Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Халăх вĕрентĕвĕн пуянлăхне упраса аталантарса пырсан çеç чăваш çĕнĕрен чĕрĕлсе малалла кайма пултарать, тĕнчери ытти халăх йышĕнче тивĕçлĕ вырăна тухать, ĕмĕрхи чапне çĕнетсе, чĕртсе яма шанчăк тупать»,- тет педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Г.Н. Волков. Чăваш халăхĕн виçĕ пин çулти чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Несĕлсем пирĕн валли пуян еткер хăварнă. Кунта халăх сăмахлăхĕ, ал ĕç пултарулăхĕ, халăх юрри–ташши кĕреççĕ.Пирĕн çак еткерпе усă курма пĕлмелле. Чăвашсен авалтан суха туса, тырă акса пурăннă май юррисем те çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Сăмахран, «Алран кайми аки-сухи». Ку тури чăвашсен юрри. Анатри чăвашсен тата уйрăм вырăнсенче ку юррăн кĕвви урăхларах пулнă. Чăвашăн юррисем ытларах чухне хурлăхлă. Артистсем те тури чăвашсен юррисене юрласшăнах мар, сирĕн юрăрсем хурлăхлă, вĕсене юрлама йывăр теççĕ. Чăнах та вĕсене икĕ тонлăхпа (тональность) тата икĕ октавăпа юрламалла. Ытларах анатрисенне юрлаççĕ. Вĕсен юррисем савăнăçлăрах. Юррăн пуянлăхĕ савăнăçлинче тата хурлăхлинче мар, унăн илемĕнче, чунĕнче, шухăшĕнче. Юрăсем сăнар енчен ушкăнсем çине пайланаççĕ. Хăна, туй, вăйă, салтак, улах, çăварни, сурхури тата ытти те. Ачасен витлешӳ, сăпка юррисем пулаççĕ. Вĕсем пурте чăвашсен йăли-йĕркипе çыхăннă. Чăвашсен уяв нумай пулнă. Мĕншĕн пулнă тетĕп. Мĕншĕн тесен, шел те, хăшĕсем манăçса пыраççĕ. Нумайăшне ялсенче халĕ те ирттереççĕ. Вирĕм – усал-тĕселе хăваласа ямалли тури чăвашсен уявĕ. Ăна Мăнкун умĕн ирттернĕ. Анатри чăвашсен Сĕрен ятлă. Калăм – ваттисене асăнмалли кун. Тĕне кĕмен чăвашсем Мăнкун умĕн ирттернĕ.
Ĕлĕкхи чăвашсен çулталăкĕ Мăнкунран пуçланнă. Ĕлĕкхи чăвашсем Акатуй уявне акана тухас умĕн пуçланă та акса пĕтерсен вĕçленĕ. Нумаях пулмасть ăна тури чăвашсем Сухату тенĕ. Сухапуçтуйĕ анатрисен – сапан туйĕ (сапан тутарларан сухапуç тесе куçать). Çимĕк – çуллахи уяв. Вăл кун ваттисене асăннă, çăва çине кайса килнĕ. Уява Мăнкунпа Çимĕк хушшинче ирттернĕ. Каçсерен укăлчана çамрăксем вăййа тухнă, юрă юрланă, каччăсем хĕр суйланă. Çĕнĕ тырă салатĕнчен сăра вĕретнĕ, хăнасене чĕнсе хăналанă. Пачăшкăсем йăласене хирĕçленĕ пирки ирттерме шикленнĕ. Утăçи ял халăхĕшĕн пысăк уяв пулнă. Утă çулма уява кайнă пек капăр тумтирпе тухнă. Утă çулмалли вырăнсем аякра пулсан çĕр каçмаллах кайнă. Каçсерен вăйă каланă. Ниме ял халăхĕшĕн пысăк вырăн йышăнать. Питĕ авалтан, чăвашсен тĕрĕк вăхăтĕнчи тапхăртан килнĕ йăла. Хальхи вăхăтра та ялти çын нимелле кил-çурт ăсталать. Çĕнĕ тыр-пул туса илнĕ хыççăн Чӳклеме тунă. Çĕнĕ тырă салатĕнчен сăра вĕретнĕ, хăнасене чĕнсе хăналанă. Туй йăли-йĕркине Чăваш Енре çирĕп тытса пыракансем халĕ те пур. Шел , Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăн чăвашла, кĕмĕл капăрлăхлă туй арăмĕсемпе ирттерес йăла путланнă. Чӳкпе Киремет карти çӳлти Турă пехил панă уявсем. Вĕсене хăш-пĕр вырăнта халĕ те ирттереççĕ. Салтак ăсатни кашни çыншăн пăлханмалли самант. Халĕ ĕлĕкхи салтак юррисене çамрăксем юрламаççĕ, манса кайнă вĕсене.
 
: 1026, Хаçат: 32 (1228), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: