Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхашри Турă Амăш ячĕпе лартнă чиркӳ ĕçĕпе паллашнă чух унăн настоятелĕ Сергий атте просвир пĕçерекен хĕрарăмсене ырăпа асăнчĕ. Ольга Карсакова тата Елизавета Мулендеева Кивĕ тата Çĕнĕ Улхаш чиркĕвĕсем валли тӳлевсĕр просвир пĕçерсе тăраççĕ.
Карсаковсен çемйипе тĕплĕнрех паллашма май пулчĕ.
Ольга Макаровнапа Пётр Петрович пĕр касăрах выляса ӳснĕ. Акă мĕнлерех аса илет çемье пуçĕ çамрăк чухнехи вăхăтсене:
- Эпĕ салтака кайиччен вăл хĕрача кăначчĕ-ха. Эпир унăн тетĕшĕпе туслăччĕ. Салтакран таврăнннă тĕле Оля чиперкке хĕре çаврăннă. Пăхса ытараймарăм, юратса пăрахрăм. 25 çулта авлантăм. Лашасене, çунасене илемлетсе чăваш йĕркипе туй турăмăр,- ăшă куçĕпе йăл кулса пăхать вăл мăшăрĕ çине.
- Эпĕ тăхăр ачаран тăваттăмĕшĕччĕ,- калаçăва хутшăнчĕ Ольга Макаровна. – Ачаранах колхоз ĕçне хутшăннă. Мăшăрлансан 13 çул пăянам-пăятампа пурăнтăмăр. Пирĕн хушăмăрта хирĕçӳ-харкашу пулман. Упăшкапа та питĕ килĕштерсе пурăнатпăр. Ял лавккинче, çĕнĕ Улхашра, Чăвашкассинче сутуçăра иксĕмĕр çирĕм çула яхăн ĕçлерĕмĕр. Сутуçă профессине шкулта вĕреннĕ чухнех илнĕччĕ.
Юратупа килĕшӳре Карсаковсем икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Сергей çемйипе хулара пурăнать. Александр ял пурнăçне суйласа илнĕ. Вăл фермер ĕçĕпе аппаланать: çĕр улми, пахча çимĕç лартса ӳстерет. Техники йăлтах хăйĕн. Вăл та авланнă, уйрăм çуртпа пурăнать. Ашшĕ-амăш килĕнчен инçех мар икĕ хутлă çурт туса лартнă. Мăшăрĕ хăй ялĕсемех, шкулти вулавăшра ĕçлет.
Ашшĕ – ывăлĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ. Тивĕçлĕ канура пулнипе ывăлне пултарнă таран ăс парса, вĕрентсе тăрать.
Ольга Макаровна пенси çулне çитсенех чиркĕве пулăшма тытăннă. Сергий атте ĕçлеме киличченех çӳренĕ вăл кунта. Просвир чустине хăйсемех çăраççĕ, йĕтĕрлесе формăпа касса пĕçереççĕ. Уншăн пĕр пус та илмеççĕ.
Чиркӳ тенĕрен, Пётр Петрович каласа панă тăрăх, ял чиркĕвне тунă çĕрте вăл сахал мар вăй хунă. 23-24 çул каялла Л.Е. Патиков Мускава кайса чиркӳ тума ирĕк илнĕ. Ял хастарĕсем халăхран укçа пуçтарнă, кирлĕ материал туянса турттарнă. Ун чухне председательте Г.Я. Ледюков пулнă. Чиркӳ патне асфальт вăл тăрăшнипе хунă.
-Халĕ фермерсем нумай, анчах ялшăн тăрăшакансем сахал. Ман ывăл Саша юхан шыва пĕвелесе каçса çӳреме çул турĕ. Ялта кӳлĕ кирлех ĕнтĕ. Пушар-мĕн сиксе тухсан шывсăр мĕнле-ха? – тет Пётр Петрович.
Хаçат ĕçĕпе нумай ялта пулнă, нумай хуçалăха кĕрсе курнă. Тĕрлĕрен пурăнакан пур: укçа-тенкине ĕçсе-çисе яраканнисем те, укçана перекетлĕ тытса
кил-çуртне тирпей-илем тăвакансем те. Карсаковсем чыслă, тĕслĕхлĕ çемьесен шутĕнче. Ăçта пăхатăн – унта таса, тирпейлĕ, илемлĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 806, Хаçат: 32 (1228), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: