Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Валентина Тарават поэзийĕнчи тĕп темăсем)
Пĕр сăмахпа кĕскен те витĕмлĕн кам тесе хисеплемелле-ши Валентина Николаевна Таравата? 1946 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи Турхан Упи ялĕнче çуралнăскерĕн хĕр чухнехи хушамачĕ – Музыкантова. «Сувар» ансамбль йĕркелесе чăваш ташшине пуринчен хĕрӳллĕреххĕн те хӳхĕмреххĕн кăтартнă, халĕ те çавăн пек хăватпах халăх умне кăларакан Анатолий Музыкантов – унăн тăван шăллĕ. Вĕсем иккĕшĕ те – Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем. Кунсăр пуçне Валентина Тарават – ЧР композиторсен ассоциацийĕн, Раççей писателсен союзĕн членĕ: Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн, Ульяновск облаçĕн хисеплĕ гражданинĕ; облаçри "Еткер" чăваш фончĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ преми лауреачĕ.
 
Аслă Нагаткинри технологи техникумĕн вĕрентекенĕ пулнă май Валентина Николаевна Чĕмпĕр тăрăхĕнче пултарулăх ушкăнĕсем ертсе пырать. Ку тĕлĕшпе вăл еплерех ăнăçлă та тухăçлă ĕçленине тĕрлĕ шайри конкурссемпе фестивальсенче «Русская песня» ансамблĕ вун сакăр хутчен, «Ĕмĕт» ушкăнĕ 17 хутчен пĕрремĕш вырăна тухма пултарни, «Шăпчăк» Гран-прие тивĕçни нимрен лайăх çирĕплетеççĕ. Ташă-юрă уявĕсенче çак пултарулăх ушкăнĕсем ытларах чухне Валентина Тарават хăй çырса кĕвĕленĕ юрăсемпе мала тухнине палăртмалла. Тĕслĕхрен, 2011 çулта Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен «Кĕмĕл сасă» юрă фестивалĕнче Анна Чаукова Валентина Николаевнан «Кăлтăр кулă» юррине шăрантарса Гран-при çĕнсе илме пултарнă.
Хайлавĕсене Валентина Тарават икĕ чĕлхепе — вырăсла та, чăвашла та çырать, тутарларан тӳрех куçарас ăсталăх та пысăк унăн. Акă мĕнлерех сăнарлă каланă Валентина Тараватăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ пирки Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çыравçăн 2012 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче 500 экземплярпа пичетленсе тухнă «Ĕмĕтсем» кĕнеке ум сăмахĕнче: «Чăнах та ĕнтĕ, Валентина Николаевна пултарулăхĕ нумай регистрлă аккордеонпа пĕрех: литература жанрĕсем те, юрă-ташă ӳнерĕ те, эстрада тĕсĕсем те уншăн пурте çывăх та хаклă. Çын кăмăл-туйăмĕн курăмлă самантне е пĕр-пĕр характер уйрăмлăхне хăй суйласа илнĕ тăрăх е сăвăпа, е юрăпа, е калав урлă сăнласа кăтартма питĕ витĕмлĕ мелсемпе меслетсем тупать вăл, кашнинчех асра юлмалла сăнарсем тăвать. Çавăнпа та Валентина Тарават хайлавĕсене ачасем те, çитĕннисем те яланах тулли кăмăлпа йышăнаççĕ, вĕсенче чун ыйтăвне тивĕçтерекен хуравсем тупаççĕ».
«2008 çулта тухнă «Чăваш энциклопедийĕн» 2 томне Валентина Николаевнана Игнатьева хушаматпа кĕртнĕ. Чи малтанах вăл поэт, çуммăнах преподаватель пулнине палăртнă. 1965 çулта Пăвари медицина училищине, каярахпа Ульяновскри пединститута вĕренсе пĕтернĕскер вунă çул ытла Аслă Нагаткинри медицина пункчĕн заведующийĕ пулнă, 1989 çултанпа технологи техникумĕн преподавателĕнче ĕçлет. Ир те, каç та çынсемпе хутшăнса вĕсен ыратăвĕпе пăшăрханăвне туйса тимлеме тивнĕренех-тĕр вăл хăйĕн хайлавĕсенче те ачасемпе аслисен шалти кăмăл-туйăмне кăтартса пама мехел çитерет. Прозăра та, поэзире те.
Валентина Николаевна мĕншĕн çавăн пек янравлă та хăйне евĕрлĕ хушма ят илнине Чĕмпĕр чăвашĕсен «Канаш» хаçатĕнче вуласа пĕлме пулать: «Тарават псевдонима эп хам тупман, ăна паллă поэтесса Раиса Сарпи сĕннĕччĕ. «Тарават» – чăваш чĕлхинче «сăпайлă, çынсене яланах хапăл кĕтсе илекен» пĕлтерĕшлĕ, çаплах авалхи вырăс чĕлхинче «тороватость» сăмах пулнă».
Чăнах та, Владимир Даль пухнă вырăссен сăмахĕсемпе каларăшĕсен кĕнекинче те ку сăмахăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхинчи пекех: «Не богат, да тороват (прибавка: гостям рад)», «На что мне богатого, подай тороватого», «Тороватого с богатым не распознаешь», «Тороватому бог даёт, а скупого чёрт таскает».
Николай Ашмарин словарĕнче те ку сăмахпа кăсăклă тĕслĕхсем сахал мар: «Хăнасене пăхма пĕлекен арăма тарават арăм теççĕ», «Хуçăрсем тарават, тухма çук», «Кил-йышĕ тарават пулсан хăни-вĕрли кăмăлĕ çиелте», «Ыр тантăшсем, тăвансем! Тараватрах çӳрейрер!»…
Валентина Игнатьева мĕнлерех тарават çын пулни 2012 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче иртнĕ уявра та ярт уçăмлă курăнчĕ. Чăваш сăвви-юррине кăмăллакансем унта Тараватăн «Ĕмĕтсем» кĕнекине пахалама тата сăвăç-композиторăн пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма пухăнчĕç. Музей ертӳçи Светлана Асамат уява уçнă май: «Ку Валентина Тараватăн çичĕ хут виççĕмĕш кĕнеки, - тесе кăшт шӳтлекелесе те илчĕ. 21 цифрăна çапла хăйне евĕрлĕн чăвашлатса палăртрĕ вăл. Никам тавлашас çук чăн сăмахне те каларĕ: "Тараватăн чунĕ ача чунĕ пек таса. Тĕнчене таса курса тасан кăтартать, унăн сăввисенче чăн-чăн тасалăх, илемлĕх».
Ăçта илем – унта юрă. Поэзи хăватне туйса çӳл тӳпене çĕкленес тулли хаваслăхпа çиçрĕ уявра Валентина Тарават. Тӳсеймерĕ – хăй çырнă «Çĕнĕ куна» юррине ЧР тава тивĕçлĕ артисткипе Рена Грачёвапа юнашар тăрса юрларĕ. Чăваш халăх артисткисем Тамара Гурьевăпа Зоя Лисицина халăх умне тухсан та – айккинче юлмарĕ, хавхалануллă кăмăлне ыттисемпе пайларĕ.
Чăваш ташшине те кăмăллăн та илĕртӳллĕн ташларĕ Валентина Николаевна. Уяв саманчĕсене йăлтах мăшăрĕ, Роберт Дмитриевич Игнатьев, камера çине çырса пычĕ. Ывăлĕ Андрей та тĕрĕллĕ чăваш кĕпи тăхăннă ытарайми амăшне ăшшăн кула-кула хавхалантарчĕ. Акă ăçта вăл - çемье туслăхĕ! Валентина Тараватăн прозăпа çырнă кĕнекин ячĕпе калас пулсан – «Кил ăшши»! Хăйсен кил ăшшине Игнатьевсем кĕрхи йĕпе-сапаллă кун Чĕмпĕр тăрăхĕнчен Шупашкара илсе çитерме пултарчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ «Ĕмĕтсем» кĕнекери «Ан шыра илемлĕ сăмахсем» (107 стр.) сăвва Валентина Николаевна: «Çемьене ăшшу çитсен савма Сив хĕлле те çут хĕвел çиçет», - тесе вĕçленĕ.
Çемье ăшши ытларах чухне хĕрарăмран, ун ĕçченлĕхĕпе чăтăмлăхĕнчен килет текен шухăш Валентина Тарават пултарулăхĕнче палăрăмлă та витĕмлĕ йĕрпе пырать. Çакна çирĕплетме тем чухлĕ тĕслĕх илсе кăтартма пулать: «Асрах кил-йыш сасси. «Вăл – чи пахи, вăл – чи асли» (16 стр.), «Арçын тытса пырать хушамата…», «Хĕрарăм – çурт-йĕре, çемье илемĕ» (135 стр.). «Эп сăвăç кăна мар, «Хĕрарăм эп, анне-çке» (11 стр.). Хайлав вĕçĕ вара рефрен пекех янрать:
Кил-йышăм йăл кулсан
Телей çӳрет-çке çывăх,
Кĕттермĕ сăвă-юрă
Таçта çĕтсе вăрах.
Валентина Николаевна суйнине, икĕ питленнине чăтма пултараймасть. Çакăн пирки вăл ахаль калаçура та, тĕлпулусенче те уççăнах хыпарлать: «Мĕнле çын пулнине часах сисетĕп. Манпа кулса, йăпăлтатса калаçсан та чунĕнче мĕн пытаннине куратăп». Пултарулăхĕнче те çак йĕртен пăрăнмасть çыравçă, хайлавĕсенче нихăçан та, никам умĕнче те йăпăлтатмасть, суймасть.
Тăван анне панă чĕре,
Хăйпе хăй кĕреймĕ чĕрре:
Ик пуçлă пулаймăн пуйма,
Ик чунлă пулаймăн суйма.
Мăшăрне юрас тесе ун умĕнче икĕ питленес йăла çук хĕрарăмăн. Мĕн шухăшланине куçран тӳррĕн калать вăл:
Пулнах пурнăçра ăнланманлăх
(Çуратнă пире ик анне),
Ăс панă Турри каçармалăх,
Тĕреклĕ ачамăр – парне.
 
Вĕçеç кайăксем мăшăршарăн,
Кĕтрет çут çанталăк умра.
Пуласчĕ ялан юнашаррăн,
Телей хуçалантăр чунра.
«Турă» сăмаха пысăкран çыракан çын вăл – Валентина Тарават. Сăввисенче Турра чĕнсе каланине пĕрре мар тĕл пулатăн. «Ир-ирех пуçтартăм вырăна…» ( 131 стр.) хайлав вĕçĕ çавна май çыравçăн пĕтĕм пурнăç тĕшшине уçса паракан чĕнӳ пек сулмаклăн та витĕмлĕн илтĕнет:
Ыр хăват вăл пурпĕр вăйлăрах.
Пĕр унпа сар кунăм чĕрĕ мар-и?
 
Аслă Турă! Хăватна парах.
Таврăнми çухалтăрччĕ тип шарĕ…
 
Ырă хăвата туйни, ун пулăшăвне йышăнма пултарни вара çынран хăйĕнчен килет. Чи малтанах – этемĕн чĕри ПУШĂ МАР, ТАСА пулмалла, сутăнса суяпа вараланмалла мар.
Кирлĕ мар-ха мухтав,
Туссене – пысăк тав.
Сутăнман, сутăнмастăп,
сутмастăп.
 
Килĕм уçă яри,
Чунăм уçă яри.
Ыр сунан çынсенчен
ютшăнмастăп.
Таса пулнăранах уçă ĕнтĕ Валентина Тараватăн чунĕ. Çавăнпа унăн сăвви те шăрçаланать, юрри те кĕвĕленет, повеçĕ-калавĕ те çырăнать, кĕнеки хыççăн кĕнеки пичетленет:
Çук, çӳреместĕп муза шыраса.
Эп ун валли чун-чĕрене уçатăп.
Чун-чĕрине уçнăранах-тăр Тараватăн сăввисем пĕрре вуласах ăнланмалла, çав вăхăтрах хăйне евĕрлĕ те питĕ тарăн шухăшлă пулса тухаççĕ. Никама та ятламасть вăл, вĕрентсе те каламасть, тен, тепĕр çĕрте хăйне ӳпкелени те пулкалать – вулакан вара хăй сисмесĕрех: «Çу-у-ук, ку йăнăша ман тăвас марччĕ-ха»,- тесе тĕрĕс ăнлану патне пырса тухать. Çакна çирĕплетме «Ĕмĕт» кĕнекен 106-мĕш страницинче пичетленнĕ сăвва туллин илсе кăтартмалла.
Çăвара уçма ансатчĕ:
Пĕр сăмах çеç каласаччĕ…
Мĕн хĕсет-ши кăкăра?
Пуш-пушах-çке халь чĕрем.
Пуш чĕре пĕр пăт таять пуль,
Çурăлса кĕçех каять пуль.
 
Çăвара уçма ансатчĕ –
Харăс ик чĕре аманчĕ…
Тĕлĕнмелле сăвă. Ман шутпа, хальхи чăваш поэзийĕн çак тĕслĕхне аслăрах класри шкул ачисене пăхмасăр калама вĕрентмелле. Ан тив, сăвăланă йĕркесен шалти кĕвĕ илемне туйса илччĕр, шухăшлама вĕренччĕр, пурнăç çине тишкерӳллĕ куçпа пăхма хăнăхчăр. Харăсах икĕ çын чĕрине амантма пултаракан сăмахĕ мĕнлерехскерри-ши? Тата мĕншĕн пушă чĕре пĕр пăт тайнă пек туйăнать лирика геройне? Мĕнле айăпа кĕнĕ вăл? Сăвви пысăках мар пулин те – ыйтăвĕсем тем чухлех. Акă ăçта аслă классенче ирĕклĕ темăпа сочинени çыртармалли хайлав.
Сочинени тенĕрен, Валентина Тарават поэзийĕнчи тепĕр курăмлă тема – ĕç пурнăç тыткăчи пулнине тĕрлĕ енлĕн çирĕплетни. Тарават сăввисенчи хăш-пĕр йĕркисемпе уйрăм каларăш пекех усă курма пулать: «Кахал çынна лекмест çăмах, Сĕтел вăл юмахра çеç янтă…» (9 стр.), «Çанă тавăрса кал-кал (Вĕренсемччĕ ĕçлеме.) Ăс-тăнна кăштах якат. «Мĕн акатăн – çав шăтать» (43 стр.), хĕрарăм чирленĕ вăхăтра вара – «Ĕçсем черетре ретĕн-ретĕн»…
Валентина Тарават пултарулăхĕнчи тепĕр тема – тăванлăх. Кĕскен ун пирки поэтесса «Эп шутлатăп» сăввинче çырнă пек: «Тăванпа танлашмасть пуль çав ют», -тесе калама пулать. Валентина Николаевнан «Пĕртăвансене» ятлă хайлавĕнчи пĕрремĕш çаврăмах тăван темрен хаклă тупра пулнине çирĕплетет:
Сăра та пур, хуплу та пур,
шăрттан…
Куç ăна мар, тăван, сана
тинкернĕ.
Эпир кунта халь улттăн
пĕртăван,
Пире анне сăвап парса ӳстернĕ.
«Эпле аван-çке тус-тăван пурри! Эп вĕсенче малашлăха куратăп», - тесе хавхаланнă май Валентина Тарават хăйне евĕрлĕ тăванлăх гимнĕ çырма пултарнă. «Сар хĕвел тĕнчи вăл – ман йăхра», - тенĕренех-тĕр поэт хурăнташлăх хутшăнăвĕсем çине пĕр енлĕн кăна пăхмасть, паянхи самана кутăн-пуçăнлăхĕпе тӳнтерлĕхĕсене çивĕччĕн туйса «Ылтăнпала ылтăн ылмашмаççĕ» сăвă çырать, кайран ăна Олег Кăйкăр кĕвве хывать. Композитор хăй те, Алексей Шадриков та шăрантаракан юрă кĕске вăхăтрах халăхра анлă сарăлать. «Мĕншĕн пиччĕш чĕтрене ерет-ши шăллĕн çурчĕ хăтлăрах пулсан?!» ыйту, чăнах та, кирек кама та пырса тивмелле, хамăрти çитменлĕхсене пĕтерме хистемелле.
Валентина Тарават калашле, пурнăç çилĕ урăм-сурăм улать пулин те вăл çак йывăрлăхран тухмалли меслет тупнă, унпа ыттисемпе те пĕр шелсĕррĕн, тараватлăн пайланать:
…Пурнăçра пысăк утăм эп
турăм –
Канашлатăп ялан чĕрепе.
Чĕрепе канашлакан çын нихăçан та йăнăшмасть, йăнăшсан та вăл – телейлĕ, мĕншĕн тесен такама мар, чĕрине итленĕ: хăйне хăй сутман, суйман. Тата ун пек çынсем ачасене питĕ лайăх ăнланаççĕ, шăпăрлансем те вĕсем мĕн каланине е çырнине тӳрех йышăнаççĕ, чĕри витĕр кăлараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Валентина Тарават чи малтанах вырăс литературине ача-пăча çыравçи пек кĕнĕ. Кĕнеке ячĕсемех автор ача-пăча психологине лайăх пĕлнине çирĕплетеççĕ: «Поскорее подрастай. Ӳссе çитĕн хăвăртрах», «Тавçăруллă Марине», «Хура хăлха», «Ĕçчен мăнук» тата ыттисем те.
Валентина Тараватăн «Çумăр» сăввине 3-мĕш класс валли кăларнă «Хĕлхем» кĕнекене кĕртнĕ, пурнăçри кăткăс лару-тăрура мĕнлерех пулмаллине унта питĕ ăнланмалла та сăнарлă çырса кăтартнă:
Кĕмсĕртетрĕ аслати:
«Эй, итле, этем ачи!
Çиçĕм çиçнĕ вăхăтра
Аякра тăр йывăçран.
Шыв ислетнĕ йывăçа
Пултарать çапма аçа»
Çут çанталăкăн тĕрлĕ пулăмĕсемпе çулталăк вăхăчĕсене Валентина Тарават епле илĕртӳллĕ сăнлама пултарнине унăн 2011 çулта тухнă «Ытарайми çĕршыв» кĕнекинче те асăрхама пултаратпăр. Рифмăласа шӳтлеме те ăста иккен автор:
Шампа хырăм – Микул тус
Çисе янă пĕр арпус.
Кăшкăрать вăл:
- Пулăшсамăр!
Çурăлатăп кĕç! Çăлсамăр!
Ачасем Валентина Тараватăн шӳтлĕ сăввисене чунтан кăмăллани унăн пултарулăх каçĕнче те палăрчĕ. Шупашкарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Андрей Васильев çырлана епле кайни çинчен сăвă каласан кĕçĕннисемпе пĕрле аслисем те кăмăлтан кулчĕç. Уйрăмах вĕçĕ, «Сан çăвару хыт ĕçлет» тени, пĕтĕмлетӳллĕ те асра юлмаллискер, култара-култарах кулленхи пурнăçра мĕнле пулмаллине вĕрентсе хăварать.
Ульяновскран килнĕ хăнасем Валентина Тарават пултарулăхĕ çинче никĕсленсе учительсемпе воспитательсем валли мероприятисем хатĕрлемелли пособи кăларни пирки хăпартланса каласа пачĕç. «Мир детства Валентины Тарават» методика пособийĕн авторĕсем – Е.Малкина, А.Тихонова, В.Архипова. Çак пособие хатĕрленин сăлтавĕ уçăмлă: «Тараватăн сăввисене вулакан ача хыт чĕреллĕ пулса ӳсмест. Вăл ачасене ырăпа усала уйăрма вĕрентет, тĕрĕс çул çине тăратать».
Облаçри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтри наци кафедрин методисчĕ Вера Александровна Архипова каланă сăмах та çак шухăша çирĕплетет: «Пурнăçра чи кирли – ырă туйăма сыхласа хăварасси, ăна аталантарасси тата ыттисене те çавăн пек пулма вĕрентесси. Çакă Тараватăн пултарулăхĕнче туллин палăрать. Шыв пек шăнкăртатса юхакан сăввисемпе юррисене ачасем чунтан калаççĕ, юрлаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсенче ырă пуррине туяççĕ. Тарават вырăнĕнче тепри пулсан хăйне çăлтăр пек туймалла, вăл вара ахаль çынсенчен пăрăнмасть, мăн кăмăлланмасть, çав тери йĕркеллĕ çын».
Тата Тарават тăван халăхĕшĕн, унăн çутă малашлăхĕшĕн тем тума та хатĕр çын. «Ĕмĕт» кĕнеки тухнă ятпа пуçтарăннă хăнасем чунтан калаçнине кура вăл хăй те туйăмĕсене тытса чараймарĕ, пархатарлă шухăш-кăмăлне пурин умĕнче те: «Эп чăваш халăхĕшĕн çунса кĕлленме хатĕр»,- тесе каларĕ. Тĕрĕссипе, çакна Валентина Тарават сăмахпа кăна мар, ĕçпе те тахçанах çирĕплетнĕ. Чăвашла пĕлмен ачасене тăван чĕлхепе юрлаттарма, сăвă-такмак калаттарма пĕрре те çăмăл мар. Çакна çыравçă-вĕрентекен хăйĕн калавĕсенче те кăтартса парать, пĕлтерĕшне кура ун хайлавĕсене хăйнеевĕрлĕ методика кăтартăвĕсем тесе хаклама та пулать.
«Чăваш чĕлхи кружокĕнче», «Чунпа пуян çын» калавсенче, тĕслĕхрен, вĕрентекенсен вĕренекенсемпе, ваттисен вĕттисемпе мĕнлерех пулмаллине тӳрех ăнланса илетĕн. Ашшĕ-амăшĕ мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçтарма хăнăхтарман ачасене хăйсене те çăмăл мар. Кун пек чух пĕр-пĕрне ăнланни, кӳренмелли самантсенче шӳтлеме пĕлни пулăшать. «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» калаври пысăках мар сыпăка илсе кăтартар-ха:
«…Шурă-шурă шурупсем юр пек шурă курăнччăр», - янраттарать Даша.
Ачасем варĕсене тытсах ахăлтатаççĕ.
- Нимĕн кулмалли те çук,- кăмăлсăрланчĕ Маргарита Николаевна кӳреннĕ Дашăна пуçĕнчен шăлса. – Сирĕнтен чылайăшĕ чăваш сăмахĕсене тĕрĕс мар калать. Уншăн кулмалла-и вара? Тĕрĕс калама вĕренмелле, тăрăшмалла."
Вĕрентме те Валентина Тарават ырăпа вĕрентет, тарăхупа вĕчĕрхенӳ уншăн ют. Никам çулĕпе те мар, хăйĕннипе утать вăл. «Такăр, тӳрĕ пулмасан та» таса чĕрипе суйласа илнĕ çулĕ тĕрĕссине, хăйне ăçта çитерессине вăл питĕ лайăх пĕлет.
Шанăçпа пурнатăп эпĕ
Чунăма пуянлатса.
Кăмăл – ырă, сассăм – çепĕç.
Туйăм шур юр пек таса.
 
(«Халăх шкулĕ» журналтан, 2012 çул, 6-мĕш №.)
 
: 652, Хаçат: 32 (1228), Категори: Тĕпчев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: