма ĕмĕтленет пулсан – тантăша качча каймалла. Çемье çирĕп те лăпкă пурăнать, арканмасть.
•Пĕри çулталăк аслăрах. Çемьен ĕмĕрĕ вăрăм. Çемьере икĕ ачаран кая мар, укçана пĕрле тытаççĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне пулăшса пырать, арçын хĕрарăм канашне шута илет.
•Упăшкипе арăмĕ хушшинче — икĕ çул. Кун пекки ытларах поэтсемпе романтиксен хушшинче пулать. Малтанхи çул пĕр-пĕрне пăхса ытараймаççĕ, кĕтмен çĕртен – сивĕнеççĕ, уйрăлма та пултараççĕ. Малтанхи самантсене ĕмĕрĕпех асра тытаççĕ. Пурлăх енчен вара –начар. Ĕçлесе илнĕ укçи тăкаклансах пырать.
•Виçĕ çул. Ку мăшăрăн йăлтах пулать: савăнăçĕ те, куççулĕ те. Çемье арканмасть – енчен те пĕри теприн çитменлĕхĕ çине алă сулать е упăшки «флегматик» пулсан.
•Тăватă çул. Çемьере йăлтах йĕркеллĕ: хутшăнусем тĕлĕшĕнчен те, укçа-тенкĕ енĕпе те. Килте туслăхпа юрату хуçаланаççĕ. Апла пулин те çемье арканнă тĕслĕхсем пулкалаççĕ, анчах хутшăнусем çухалмаççĕ.
•5,10, 15 çул. Пĕр ĕçпе аппаланакансем килĕштерсе пурăнаççĕ.
•6 çул. Виçĕ çул уйрăмлăх пуррисеннипе пĕр пекрех. Яланах кĕрешӳре пулнисемшĕн пурнăç аван. Сăмах йĕтĕрпе, çатмапа çапăçакансем пирки пымасть, услам ĕçĕнче ăнăçушăн кĕрешекенсем пирки пырать.
•7 е 14 çул. Çыхăну асамлă, вăйлă. Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрин умĕнче чĕрисене уçса памаççĕ пулин те уйрăласси пирки шутламаççĕ. Хăш-пĕр чух вăрттăнлăх çемьене çирĕплетет.
•8 çул. Мăшăр нумай çул телейлĕ пурăнать. Юрату, ăнлану, хисеп, савăшу – йăлтах йĕркеллĕ. Кашни уншăн ĕмĕтленет.
•9 çул. Вĕсен пурнăçĕ 3 тата 6 çул пурăнаканнисен евĕрлĕрех. Мăшăр çивĕч самантсене кăмăллать: малтан –хирĕçӳ, ун хыççăн – хĕрӳ юрату.
•11 çул. Вĕсем çапăçу самантĕнчен юрату авăрне кĕрсе ӳкме те пултараççĕ. Çемье сцени çинче пĕри артист рольне аван вылять.
•12 çул. Пĕр-пĕрне ăнланма, парăнма пултаракансен кăна пурнăçĕ ăнать. Ĕмĕр çăмăлах мар, унпа пĕрлех интереслĕ иртет.
•13 çул. Вĕсен пурнăçĕ чунлăхпа, туйăмсепе çыхăннă. Упăшкипе арăмĕ пĕр идейăпа пурăнаççĕ. Пĕри ума çутă тĕллев лартрĕ пулсан мăшăрĕ ăна пур енĕпе те пулăшать.
•16 çул. Сайра тĕл пулакан мăшăрлану. Ватăпа çамрăк шăписене ĕмĕрлĕхех çыхăнтараççĕ.
Астрологсем каланине пĕтĕмĕшле ĕненмесен те юрать, анчах асăрхаттарнине шута илни пăсмасть.
Çамрăк мăшăр ватă организма вăй кĕртет, çамрăклатать. Октиван Август тата Тиберий императорсем ватăлсан хĕрсен хушшине выртса çывăрнă. Вĕсене савăшу мар, хĕрсен ӳтне перĕнсе çамрăкланас тĕллев илĕртнĕ. Çак сăлтавпах пĕчĕк ачана ватă асламăшĕпе е аслашшĕпе çумăн çывăрма хумаççĕ. Ватă çынна вăй кĕрет, ача вара хавшама е чирлеме пултарать.
 
: 920, Хаçат: 39 (1131), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: