Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Г.Лаптиков Кивĕ Улхаш шкулĕнчен вĕренсе тухсан кăштах колхозра ĕçлет, унтан Ульяновскри строительство техникумне пырса кĕрет. 1984 çулта ăна ăнăçлă пĕтерсен Чăнлă районĕнчи Вырăс Чăнлă ялне каять. Унта икĕ çул вăй хурать вăл. Çапла пуçланать ун ĕç биографийĕ.
Геннадий Александрович сакăр ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ, чи кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ – Александр Иванович – Аслă вăрçа хутшăннă, танк ăшĕнче çунса нумай вăхăт сывалма тӳрĕ килнĕ ăна. Ӳчĕ ăшĕнче ĕмĕрĕпех граната татăкĕсем йăтса çӳренĕ. Тивĕçлĕ канăва кайичченех тăван колхозра тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă, ялти ятлă-сумлă çын, парти членĕ пулнă. Амăшĕ те – Васса Васильевна – колхозран пенсие кайнă.
-Атте-анне пĕр чарăнми пилĕк авса ĕçленĕ. Вĕсем пирĕншĕн тĕслĕх пулнă. Эпир те вĕсем пек ĕçчен пулма, тĕрĕс çулпа утма тăрăшатпăр ку пурнăçра, - тет Геннадий Александрович.
Вăл Вырăс Чăнлă ялĕнчен Аслă Нагаткина куçать, ăна 24 çултах пысăк вырăн шанса параççĕ – районăн тĕп архитекторĕ пулса тăрать.
-Ман ун чухне ĕç стажĕ те сахалччĕ, ку вырăна йышăниччен нумай иккĕлентĕм. Анчах райĕçтăвком пуçлăхĕн çумĕ В.И. Сваев мана йăпатса калаçрĕ, ĕçлесе пыран, вĕренсе пыран, эпир сана пулăшатпăр терĕ. Çавăнпа килĕшрĕм, - тет Г. Лаптиков.
Кунта вăл 20 çула яхăн ĕçленĕ. Унăн тивĕçĕ тĕп плансене пурнăçа кĕртесси пулнă. Район центрĕнчи тата Чăнлă посёлокĕнчи çĕнĕ микрорайонсене хута яма Ульяновскран килнĕ архитекторсемпе тата Шупашкар строителĕсемпе пĕрле нумай вăй хунă. Район гербне тата ялавне хатĕрленĕ чухне хăйĕн шухăшĕсене кĕртнĕ.
-Пĕр енчен пăхсан ман должноçпа кабинетра лармалла пек туйăнать, анчах эпĕ кашни вырăна хам çитсе курма, кашни япалана алăпа тытса пăхма тăрăшнă. Хир тăрăх геодезистсемпе пĕрлех çӳренĕ. Астăватăп, Тутарстан енчен Çĕнĕ Улхаша пĕрремĕш газопровод тăсмалла. Сивĕ, юр пилĕк таран. Эпир хир тăрăх юр ашса пыратпăр, пирĕн хыççăн бульдозер газ пăрăхĕсем хумалли вырăна уçса пырать, - каласа парать вăл.
Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Геннадий Александрович «Газпром газораспределение Ульяновск» обществăн Аслă Нагаткинти филиалĕнче техника надзорĕн инженерĕнче вăй хурать. Кунта ун газ пăрăхĕсем хумалли траншейăсем тĕпĕсене пăхса, пăрăхсене тĕрĕс хурса сыпăнтарнине тĕплĕн тĕрĕслесе нумай çухрăм утма тӳрĕ килет. Газ – хăрушă япала, унпа пĕлсе, асăрханса, тĕплĕн ĕçлемелле.
- Кил-çурта газ кĕни кашни çыншăн пысăк савăнăç, хăтлăх. Çак ĕçре хам тӳпене хывнăшăн питĕ савăнатăп, мана хам ĕç питĕ килĕшет. Юлашки çулсенче Вешкайма, Сăр тата Карсун районĕсенче газ кĕртессипе нумай тăрăшрăмăр, çапах та кунти вырăнсене 30-40 процент кăна газ çитнĕ. Тăрăшмалли нумай-ха. Çаплах хамăр районта Солнце посёлокĕнче, Чăнлă посёлокĕнчи тата Аслă Нагаткинти çĕнĕ микрорайонсенче пăрăхсем хуратпăр, - тет вăл.
Тăрăшуллă ĕçĕшĕн хастар чăваш тĕрлĕ шайри Грамотăсене тав Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.
Геннадий Александрович тата ун мăшăрĕ Елена Михайловна 28 çул пĕрле пурăнаççĕ, икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Асли тухтăра вĕренсе тухнă, Ульяновскра пурăнать. Кĕçĕнни 9 класс пĕтернĕ. Елена Михайловна усламçă, суту-илӳпе аппаланать. Лаптиковсем «Канаш» хаçата нумай çул çырăнса илеççĕ ĕнтĕ, кăмăлласа вулаççĕ.
Кил хуçи юлашки вăхăтра хурт-хăмăр ĕрчетме пуçланă, пушă вăхăтне ытларах вĕлле хурчĕсемпе айланса ирттерет.
-Эпĕ те, атте-анне пекех, ачасемшĕн тĕслĕх пулма, вĕсене ĕçе хăнăхтарма тăрăшатăп. Вĕсене маншăн намăс ан пултăр. Ку тĕнчере кашни çын хăй хыççăн ырă йĕр хăвармалла, - вĕçлет калаçăва Геннадий Александрович.
 
: 889, Хаçат: 32 (1228), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: