Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă прапорщик Георгий Борисов çарта чухнех, Карелире чикке хӳтĕлесе тăнă хушăра, чăваш юррисене ĕнерлеме юратнă. Çамрăк ентешĕсене тĕл пулсан чунĕ каниччен юрланă. Вырăс арăмне пĕр хутчен çеç мар чăваш юрри, кĕвви-çемми илемлине ĕнентерме тăрăшнă, канăва тухсан тăван ене таврăнма ĕмĕтленнĕ.
Ĕмĕчĕ тулнах – паян Георгий Анатольевич Мелекесс районĕнчи Эврелĕнче пурăнать. Çарти пенсионер Димитровградра хуралта тăрăшать. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Петр Улюкин ертсе пыракан «Телей» юрă ушкăнне çӳрет. Пултарулăх ертӳçин сылтăм алли вăл, пур самантра та пулăшма, алă пама хатĕр шанчăклă хастар тусĕ. Тăван халăх культурине, этеплĕхне сума суни йыхăрнă мар-и Георгий Борисова Пётр Улюкин тăрăшнипе йĕркеленнĕ ушкăна?
— Эпĕ 1959 çулта Эврелĕнче çуралнă. Эпир пĕчĕккĕ чухне ялта пуçламăш шкул пурччĕ,- аса илет «Телей» юрăçи. – Вĕрентӳçĕ чăваш юррисене юратни пирĕн çине те, малалла ăнтăлакан чăваш шăпăрланĕсене, куçрĕ пулас. Майĕпен кĕвĕ-çемĕ илемне туйма вĕренсе пытăмăр. Ачасем пур çĕнĕлĕхе те туххăмрах ăса хываççĕ. Кайран Сапаккелĕнче те чăвашла шăрантараттăмăр. Эпĕ параппан та калакаланă. Çак тивĕçе мана шанса панăччĕ. Çар çынни пулнă май нумай çул хушши тăван ялтан, чăвашсенчен аякра пурăнма тӳр килчĕ. Пенсие тухсан Эврелĕнче кĕçех Совет Союзĕн Геройне Виктор Иванович Ерменеева халалланă палăка уçмалла чухне «Телей» ушкăна çӳреме пуçларăм. Петр Улюкин çав вырăн тĕлне сцена ăсталаса хучĕ. Палăка чаплă лару-тăрура уçнă хыççăн эпир концерт патăмăр. Çакăн хыççăн эпĕ май пур таран мероприятисене çӳреме тăрăшатăп. Эпĕ юрăçсене пурне те хаклатăп, юрататăп, май пур таран тĕслĕх илме тăрăшатăп. Пĕр сăмахпа, концертсенче ман чун-чĕре канать темелле-ши? Çакă пуль вăл телей?
Петр Улюкин тăрăшнипе паян Ульяновск облаçĕнчи чăвашсем юратакан «Телей» ушкăнăн репетицисем ирттермелли кĕтесĕ пур. Лебяжье ял тăрăхĕн администрацийĕнче вĕсене пӳлĕм уйăрса панă. Халь ăна хăтлăх кӳрес тапхăр пырать. «Эпир хисеплĕ чăвашсене кĕнеке-журнал, хаçатсем, тĕрĕ-эреш тата кассета-диск таврашĕ, чăвашлăхпа çыхăннă япаласем, ӳкерчĕксем пырса пама ыйтатпăр. Май пулсан паллах. Тепĕр чух пĕр-пĕр хатĕр килте тусан пухса çеç тăрать. Эпир ăна кунта чун кĕртнĕ пулăттăмăр,-терĕ Георгий Борисов.
 
: 976, Хаçат: 32 (1228), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: