Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Тăван чĕлхемĕре упрар», «Чăваш шăпи – кашни чăваш аллинче!», «Чĕлхе пуласлăхĕ – çамрăксенче», «Çамрăксен наци туйăмĕ пур-и?»… Чăваш хаçачĕсенче çакăн йышши темăсемпе çырнă статьясене час-часах курма тивет. Чăннипех те, чăваш халăхĕн пуласлăхĕ иккĕлентерме пуçларĕ. ЮНЕСКО пĕтĕмлетĕвĕсем те шухăша яраççĕ. Наци пуласлăхĕ чĕннипех хăрушă-ши вара?
Е пур-и «çăлăнăç»? Эпир чăваш ачисем. Кирлех пулсан хамăра «Чăваш ачи» тесе пĕр иккĕленмесĕр кăкăра çапса калама пултаратпăр ахăр. Анчах ытти халăхсенчен мĕнле уйăрма пулать-ши пире? Пĕри калать – ĕçченлĕхпе, тепри чăтăмлăхпа, виççĕмĕшĕ вара – ыр кăмăллăхпа тата сăпайлăхпа. Чăннипех те, чăваш халăхĕ чăтăмлă, ĕçе юратакан ыркăмăллă халăх. Наци çăлăнăçĕ çакăнта мар-ши? Чăвашлăхăн «тымарĕ» кирек хăш вăхăтра та ялтан пуçланнă: ял çыннисенчен тытăнса тăрать. Çавăн пекех упранса юлать. Çавăнпа та кунсерен çакна асăрхама пулать. Ялтан хулана килнĕ çыннăн тыткалăшĕ те хуларисенчен пачах расна. Ялта çуралса ӳснĕ çын яланах обществăра хăйĕн сăпайлăхĕпе, ăшă кăмăлĕпе палăрать. Хулара пурăннăран çыннăн пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пулмасть: пĕр-пĕр лавккара-и, троллейбусра-и,
вокзалта-и, пурпĕрех пĕр-пĕринпе икĕ-виçĕ сăмахпа перкелешсе илмелли майсем тупăнаççĕ. Хăр-харсăр, кӳрентермесĕр, ăшшăн калаçни яланах ырă витĕм кӳрет. «Эс çынпа мĕнле – вăл та санпа çаплах» тет ваттисен сăмахĕ. Çапла вара кăмăлсăр , хыт чĕреллĕ çын та хăйне хисепленине кура пурпĕр çемçелет. Ку пулăм вара хальхи вăхăтри «сивĕ сывлăша» сирсе яма пултарать ĕнтĕ, мĕншĕн тесен паянхи çынна «эгоист» ятне илтессинчен пĕр утăм çеç тытса тăрать. Общество сивĕнсе, «хура сăнпа» витĕнме тытăнчĕ. Унта та кунта харкашу, çапăçу, ăнланманлăх. Чăваш халăхĕ хăйĕн ыркăмăллăхне тĕрĕс çулпа ярсассăн общество пачах улшăнĕ. Чăваш халăхĕн тепĕр ырă енĕ вăл – сăпайлă пулни. Кирлĕ-кирлĕ мар чухне сăмах хушманни, харкашманни, халăх хушшинче нĕрсĕр ĕç-пуçшăн чыса варалассинчен хăраса тăни – чăваш халăхĕн çутă енĕ. Паянхи телевиденире, пĕлтерӳ кăларăмĕсен-че ют çĕршывсенчи халăхсен пăлханăвĕсене, вăрçăнăвĕсене яланах асăрхама пулать. Вырăс халăхĕ те хальхи саманапа килĕшсех кайманнипе влаçа хирĕç митингсем çĕклеме тытăнчĕ. Чăваш халăхĕн менталитечĕ вара урăхларах, вăл яланах килĕшӳллĕ, чăтăмлă пулма ыйтать. Çавăнпа та чăваш хальхи куна çитиччен те митингсем, тĕрлĕрен забастовкăсем çĕклемест, мĕншĕн тесен ку ĕç-пуç чи малтан наци чысне варалать. Чăваш халăхĕ вара яланах лайăх енчен çеç палăрма тăрăшнă, чăрсăрланса харкашу хускатакансене вăл яланах сивленĕ. Пĕтĕмлетӳсем тусассăн çакна палăртса хăварас пулать. Чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пысăк. Вăхăчĕ çитĕ те унăн мăнаçлă ячĕ янăрĕ-ха. Пирĕн вара, чăваш халăхĕн мухтавлă ачисен, çанă тавăрса паянах вăй хума тивет.
Мĕн авалтанпа упранса юлнă чăваш халăхĕн пахалăхĕсене тем тесен те упрас пулать. Пирĕн ыркăмăллăх, сăпайлăх – яланах чăваш халăхне ырă енчен çеç кăтартĕ, нацие тĕрĕс-тĕкел пулма вĕрентсе чăвашлăх туйăмне чĕресенче упрама пулăшĕ.
 
: 711, Хаçат: 32 (1228), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: