Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Республикин халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров 1963 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енри Елчĕк районне кĕрекен Çĕнĕ Пăва ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере тăватă хĕр тата тăватă ывăл ӳснĕ. Пурте Шупашкарта пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинче усламçăсем, спортсменсем.
Шкул пĕтерсен Вячеслав Христофоров Шупашкарти культура çутĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн филармони çумĕнчи юрăпа ташă ансамблĕнче юрланă. 1989 çулта юрлас ăсталăхне çамрăк музыкант Хусанти Назип Жиганов ячĕллĕ консерваторире вокал уйрăмĕнче туптанă. Çакăнтах пулас арăмĕпе Тамарăпа паллашнă. Вăл халăх инструменчĕсен уйрăмĕнче вĕреннĕ. Тамара Пенза облаçĕнчен. Мордва хĕрĕ. Вĕсем пĕрремĕш курс пĕтернĕ хыççăн мăшăрланнă. Христофоровсен виçĕ ача. Асли – вунултă çулхи хĕр – Хусанти консерватори çумĕнчи училищĕре флейта класĕнче вĕренет. Икĕ ывăлĕ – хăйсен çумĕнчех-ха.
Вячеслав Христофоров ытларах Николай Карлинăн юррисене кăмăллать. Репертуарти юрăсен сакăрвунă проценчĕ – хăй çырнă сăвăсемпе кĕвĕленисем.
Чăвашсем юратакан юрăç хăйĕн пултарулăхне çĕршывăмăрти ентешсем умĕнче кăна мар, ют çĕршывра пурăнакансене те савăнтарнă: Польшăра, Испанире.
Çак кунсенче вăл 50 çул тултарнине паллă тунă.
 
: 963, Хаçат: 32 (1228), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: